Леонид Брежневăн сакăр Ленин орденĕ пулнă, çак чăвашăн вара – тăххăр. Вăл Совет Союзĕн авиаци промышленноçĕн министрĕ чухне Андриян Николаев космоса вĕçнĕ. Петр Васильевич Дементьев 100 çул каялла Çĕпрел районĕнчи Упире çуралнă. Юбилей мероприятийĕсем икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕн тăван çĕрĕнче иртрĕç. Тĕнчери чи вăйлă патшалăхсене хăйĕн сывлăш çар вăйĕсемпе хăратса тăнă çĕршывăн авиапромĕ çинчен паян манса кайнăн туйăнать. Çак ведомствăра 24 çул министр пулса ĕçленĕ чаплă çыннăн палăкне туса хатĕрлекенсене те Çĕпрелĕнче чутах манса каймарĕç.
Июнĕн 9-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнчи шкул стени çине Петр Васильевич Дементьевăн асăну хăмине уçнине халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ, кăшт каярах икĕ хутчен Совет Союзĕн Социализмла Ĕç Геройĕн бюстне район центрĕнче уçрĕç. Хăнасем нумайччĕ çĕпрелсен çак кун: Мускавран, Чулхуларан, Хусантан, Ульяновскран, Шупашкартан. Çӳлерех асăннă искусство произведенийĕсене шăпах Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн вăйĕпе тунă та.
Мемориал хăми Çĕнĕ Упишĕн, бронзăран тунă бюст Кивĕ Çĕпрелшĕн культура пĕлтерĕшлĕ пысăк парнесем. Вĕсен архитекторĕсем – Н.Угаслов, А.Трофимов, скульпторĕ В.Нагорнов.
Анчах çак савăнăçлă лару-тăрура Çĕпрел районĕн влаçĕсем вĕсен тăрăшăвне тивĕçлĕ хаклайманни палăрчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, Çĕнĕ Упи ялĕнче халăх умĕнче мемориал хăми çинчи чатăра сирме мĕншĕн-тĕр В.Нагорнова та, Н.Угаслова та чĕнмерĕç. Çак ĕçе район пуçлăхĕ Д.Гафуров, вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Ярухин тата П.Дементьевăн тăванĕ пурнăçларĕç. Юрать, çак уяв пултăр тесе чунĕсене парса тăрăшнă çынсене райцентрта герой палăкне уçма тивĕ ĕнтĕ тесе шухăшласа, ку çитменлĕхе шута илес темерĕмĕр. Анчах Кивĕ Çĕпрелĕнчи бюст çинчи чатăра сирекеннисем те урăх çынсем пулчĕç.
Н.Угаслов пулман пулсан курайĕччĕç-ши çĕпрелсем П.Дементьевăн палăкĕпе мемориал хăмине? Çакăн çинчен район пуçлăхĕсенчен ыйтас килет. Мускавсем те, курма килекенсем те палăка район администрацийĕн пуçарăвĕпе тата тăрăшăвĕпе тунине ĕненчĕç. Вăл хутшăнмасăр иртмен, паллах, уяв, çапах темшĕн хăй кăна «вăйлă» пулнине кăтартрĕ...
ТР Промышленность министрĕн çумĕ В.Нагорнов скульптора Тав çырăвĕ панисĕр пуçне палăк авторĕсене урăх чыслакан пулмарĕ. Ытти пулăшакансен хушшинче ячĕсене асăннипе çеç çырлахрĕç. Акă тĕслĕх. Упири митингра Çĕпрел муниципаллă районĕн пуçлăхĕ каланă сăмахсем: «Çак ĕç Тутарстан Республикин Правительстви пулăшнипе тата пирĕн хисеплĕ спонсорсем тăрăшнипе пулчĕ. Пурне те пысăк тав». Пĕр миллион тенкĕ ытла таякан лава сĕтĕрсе пынă çынсен ячĕсене те асăнмарĕ, Шупашкарти чăвашсем çакна пуçаракансем пулни пирки те каламарĕ. Кивĕ Çĕпрелĕнчи митингра вăл çапла пĕлтерчĕ: «Юбилейлă мероприятисене хатĕрлес ĕçе ТР Правительстви, республикăри уйрăм министерствăсем, организацисем хутшăнчĕç. Çĕпрел муниципаллă районĕн вăйĕпе те нумай ĕç тунă. Çак монументлă искусство произведенийĕн историйĕ çакнашкал. Икĕ хут Социализмла ĕç Геройĕн тăван çĕршывĕнче бюст вырнаçтарас шухăш пирĕн тахçанах пурччĕ, анчах паянхи кунччен район бюджечĕ çакна тума май памастчĕ.
Пирĕн телее, бюста тума тата юбилей мероприятийĕсене хатĕрлеме Хусанти авиапромышленность предприятийĕсен ертӳçисем, пирĕн ентеш, Шупашкарти пысăк строительство компанийĕн директорĕ Н.Угаслов пулăшрĕç». «Уфф», – тесе сывлама пулать ĕнтĕ, асăнчĕ ятне… Анчах ман шутпа пысăк ĕçе тивĕçлипе хаклаймарĕç. «Пархатар» сăмахăн пĕлтерĕшĕ йӳнелнĕн туйăнать. Мероприятирен «васкатăп» тесе каякансем те пулчĕç…
Тĕлĕнмелле, анчах Николай Федорович хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра хакламаннишĕн кӳренмерĕ (е кăтартмарĕ-и). «Чи кирли – эпир хамăр ĕçе тунă – палăк тăрать», – терĕ вăл. Тутарстанра çулран-çул ырă ĕçсем тăвакан çак çыннăн ытти сăмахĕсем те чĕрене кĕрсе юлчĕç:
«Эпĕ савăнатăп, пирĕн ентеш Тутарстанăн çеç мар, пĕтĕм Раççей çĕршывĕн мăнаçлăхĕ пулнишĕн. Унăн çутă сăнарĕ хальхи çеç мар, малашнехи ăрусемшĕн те тĕслĕх пулса тăрасса шанатăп. Пурте авиаци промышленноçĕн министрĕ пулаймастпăр, анчах ăçта пулсан та хамăра шанса панă ĕçе П.Дементьев пек тăрăшса, тăван çĕршывшăн чуна парса пурнăçламалла».
Дементьевăн çĕршыв аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне вара пухăннисем пысăка хурса хакларĕç. Акă Хусанти С.П.Горбунов ячĕллĕ КАПО Директорсен канашĕн председателĕ А.Павлов каланă сăмахсем:
«Эпĕ авиацире 50 çула яхăн ĕçлетĕп, нарком çумĕнчен пуçласа авиапром министрĕнче вăл 37 çул ĕçленĕ. Ĕненсемĕр мана, ку вăл – пĕр ĕмĕр. Çак йывăрлăха веçех чăтма Çĕпрел çĕрĕ çинче çитĕннĕ çыннăн хулпуççисем çеç пултарнă. Унăн ăсĕпе, таланчĕпе, этемлĕхĕпе ĕçлеме çăмăлччĕ, мĕнле ыйту çине те ун ялан хурав пурччĕ. Кĕске хурав. Паянхи авиацири лару-тăру пирки çакна çеç калатăп – çĕнĕ Петр Васильевич кирлĕ, ун чухне веçех йĕркеленет».