Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КУН ХЫÇÇĂН КУН

Апрель, 18
Хĕвел: тухать – 5.32, анать – 19.56, кун тăршшĕ – 14.24. Уйăх: тухать – 3.28, анать – 11.34.
Пĕтĕм тĕнчери палăксен тата историллĕ вырăнсен кунĕ.
Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕ – Александр Невский кнеçĕн салтакĕсем Чудское кӳлли çинчи çапăçура нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ (1242).
Халăх календарĕпе – Федул. «Федул килчĕ – ăшă çил вĕрчĕ». Енчен те тарăн варта ĕне пысăкăш юр юлнă, акана тухма юрать.
Иван Долгоруков (1764 – 1823), поэт-мемуарист, çуралнăранпа 245 çул.
Николай Сумцов (1854 – 1922), этнограф, историк, фольклорист тата обществăлла деятель, çуралнăранпа 155 çул.
Менелник: Марк, Платон, Семен, Федор.
Апрель, 19
Хĕвел: тухать – 5.29, анать – 19.58, кун тăршшĕ – 14.29. Уйăх: тухать – 3.41, анать – 12.52.
Мăнкун.
Наука кунĕ.
Ĕçлĕх служби çуралнă кун.
Халăх календарĕпе – Ерема. Çăлтăрсем тĕксĕммĕн курăнаççĕ-тĕк, çанталăк пăсăласса.
1924 – 85 çул каялла – çĕршыври чи пысăк суд органĕ – СССР Верховнăй сучĕ – йĕркеленнĕ.
Иван Мартос (1754 – 1835), скульптор, çуралнăранпа 255 çул.
Григорий Мясоедов (1834 – 1911), живописец, çуралнăранпа 175 çул.
Менелник: Иван, Григорий, Севастьян, Павел, Мефодий, Евтихий.
Апрель, 20
Хĕвел: тухать – 5.27, анать – 20.00, кун тăршшĕ – 14.33. Уйăх: тухать – 3.51, анать – 14.10.
Халăх календарĕпе – Акулина. Енчен те çак кун çумăр çăвать – çурхи тырăсем ăнмаççĕ, палан вара аван пулать; сивĕ те уяр – тырă тата хура тул ăнать.
Вадим Юсов (1929), педагог, РСФСР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 80 çул.
Владимир Долинский (1944), актер, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, çуралнăранпа 65 çул.
Александр Мальцев (1949), спортсмен (шайбăллă хоккей), спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, офицер, Олимп вăййисен чемпионĕ, çуралнăранпа 60 çул.
Менелник: Георгий, Даниил, Прокофий, Акулина, Петр.
Апрель, 21
Хĕвел: тухать – 5.24, анать – 20.02, кун тăршшĕ – 14.38. Уйăх: тухать – 3.59, анать – 15.30.
Халăх календарĕпе – Родион, Руф. Хĕвелпе уйăх тĕл пулаççĕ: кун уяр – çулла ырă килет, ăмăрлă çанталăк пулсан – çулла йĕпе-сапаллă.
1954 – 55 çул каялла – СССР ЮНЕСКОна кĕнĕ.
Николай Досталь (1909 – 1959), режиссер, çуралнăранпа 100 çул.
Татьяна Бек (1949), поэтесса тата литература критикĕ, çуралнăранпа 60 çул.
Менелник: Сергей, Нифонт, Родион, Руф, Иван.
Апрель, 22
Хĕвел: тухать – 5.22, анать – 20.04, кун тăршшĕ – 14.42. Уйăх: тухать – 4.07, анать – 16.51.
Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунĕ.
Иммануил Кант (1724 – 1804), нимĕçсен философĕ, çуралнăранпа 285 çул.
Вадим Кожевников (1909 – 1984), çыравçă, обществăлла деятель, çуралнăранпа 100 çул.
Менелник: Вадим.
Апрель, 23
Хĕвел: тухать – 5.19, анать – 20.06, кун тăршшĕ – 14.47. Уйăх: тухать – 4.16, анать – 18.16.
Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке тата автор правин кунĕ.
Халăх календарĕпе – Терентий.
1964 – 45 çул каялла – «Мелодия» граммофон пластинкисен фирмине никĕсленĕ.
Уильям Шекспир (1564 – 1616), Англи драматургĕ тата поэчĕ, çуралнăранпа 445 çул.
Иван Шмальгаузен (1884 – 1963), биолог, СССР НА академикĕ, çуралнăранпа 125 çул.
Иван Берсенев (Павлищев) (1889 – 1951), актер тата режиссер, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 120 çул.
Лев Прыгунов (1939), актер, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, çуралнăранпа 70 çул.
Менелник: Александр, Григорий, Дмитрий, Федор, Максим, Терентий.
Апрель, 24
Хĕвел: тухать – 5.17, анать – 20.08, кун тăршшĕ – 14.51. Уйăх: тухать – 4.26, анать – 19.45.
Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕршухăшлăх кунĕ.
Халăх календарĕпе – Антип. Енчен те пăр каймасан çулла лайăх çанталăк кĕтмелле мар. Упа хăйĕн шăтăкĕнчен тухать.
Владимир Набоков (1899 – 1977), çыравçă, литературовед, çуралнăранпа 110 çул.
Юрий Чернов (1949), актер, РФ тава тивĕçлĕ актерĕ, çуралнăранпа 60 çул.
Менелник: Ефим, Петр, Прохор, Антип, Иван, Яков.
 
: 431, Хаçат: 16 (798), Категори: Халăх календарĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08