ВИÇĔ ХУТЛĂ БУХГАЛТЕРИ
Чăнкă Мирун çĕнĕ секретаршăна ĕçе йышăнма хатĕрленет.
– Икĕ хутлă бухгалтери туса пыма пĕлетĕн-и? – тесе ыйтать вăл унран.
– Мĕн тума? – чеен кулать чиперкке. – Ку вăл кивелнĕ меслет вĕт. Юлашки ĕç вырăнĕнче эпĕ çĕнĕ, новаторла меслет шухăшласа тупрăм – виçĕ хутлă бухгалтери.
– Мĕнле япала тата ку? – тĕлĕнет Мирун.
– Вĕр-çĕнĕ меслет. Виçĕ кĕнеке çырса пырăнать: пĕри хуçа валли, унта мĕнпур тупăшсем тĕп-тĕрĕс çырăнаççĕ. Иккĕмĕшĕ – акционерсем валли, унта тупăш пачах çырăнмасть. Виççĕмĕшĕ вара, мĕнпур тăкаксене çеç кăтартаканни, налук инспекцийĕ валли.
ШУРĂ, ШУРĂ, КĂПĂШКА
Чăнкă Мирунпа Вĕçкĕн Вĕçелис ресторанра сыпса лараççĕ.
– Эпĕ питĕ ăслă çын, – тет Вĕçелис кăшт хĕрсен. – Эпĕ тупмалли юмахсем нумай пĕлетĕп. Эсĕ вара вĕсенне пĕринне те тупсăмне тупаймастăн.
– Мĕншĕн тупаймастăп? Тупатăп. Атя, кала юмахна, – тет Мирун.
– Шурă, шурă, кăпăшка, унпа тулнă лупашка, – тесе хурать Вĕçелис.
– Э-э, кăна пĕлетĕп, кокаин вăл, – тет Мирун.
– Ăçтан кокаин пултăр? – савăнса каять Вĕçелис.
– Паллах, кокаин. Эсĕ ăслă çын, мана юр çинчен тупмалли юмах каласа намăслантармастăн пулĕ тетĕп.
Евгений ТУРХАН.