Май, 9
Хĕвел: тухать – 4.43, анать – 20.38, кун тăршшĕ – 15.54. Уйăх тулнă кун: тухать – 21.44, анать – 4.04.
Çĕнтерӳ кунĕ. Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕ – Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче совет халăхĕ çĕнтернĕренпе 64 çул.
Европа кунĕ.
Витольд Цераский (1849 – 1925), астроном, çуралнăранпа 160 çул.
Булат Окуджава (1924 – 1997), поэт, çыравçă, хăйĕн юррисене юрлакан, çуралнăранпа 85 çул.
Валентин Непомнящий (1934), литературовед, çуралнăранпа 75 çул.
Олег Атьков (1949), СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ, çуралнăранпа 60 çул.
Менелник: Глафира, Василий, Степан, Иван, Николай, Петр.
Май, 10
Хĕвел: тухать – 4.41, анать – 20.39, кун тăршшĕ – 15.58. Уйăх: тухать – 22.57, анать – 4.27.
Халăх календарĕпе – Семен. Енчен те çуркунне ăвăс йывăççи çинче «хăлха çаккисем» нумай-тăк, пăрçа ăнса пулать.
Тамара Алешина (1919 – 1999), актриса, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, çуралнăранпа 85 çул.
Юлия Друнина (1924 – 1991), поэтесса, çуралнăранпа 85 çул.
Сергей Бочаров (1929), литературовед, çуралнăранпа 80 çул.
Менелник: Илларион, Сергей, Степан, Анастасия, Георгий, Николай, Павел, Петр.
Май, 11
Хĕвел: тухать – 4.39, анать – 20.41, кун тăршшĕ – 16.02. Уйăх: тухать – 23.56, анать – 5.01.
Халăх календарĕпе – Максим, Ясон. Хурăн сĕткенĕ пухма вăхăт. Каç ăшă та çăлтăрлă-тăк, тыр-пул ăнса пулать.
Григорий Угрюмов (1764 – 1823), живописец, çуралнăранпа 245 çул.
Сальвадор Дали (1904 – 1989), Испани живописецĕ, çуралнăранпа 105 çул.
Менелник: Анна, Виталий, Кирилл, Максим.
Май, 12
Хĕвел: тухать – 4.37, анать – 20.43, кун тăршшĕ – 16.06. Уйăх: анать – 5.49.
Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕ.
Яков Гаккель (1874 – 1945), инженер, авиаконструктор, ăсчах-электротехник, РСФСР наукăн тата техникăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, çуралнăранпа 135 çул.
Александр Ханов (1904 – 1983), актер, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 105 çул.
Юрий Домбровский (1909 – 1978), çыравçă, çуралнăранпа 100 çул.
Виталий Песков (1944 – 2002), ӳнерçĕ-карикатурист, çуралнăранпа 65 çул.
Анатолий Тогаев (1884 – 1976), композитор, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, çуралнăранпа 125 çул.
Менелник: Василий, Иван, Федот, Арсений.
Май, 13
Хĕвел: тухать – 4.35, анать – 20.45, кун тăршшĕ – 16.10. Уйăх: тухать – 0.40, анать – 6.50.
Хура тинĕс флочĕн кунĕ.
Халăх календарĕпе – Яков. Каçхи çанталăка сăнамалла: ăшă та çăлтăрлă – çулла типĕ те ăшă пулать.
Пелагея Кочина (1899 – 1999), гидродинамика, геофизика, математика облаçĕсенчи ăсчах, СССР НА академикĕ, çуралнăранпа 110 çул.
Алексей Салтыков (1934 – 1993), режиссер, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 75 çул.
Амангельды Тулеев (1944), политика тата патшалăх деятелĕ, 1997 çултанпа Кемерово облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ, çуралнăранпа 65 çул.
Менелник: Василий, Игнат, Максим, Никита, Яков.
Май, 14
Хĕвел: тухать – 4.34, анать – 20.47, кун тăршшĕ – 16.14. Уйăх: тухать – 1.10, анать – 8.02.
Халăх календарĕпе – Еремей. Çак кун çанталăк аван-тăк – тырçинче те аван пулать; ăмăр çанталăк хĕл хаяр пуласса систерет.
Самуил Самосуд (1884 – 1964), дирижер, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 125 çул.
Федор Полетаев (1909 – 1945), Совет Союзĕн Геройĕ, çуралнăранпа 100 çул.
Теодор Ойзерман (1914), философ, СССР НА академикĕ, çуралнăранпа 95 çул.
Артур Петровский (1924 – 2006), психолог, педагог, РФ наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, çуралнăранпа 85 çул.
Зинаида Шарко (1929), актриса, РСФСР халăх артистки, çуралнăранпа 80 çул.
Лев Додин (1944), режиссер, РФ халăх артисчĕ, çуралнăранпа 65 çул.
Дмитрий Швидковский (1959), искусствоведени докторĕ, профессор, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, çуралнăранпа 50 çул.
Менелник: Тамара, Сусанна, Еремей, Ефим, Игнат, Макар, Пафнутий.
Май, 15
Хĕвел: тухать – 4.32, анать – 20.49, кун тăршшĕ – 16.17. Уйăх: тухать – 1.31, анать – 9.17.
Халăх календарĕпе – Борис. Çак кун шăпчăксем юрлама пуçлаççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ.
Василий Дашков (1819 – 1896), этнограф, меценат, çуралнăранпа 190 çул.
Пьер Кюри (1859 – 1906), Франци физикĕ, çуралнăранпа 150 çул.
Владимир Федоров (1874 – 1966), хĕç-пăшал конструкторĕ, Ĕç Геройĕ, çуралнăранпа 135 çул.
Менелник: Зоя, Афанасий, Борис, Глеб.