Эпир хăнăхнă ял çынни пылчăкра калуш тăхăнса çӳренине, кĕркунне çитсен ыттисем пек пĕкĕрĕлсе çĕр улми кăларнине е витене тислĕкрен тасатнине. Ял çыннисен пĕрешкел шухăшлав, менталитет тесе шутлама хăнăхнă та эпир, пурне те пĕр кĕрепенккепе виçме пăхатпăр. Анчах ялта та вăрманти пекех – тĕрлĕ йывăç пур. Сăмахран – çыравçăсем. Вĕсем кулленхи ĕçсене пирĕн пекех пурнăçлаççĕ пулин те, хăйсене уйрăм тĕнчере пурăннă пек туйăнать, поэзи е проза тĕнчинче. Çакнашкал çынсенчен пĕри Павлă районĕнчи Потап-Тăмпăрлă ялĕнче пурăнакан Анатолий Герасимов. «Сувар» вулаканĕсем ăна Аскольд де Герсо ятпа пĕлеççĕ.
Поэтсемпе писательсен чи çутă ĕмĕчĕ мĕнле тетĕр-и? Пурăннă чухне хăйсен кĕнекисене кун çути кăтартасси. Анатолий редакцие хăйĕн алçырăвĕсен пуххине ярса панăччĕ. Сăвăсемпе новеллăсем, интереслĕ калавсем пур унта. Тутарстанра чăвашла проза çыракан арçынсенчен чи çамрăкки пулнипе те тĕл пулса калаçас килчĕ унпа.
– Чăвашсен ĕлĕк вилĕме улталама икĕ ят пулнă теççĕ, çапах хальхи вăхăтра çак йĕркене çыравçăсем кăна пăхăнса пыраççĕ пулмалла. Ăçтан илтĕр французла илтĕнекен хушма ята?
– Аскольд – вырăс ячĕ. Вăл авалхи славян чĕлхинче сăнă тытакан тенине пĕлтернĕ. Руçре пĕрремĕш кнеçсем Аскольдсем пулнă. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче компаньонсемпе «Аскольд-видео-интернешнл» аудио-видеопродукци сутакан фирма уçма хăтлантăмăр. Павлăра пуçлăхсем регистраци ирттерме кансĕрлерĕç. Саккунсăр ĕç çаплах аталанса каяймарĕ, путланчĕ. Ячĕ вара хам çума çыпăçрĕ.
– Сирĕн калавăрсене чĕлхе енчен хак паракансем: «Таланчĕ пур, анчах вăл вырăсла çырсан лайăх пулмĕччĕ-ши?» – тесе калаççĕ.
– Тĕрĕссипе каласан, эпĕ малтан вырăсла çыратăп. Унтан хайлавсене чăвашла куçаратăп. Пирĕн ялта куçаруçăсем çуккине кура çак ĕçе хамăнах тума тивет. Мĕнле пулать, çавăн пек пулать ĕнтĕ, шкултисĕр пуçне ятарласа чĕлхене вĕренмен. Мĕншĕн çапла тăватăп тетĕр-и? Мĕншĕн тесен вырăсла çыракансем нумай, хаçат-журналсенче вара пичетлесшĕнех мар. Пирĕн районти хаçата çывăх тăмастăн пулсан вуççех пичетленейместĕн. Çавăнпа чăвашла хаçатсен страницисем çине çул тытас терĕм те. Малтан манăн хайлавсене «Суварта» пичетлерĕç. Унтан республикăри ытти чăвашла хаçатсем те асăрхарĕç. Халĕ хайлавсене Пушкăртстанри «Урал сасси», Пăва районĕнчи «Ялав» вулаканĕсем пĕлеççĕ. Çакă савăнтарнисĕр пуçне, паллах, чĕлхене те якатма хистет.
– Потап-Тăмпăрлăра çыравçăсем сахал мар çуралнă: Алексей Афанасьев, Елена Однодворцева, Виталий Козлов. Эсир кам витĕмĕпе калем тытрăр?
– Вĕсене пурне те пултаруллă çыравçăсем пек хисеплетĕп пулин те, хамăн вĕрентекенсен ретне кĕртейместĕп. Шкулта сочиненисем лайăх хайланинчен аталанса кайрĕ пулмалла çырасси. СПТУра вĕреннĕ чухне те çыркалаттăм. Тата, паллах, нумай вуланă.
– Çапах чăваш çыравçисенчен кама тĕслĕхе хунă пулăттăр тата юлашкинчен чăвашла кĕнеке хăçан вуланă?
