Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
СПОРТ

Иртнĕ эрнере Тутарстанăн спорт сферинче палăрмалла пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Мускавра Олимпиадăн черетсĕр отчетпа суйлав пухăвĕнче Раççейĕн Олимпиада комитечĕн çĕнĕ должноçне ĕçтăвком директорне палăртрĕç. Çак вырăна 2005 çултанпа ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕнче ĕçленĕ Марат Бариева çирĕплетрĕç. Мускавра унăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Марат Бариев тăрăшнипе Хусан 2013 çулта Çуллахи Универсиадăна ирттерме ирĕк илчĕ, Раççейĕн спорт тĕп хули пулса тăчĕ.
Марат Бариева РОК ĕçтăвкомĕн директорне лартни вăл Хусантан кайнине пĕлтерет.
Ку эрнере, майăн 24-мĕшĕнче, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов Рафис Бурганова ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрне лартма Указ кăларчĕ.
Рафис Бурганов Мĕслĕм районĕнчи Мĕслĕм ялĕнче 1961 çулхи августăн 17-мĕшĕнче çуралнă. 1983 çулта ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, 1990 çулта финанспа экономика институтне пĕтернĕ. Юлашки ĕç вырăнĕ – Хусан хулин администрацийĕн Ĕçтăвком ертӳçи.
Раççей сборнăйĕн хоккеисчĕ, Алексей Морозов суранланнă хыççăн «Ак Барс» команда капитанĕ пулса тăнă Илья Никулин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хоккей сезонĕ Олимпиадăра тата тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерменнине шута илсен те питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ. Паллах, хоккей болельщикĕсемшĕн Германири тĕнче чемпионачĕ çав тери пĕлтерĕшлĕччĕ. Пĕрре выляса ямасăр финала тухнă хыççăн Чехи сборнăйне 1:2 шутпа выляса яни чĕре суранĕ пулса тăчĕ. «Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медалĕсене ăнăçсăрлăх теме çук. Пĕр матч кăна пире «ылтăнран» уйăрчĕ. Кун пекки пулать. Мĕн каласан та ку – спорт», – терĕ Илья Никулин журналистсене.
 
: 242, Хаçат: 22 (856), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08