Элекçей çак ĕç-пуç çинчен каласа парсан малтанласа эпĕ ăна ĕненмерĕм. Ара, ĕненме май çук-çке. Пулма пултараймасть ун пекки пурнăçра. Чылайран çеç, Адемасова лайăх пĕлсе çитсен, вăл тĕрĕс каланине шанма пуçларăм. Çавăн евĕрлĕрех пулăм пирки пĕр ăсчах каласа пани те пулăшрĕ ахăр. Çук, суякан çын мар Элекçей Адемасов. Паллакан çынсем, тăван-пĕлĕшĕсем пурте вăл питĕ йĕркеллĕ, тӳрĕ чунлă, пĕчĕк суяна та чăтма пултарайман çын пулнине çирĕплетеççĕ.
Ĕçĕ вара ак çапларах пулса тухнă. Адемасов, хулари пĕр фирмăри пай пуçлăхĕ, темиçе çул каялла, çуркунне юлташĕсемпе пĕрле Атăл хĕррине пулă тытма кайнă. Çыран хĕррине лартса хăварнă микроавтобус патне таврăннă чухне вăл сасартăк çиелтен юрпа витĕннĕ кивĕ вакка чăмнă. Телее, юнашар пыракан юлташĕсем çийĕнчех туртса кăларнă ăна, икĕ енчен тытса машина патне чуптарса çитернĕ. Йĕпе тумтире хывса пăрахма пулăшнă вĕсем тусне, кашнийĕнех рюкзакĕнче пĕрер е икшер типĕ япала тупăннă. Анчах типĕ тумтир тăхăнсан та Элекçей чĕтреме пăрахман.
– Капла шăнса пăсăлатăн вĕт эсĕ, атя, пĕр стакан эрех ӳпĕнтер, сывлăхна сыхласа хăварăн, – тесе сĕннĕ ăна çывăх юлташĕ, фирмăн тĕп инженерĕ Матвей Иванович.
– Çук, сĕнме те кирлĕ мар, руль умĕнче нихăçан та ĕçмен эпĕ, – татăклăн каласа хунă Элекçей.
– Нимĕн те пулмасть, руль умне хам ларатăп. Шăнса хытатăн çитиччен, – ӳкĕтлеме пăрахмасть Матвей Иванович. Ӳкĕте кĕртетех. Пĕр стакан эрех янклаттарнă хыççăн Элекçее питĕ ырă пулса каять, ăшă машинăра çемçе ларкăч çинче силленсе пынă май вăл хăй сисмесĕрех çывăрса каять. Матвей Иванович килне çитсе вăратнă çĕре Элекçей хăйне питĕ лайăх туять, пĕр шухăшсăр руль умне ларса килне вĕçтерет.
Хваттерĕ патне çитме пĕр ик çĕр метр çеç юлсан сасартăк çул çине тĕттĕмрен ӳсĕр çын чупса тухать. Чарса ĕлкĕреймест Элекçей, микроавтобус çынна пырса çапса çул айккинелле ывăтать. Машинине чарса Адемасов ун патне чупса çитнĕ çĕре çын сывлама та пăрахнă ĕнтĕ.
«Эх, мĕн туса хутăм иккен. Мĕншĕн ĕçрĕм-ха çав эрехе? Халĕ малалла мĕнле пурăнмалла? Тытса хупаççех ĕнтĕ. Арăм чирлĕ, виçĕ пĕчĕк ачапа тăлăха юлать. Мĕнле йӳнеçтерсе пурăнĕç вĕсем мансăр? Вилнĕ çынни те çамрăк мар. Унăн та ачисем, арăмĕ пулма кирлĕ. Çапла вара ман ухмахлăх миçе çын телейне татать? Эх, каялла тавăрасчĕ вăхăта. Эй, Турăçăм, каçарсам мана. Хăтарсам мана инкекрен...» вăрăмтунасем пек сĕрлеççĕ, çăхансем пек явăнаççĕ шухăшсем Элекçей пуçĕнче, куçран вĕри тумламсем пĕр вĕçĕм сăрхăнаççĕ. Ниçта кайса кĕреймен енне вăл пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илет, ăна çул айккинелле вăркăнтарать. Куç айккипе асăрхать, çĕлĕк çул хĕрринчи çӳллĕ кĕрт тăррине «хăпарса» выртнă. «Юри пырса тăхăнтартса лартнă пекех», – мĕлтлетет пуçра шухăш.
Çав вăхăта ку тĕле милици машини килсе чарăнать, сарлака хул-çурăмлă каччăсем Адемасова чĕркуççи çинчен тăратса милици машини çине кĕртсе лартаççĕ.
– Ӳсĕр вăл, ура çинче аран тăрать. Вĕлерчĕ çынна. Айăплă, – янăрать хăлхара лейтенант сасси.
– Кирлĕ мар. Ниçта та каймастăп. Айăплă мар эпĕ. Вăл хăй кустăрма айне чупса кĕчĕ! – тесе кăшкăрса ярать Элекçей, машинăна чарма хăтланса аллисемпе руль еннелле туртăнать, милиционерсен çирĕп аллисенчен хăтăласшăн тапаланать. Акă вĕçерĕнет вăл вĕсенчен, руле ярса илет, тормоз çине пусса машинăна чарать. Тăрук чарăннипе пуçĕпе руль çумне пырса çапăнать. Пуçне çĕклет, унта-кунта пăхкалать. Вăл хăйĕн микроавтобусĕн рулĕ умĕнче ларать иккен. Кабинăра урăх никам та çук. Умри çул та пуш-пушах. Акă малта, вун пилĕк-çирĕм утăмра темскер мĕлтлетрĕ. Çул çине ӳсĕр çын тайкаланса чупса тухрĕ. Суллана-суллана вăл çул урлă каçрĕ, тĕттĕмре çухалчĕ.
– Турăçăм, тавах сана! Апла эпĕ никама та таптаман. Хăрушă ӳкерчĕк мана тĕлĕкре çеç курăннă! – кăшкăрса ярать Адемасов. Пуçне аллисемпе тытса ахăлтатса кулса ярать вăл. Сасартăках кулма чаранать, унта-кунта пăхкалать. Ăçта-ха унăн çĕлĕкĕ? Пуçĕ çинчехчĕ вĕт-ха. Çынна таптаман пулсан автобусран тухман вăл. Çĕлĕк салонрах пулма кирлĕ. Мĕншĕн çук вăл?
Тем аса илнĕн Элекçей машинине хускатать, питĕ пĕчĕк хăвăртлăхпа асăрханса ӳсĕр çын çул урлă каçса кайнă «вырăна» çитет. Çул айккинче, çӳллĕ кĕрт çинче хăйĕн çĕлĕкĕ выртнине курать вăл...