Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ПĂРĂНТĂК 65 ÇУЛТА

И.Н.Юркин писатель-этнограф çырса хăварнă тăрăх, пирĕн Тăхăрьял çĕрне 1644 çулта çĕр çынна 48.073 теçеттин касса панине пĕлетпĕр. Тăхăрьял çĕрĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕчĕкленнĕçем пĕчĕкленсе пынă. XVIII ĕмĕрте Кĕтерне патша çулĕ иртнипе те, 2-мĕш тĕнче вăрçи çулĕсенче фронта пулăшас тата Сталинград хулине хӳтĕлес тĕллевпе чукун çул хывни те Тăхăрьяла кĕрекен ялсен çĕрĕсене чакарнă. Чукун çула кунти халăх, Атăлçи нимĕçсен тата тыткăна лекнĕ ют патшалăх çыннисен вăйĕпе çĕкленĕ. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă: наçилккасемпе тăпра турттарнă, лумсемпе, кĕреçесемпе çĕр катса нушаланнă вĕсем. 1942 çулхи августăн 18-мĕшĕнче пĕрремĕш пăравус иртет. Çула уçнă хыççăн унпа вăрçă хатĕрĕсем, тыр-пул, çурт-йĕр тумалли материалсем тата халăха кирлĕ ытти япаласем турттараççĕ. Çав çулах икĕ чӳречеллĕ пĕчĕк вокзал туса хураççĕ, «Ульяновск – Хусан» пассажир пуйăсĕ çӳреме тытăнать. «Восьмой разъезд» тенĕ ку станцие. Çак «восьмой» сăмах халăх хушшинче юлнă. Тăхăрьял çĕрĕ çинче унччен те Кивĕ, Çĕнĕ Пăрăнтăк ятсем пулнă-ха, каярах ку станцие те Пăрăнтăк ятне параççĕ. Кун çинчен пирĕн енче икĕ легенда çӳрет.
Чукун çул тума тытăниччен çак вырăнта çеçенхир пулнă, илемлĕрен те илемлĕ чечексем ӳснĕ унта, вĕсем çинче пыл хурчĕсемпе тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем вĕçсе çӳренĕ. Çĕр айĕнче вара пăрăнтăксем (каюра йышши чĕрчун) сĕре йышлă пулнă тет. Çавсем юр ашса пурăнакан вырăна ĕмĕрлĕхе палăртса хăварасшăн пулнă ахăр.
Чукун çул сарса каймалли вырăнсене паллă тăвакансенчен пĕри кунти çынсенчен пĕр сурăх ыйтнă иккен, чăвашсем ăна сурăх парайман. Сивĕ Шыв ялĕн тутарĕсем сурăх парса, хăна туса Пӳркел тĕлĕнче пулмалли станцие хăйсен ялне ларттараççĕ. Чукун çулăн каяс енĕ хальхи Кивĕ Пăрăнтăк ялĕ çумĕнчен çаврăнса каймалла пулнă тет, çапла майпа «восьмойĕнче» Пăрăнтăк станцийĕ пулса тăрать.
Станци ӳссе пынă май темиçе çул юппи тăваççĕ. 1942 çултах Пӳркел, Кивĕ Пăрăнтăк кĕлечĕсене куçарса тыр-пул упрамалли элеватор туса хураççĕ, унтан нефтебаза уçаççĕ. Станци таврашĕнчи ялсенчен çынсем ĕçлеме çӳренĕ. Çакăнта çамрăксем паллашнă, çемье çавăрнă, пурăнма çуртсем лартнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Поселокра пĕрин хыççăн тепри финла çуртсем, почта, ача сачĕ, медпункт, шкул, клуб, библиотека, электростанци, пекарня, столовăй ӳсе-ӳсе ларнă. Унччен Пăва районне кĕнĕ Пăрăнтăк станцине Çĕпрел районне куçараççĕ. Чукун çул пуррипех кунта райтопсбыт, райпо, сельхозтехника уçнă. 1978-1983 çулсенче çĕнĕ элеватор туса лартнă, вăл республикăра пысăккисенчен пĕри – 187 пин тонна тырă вырнаçтарса упрама пултарнă. «Пăрăнтăк элеваторĕ» уçă акционерлă общество кунта чи пысăк организаци. 2001 çулта сехетре 300 тонна çăнăх авăртакан, 20 тонна комбикорм хатĕрлекен завод, вĕсен çумĕнче 20000 пуç сысна ĕрчетекен комплекс туса хучĕç. Кунти армантан пысăк пахалăхпа тухакан шурă çăнăх чи кăпăшки, чи шурри, чи лайăххи пулса декабрĕн 30-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ «Пĕтĕм Раççейри çăнăхпа кĕрпе пахалăхĕн куравĕнче» ылтăн медаль тата пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Чукун çул, нефтебаза, элеватор тата ытти организацисене çĕкленĕ çĕрте Тăхăрьял çыннисем вăй хунă. Вĕсен çамрăклăхĕ çакăнта ĕçлесе иртсе кайнă. 47 çын правительство наградине тивĕçнĕ. Элеваторăн тĕп инженерĕ, Тутарстан Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И.М.Маскеев 52 çул ытла ĕçленĕ, Николай Озеров, Михаил Ашкеров, Раиса Садовникова, Александр Глухов, Ольга Кириллова, Нина Малышева, Зоя Елисеева, Ольга Мужикова, Александра Афанасьева, Лидия Бабаева, Наталья Трофимова, Роза Макарова, Александр Ранцев тата ыттисем те. Çакăнта 20-30 çын ытла ĕçленĕ. Элеваторăн пуçлăхĕсем ветерансене манса каймаççĕ, кварталта пĕрре 3-4 михĕ çăнăх е сăсăл параççĕ, Ваттисен кунне, Çĕнĕ çул тата ытти уявсене парнесемпе саламлаççĕ.
Çак ялта тутар, вырăс, чăваш çыннисем 65 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Маларах чукун çул хывни пысăк вырăн йышăннă пулсан, хальхи вăхăтра акционерсен уçă предприятийĕсем поселок пурнăçне тĕс кĕртсе тăраççĕ. Самана улшăннă май пуйăс çулĕн пĕлтерĕшĕ те чакрĕ, анчах пурнăçа юратакан, вĕри чĕреллĕ çынсем Пăрăнтăк çĕрĕн ятне çӳлте тытма тăрăшаççĕ.
 
: 759, Хаçат: 24 (702), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08