Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Хаçат çинчен

"Сувар" - Тутарстанра чăвашла тухса тăракан республика шайĕнчи хаçат.
"ТАТМЕДИА" УАО филиалĕ "Сувар" хаçат - 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен эрнесерен 12 страницăпа тата тĕрлĕ тĕспе тухать.
Учредитель - ТР Министрсен Кабинечĕ
Издатель - "ТАТМЕДИА" Уçă акционерлă общество
Хаçатăн перремĕш номерĕ 1993 çулта, август уйăхĕнче тухнă.
"Суварăн пĕрремĕш редакторĕ Владимир Ильич Данилов (ТР, Нурлат районĕ, Якуркел) пулнă.
В.И.Данилов
В.И.Данилов
Хаçатăн 2-мĕш редакторĕ Николай Михайлович Сорокин (ТР, Теччĕ районє, Аслă Ăнă),
Н.М.Сорокин
Н.М.Сорокин
виççĕмĕш - Александр Кириллович Иванов (ЧР, Вăрнар районĕ, Хирпуç) пулнă.
А.К.Иванов
А.К.Иванов
Хальхи тĕп редактор - Константин Анатольевич Малышев (ТР, Пăва районĕ, Пӳркел)- taharyal@mail.ru.
К.А.Малышев
К.А.Малышев
"Сувар" тиражĕ паянхи куна - 4769 экземпляр.  

ÇЫРĂНТАРУ

Чăвашсен авалхи ятне саракан "Сувар" (Сăвар) хаçата Тутарстанри кашни çыхăну уйрăмĕнче çырăнса илме пулать, çур çуллăх çырăну хакĕ - 248 тенкє те 40 пус, индексĕ – 54156. Çавăн пекех кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансем те хаçата çырăнма пултараççĕ. Паянхи кун çак издание Раççейĕн ытти регионĕсенче те илсе тăма пулать. "Почта России" каталогра хаçатăн индексĕ - 79273. Регионсенче хаѕат хакє - 300 тенкє майлґ.
Çырăнтару
Çырăнтару

САЛАМСЕМ

"Сувар" хаçат урлă хăвăрăн тăванăрсене е юлташăрсене саламлас тетĕр пулсан та çак реквизитсемпех укçа (400 тенкĕ) куçармалла:
Филиал ОАО "Татмедиа" "Редакция газеты "Сувар"
р/с 4070281040000000623 1 в ОАО «АИКБ» «Татфондбанк»
к/с 3010181010000000081 5
БИК 049205815
ИНН 1655144950
КПП 165802003
Квитанципе пĕрле салам текстне çывăх çыннăрăн çуралнă кунĕччен 1 е 2 эрне маларах редакци адресĕпе ярса пама пулать: 420066, Казань а/я 64 Редакция газеты "Сувар". Енчен те саламăра иртерех çырса яма кая юлтăр пулсан та хăрушă мар, квитанцин тата салам тексчĕн ксерокопине (юлашки вăхăт – кĕçнерни кун 12,00 сехетчен) 8(843)5183375 факспа е suvar@mail.ru адреспа ярса пама пултаратăр. Сирĕн çырăвăр çитнипе çитменнине 89179076883 номер çине шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

АН МАНĂР

Сирĕн саламăр илемлĕрех, янравлăрах пултăр тесен редакци ĕçченĕсем яланах пулăшма хатĕр. Çапах саламламалли çыннăрăн тулли ятне, вăл ăçта пурăннине, çуралнă кунĕ хăçан пулнине, саламлаканĕсем камсем пулнине çырса пĕлтерме ан манăр.  

Хаçат сайчĕ

Хаçат сайтне 2006 çулта тума пуçланă. 2006 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш бета-версийĕ тухнă.
Хаçат сайте тума Chuvash.Org пĕрлĕх пулăшнă.

Автор прависем

Сайтри статьясен хуçи — "Сувар" хаçат. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.

Çыхăну координачĕсем

Пирĕн редакци адресĕ: 420066, Хусан, Чистопольски урамĕ, 5-мĕш çурт, 2-мĕш хутри редакцисен комплексĕнчи 3,4,5 офиссем.
Телефон/факс: (843)518-33-75,
журналистсем: (843)292-36-46
реклама уйрăмĕ: 89179076883

Юрă тăхтавĕ

 
: 6790

Комментарисем:

Елена Тикинева (2010-05-18 16:40:21):
Ырă кун пултăр, Константин Анатольевич ! Хаçат редакцийĕнче тимленĕрен Тутарстанри хастар чăвашсен - калем ăстисен - пултарулăхĕпе тăтăшах паллашма тăрăшатăп.Эсир ертсе пыракан коллектив чăвашлăха упрассишĕн ырми-канми ĕçлени яр уççăн курăнать.Сăмах май "Суварăн" виççĕмĕш редакторĕ - пирĕн ентеш .

