КĔВĔÇСЕ ВИЛĔР
Сасартăках пач çухалать Чăнкă Мирун. Пĕрер çулталăк иртсен унăн арăмĕ патне тинĕсре тупнă пуш кĕленче савăт илсе килсе параççĕ. Савăтран икĕ хут татки тупаççĕ. Пĕрин çинче Мирун арăмне хăйĕн мĕнпур тусĕсене пуçтарма, тепĕр хут çинче мĕн çырнине вуласа пама хушнă. Акă мĕн çырнă ун çинче: «Эпĕ халĕ те пĕчченех утрав çинче пурăнатăп. Кунта кредитсем те, хурахсем те, ментсем те, банкирсем те, çапăçу-хирĕçӳ те çук. Кĕвĕçсе вилĕр! Чăнкă Мирун.»
УКÇА ШУТА ЮРАТАТЬ
– Атте, эпĕ кинона каясшăн, укçа пар-ха, – ыйтать ывăлĕ Мирунран.
– Пама парăп та, анчах нихçан та манса ан кай, ывăлăм, ваттисем: «Укçа шута юратать», – тенине. Укçа ăçта выртнине пĕлетĕн, кайса ил, анчах перекетлĕ расхутла.
– Мĕн чухлĕ илме юрать вара?
– Мĕн чухлĕ, мĕн чухлĕ... Пĕр икĕ сантиметр хулăнăш ил эппин.