Хальхи пурнăç улшăнса пынă вăхăтра Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсем хушшинче хăйсен аваллăх историйĕпе йăла-йĕркине тĕплĕнрех пĕлесшĕн çунакансем çук мар. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхсем çинчен чылай кĕнекесем, брошюрăсем, статьясем пичетленнĕ. Анчах Хĕвел анăç Сакам (Закамье) çинчен тĕпчев ĕçĕсем çыракан сахал. 2007 çулта Радик Насыровăн «Сельское расселение в Западном Закамье» 240 страницăллă кĕнеки кун курчĕ. ТР Наукăсен академийĕнче Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн канашĕ кĕнекене пичете тăратма сĕннĕ. Кĕнеке Хусанта вырăс чĕлхипе пичетленнĕ. 2006 çулта Р.Насыров çак темăпа Хусанти патшалăх университетĕнче аспирантурăн истори уйрăмĕнче вĕренсе диссертаци ăнăçлă хӳтĕленĕ. Çак кĕнеке диссертаци пĕтĕмлетĕвĕсенчен тăрать. Закамье хутлăхĕ çинчен пуçласа наука енчен тĕпчевлĕ çырнă историшĕн питĕ кирлĕ кĕнеке. Урăхла каласан аваллăха малалла тĕпчекенсене пысăк пулăшу парĕ унăн кĕнеки.
Кĕнеке авторĕ хăй Аксу районĕнчи Кĕçĕн Çарăмсан шывĕн сулахай енче ларакан Анат Майна ялĕнче çуралса ӳссе, çак ялтах ĕçлесе пурăнакан вăтам шкул директорĕ.
Радик Гумерович турккă, араб чĕлхисене пĕлекен анлă тавракурăмлă тутар çынни. Чăвашла та лайăх калаçать. Виçĕ ача ашшĕ. Пĕри – тăлăха усрава илнĕ ача.
Р.Насыров çак кĕнекене кăларас тесе чылай çĕре çитнĕ. Ялсенче ватă çынсемпе курса калаçса ял историне, легендисене пуçтарнă. Хусан, Мускав архивĕсенче археологи çăлкуçĕсемпе усă курнă.
Вуласа пăхма сĕнетĕп.