Петров Николай Сергеевич (2010-05-31 23:36:16):
Пысăк САЛАМ чăвашсене Çенĕ Шупашкар хулинчен.

Саламова (2010-08-16 13:54:55):
Савăнатăп чăвашсен республика тулашĕнчи çакнашкал туслăхĕшĕн. Сирĕн патра чăваш филологĕ валли ĕç тупăнмасть-и?

Саламова (2010-08-16 13:57:50):
Манан адрес: ivona-somova@rambler.ru

Yordan (2010-10-18 08:46:29):
Дорогие друзья уже 30 лет и собирать газеты имеют более 6000 разных газеты.Заинтересова нные мне очень коренных народов газет в России.Я буду счастлив, если бы вы выслать мне газету в мою коллекцию.Желаю вам крепкого здоровья, личного счастья и профессиональных успехов. Мой почтовой адресс; Йордан Кирилов ,улица- Цар освободител 14, город-Ихтиман 2050 БОЛГАРИЯ


Андрей Михайлов (2010-12-21 14:01:03):
"Сувар" хаçат Тутарстанри чăваш халăхне пĕрлештерме пултарнишĕн савăнатăп.Константи н Малышевпа унăн команди пысăк ĕç тăвать.

Андрей Михайлов (2010-12-21 14:14:30):
"Сувар" хаçат Тутарстанри чăваш халăхне пĕрлештерме пултарнишĕн савăнатăп.Константи н Малышевпа унăн команди пысăк ĕç тăвать.

Лидия (2010-12-28 01:50:40):
Думаю надо писать не Тутарстан ,а Хусанти ,Хусантан.идалее .

Susmet (2010-12-30 05:06:54):
Тав, Сире, Андрей ырă сăмахăрсемшĕн, анчах та эпĕ хама мухтава тивĕç тесе шутламастăп. Мухтанчăксем мухтанччĕр))

Susmet (2010-12-30 05:08:23):
Эпир хамăр ĕçе çеç пурнăçлатпăр.
Константин Малышев


Рая (2010-12-30 22:07:11):
Суварçăсене çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сире, 2011 çулта та пире хăвăр çĕнĕ номерсемпе савантарса тăрăр!!!

Галина Зотова (2011-02-23 21:29:32):
Сире арçынсен уявĕ ячĕпе чунтан саламлатăп! Пурнăçра телей сунатăп! Хаçат куç умне пĕрремĕш хут тухрĕ. (Сирĕн хаçат пирки илтнĕ-ха, вуласа курманччĕ)Те пĕрремĕш хут тĕл пулнипе, те урăх сăлтавпа хаçат мана килĕшсе кайрĕ. Малашне те чăвашлăха упрас тесе тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват сунатăп!

Петя (2011-03-24 01:31:42):
Сире, Константин Анатольевич, чăвашсене манманшăн, вĕсен пурнăçне малалла та çăмăллатассишĕн и пĕрлештерес шухăшăрсемшĕн питĕ пысăк тавтапуç, манран лично.

Петя (2011-03-24 01:35:29):
Коллекивăра тоже питĕ пысăк тавтапуç, манран лично.

саша (2011-04-11 14:32:31):
лаох

Yordan (2011-05-03 08:40:13):

Дорогие друзя. Я уже 30 лет собираю газеты и в моей коллекции уже более 6000 экземпляров.Я буду счастлив, если вы можете выслать мне газету вашего района. Желаю вам крепкого здоровья, личного счастья и профессиональных успехов. Мой почтовыйй адресс; YORDAN KIRILOV , TZAR OSVOBODITEL 14 , IHTIMAN 2050 , BULGARIA


Женя (2011-10-11 10:56:31):
я не смог найти историю 9 деревень,не могли бы вы разместить её на этом сайте.

Галина (2011-10-28 12:30:54):
"Сувар" хаçата чăн та чун чĕререн юратса вулатăп. Хаçатра ĕçлкенсене пурне те тав тăватăп.

Юрий Ипатов Ижевск (2012-01-31 08:11:40):
Ă

Юрий (Пушкăрт Республики) (2012-01-31 23:29:48):
Питĕ илемлĕ хаçат. Сирĕн кăларăмăрсене пуçĕнчен пуçласа вĕçне çитиччен пĕр уйрăлмасăр вулатăп. Пĕтĕм Раççейри чăвашсен çинчен те материалсем тупса пулать. Маттурсем!
Хаçатăн электронлă варианчĕнче "Архив" текен рубрикă пулсан питĕ лайăх пулĕччĕ.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08