– Константин Иванова. Нумай пулмасть Денис Гордеевăн «Хуп хыçĕнчи çылăх» кĕнекине вуласа пĕтертĕм. Хальхи пурнăç çинчен, кăмăла кайрĕ.
– Хăвăрăн калавăрсенчи геройсен сăнарĕсене мĕнле «çурататăр»? Йĕркерен тухнă çынсем ытла нумай мар-и?
– Вĕсем пурте тенĕ пекех пурнăçран илнĕ чăн çынсем. Ытларах чухне хамăр ялтисемех. Ячĕсене улăштарнă, паллах. Анчах вĕсем хăçан та пулин калавсенче хăйсене палласа илессине ĕненес килмест. Мĕншĕн тесен унашкаллисем хаçат вуламаççĕ, вĕсен кирлĕрех ĕç пур – ĕçмелле. Йĕркерен тухнисем пирки: ялта паянхи кун çакнашкал çынсем пурри никама та тĕлĕнтермест ĕнтĕ. Ĕçченни пур-тăк, кахалли те пур. Пĕрисем ăсансан вĕсен вырăнне теприсем йышăнаççĕ. Вĕсем вăйпитти пулсан та, ниçта та ĕçлемеççĕ, ашшĕ-амăшĕн пенсийĕ сыпса пурăнма çитет. Ял урамĕсем тăрăх «ăçта мĕн начар выртнине» пăхса çапкаланса çӳреççĕ кунĕпе.
– Проблемăна пĕр енчен кăна хак пани тĕрĕсех-ши? Вĕсем ĕç çуккипе аптраса, ниçта кайса кĕрейменнипе ĕçме пуçлаççĕ пек туйăнмасть-и?
– Çук. Вĕсене пĕр-пĕр пĕччен пурăнакан пенсионерка эрехле ĕçлеме чĕнсен те пымаççĕ. Мĕншĕн тесен урамра тĕл пулакан кашни арçынран 3 тенкĕ ыйтса илейсен – кунне пĕр кĕленчелĕх пуçтарăнать. Эрех мар, паллах, «Трояр» е ытти çунаканни. Ĕçлес текенни ĕç тупать.
– Эсир скульптурăсем тунине, картинăсем ӳкернине пĕлетпĕр. Ӳнер искусстви еплерех аталанать тата хальхи вăхăтра мĕнпе аппаланатăр?
– Кунта ĕнтĕ ял витĕмĕ вăйлă сисĕнет. Картинăсене хаклакансем нумай, туянакансем çук. Пурте парнелеме ыйтаççĕ. Йывăçран касса тунă кĕлеткесене Пушкăрт Республикине сутăва тăрататăп. Хам юлашки пилĕк çул Мускава, Малоярославль, Ĕпхӳ, Оренбург хулисенче шабашкăра çӳрерĕм. Халĕ çак ĕçпе Хусана çитрĕм.
– Сăвă-калав çырма вăхăт тупăнать-и? Тата мĕнрен çырма пуçлатăр хайлавăрсене, сюжет еплерех йĕркеленет?
– Детективсем çыракан Дарья Донцова кунне вăтăр страница текст пичетлет тет. Ман ун пекех мар. Çапах уйăхне пĕр-икĕ калав çуралать. Произведенин сюжечĕ пĕр-пĕр килĕшнĕ юрăран та, анекдотран та, çул çинче курни-илтнинчен те тапранса кайма пултарать.
– ТР ЧНКА Канашĕн пуçлăхĕ Константин Яковлев нумай пулмасть республикăри чăваш çыравçисене пухса пĕрлешӳ йĕркелесси çинчен каларĕ. Унта вăл çыравçа кĕнеке кăларса пама шантарать, анчах çыравçăн кĕнеки тухсан унăн тиражĕн пысăк пайне сутăн илмелле (е туянма спонсор тупмалла) пулать. Мĕнлерех пăхатăр çакăн çине?
– Ырлатăп. Пире тахçанах кун пек пĕрлешӳ кирлĕ. Вăл çамрăк çыракансен пултарулăхне аталантарма та пулăшĕ тесе шутлатăп.
Комментарисем:
►
Галина (2011-02-23 20:42:08):
Константин Яковлев пек этем Чăваш республикинче мĕншĕн тупăнмасть-ши?Чăваш кĕнеке издательстви паллă çыравçăсене кăна пичетлет.