КĔПĔРЛЕНМЕЛЛЕ МАР
Кĕркури пасарта лав çине хăпарса тăнă та кăшкăрать:
– Кам паян пасарта укçа енчĕкĕ çухатнă, ман пата пырăр. Енчĕкĕ питĕ хитре, симĕс ылтăн чечексемпе тĕрленĕ. Укçи нумай вара. Кĕпĕрленсе ан тăрăр эсир,пĕрерĕн пырăр.
СУТУÇĂ
– Эсĕ мĕн паян, Ахманей, кунĕпе пахчара тăратăн? Урăх ĕç çук-и мĕн? – тесе ыйтать Кукша кӳршинчен.
– Тăрăн кунта. Çĕмĕрт чечеке ларчĕ те çĕр çăтасшĕ каччисем пахчана иленчĕç, чечексене татаççĕ çеç, капла пĕр çырла та пулаймĕ. Лайăх-ха сана курни, хырăм та выçрĕ. Эпĕ кĕрсе апатланам, эсĕ кăштах сыхла, – тет лешĕ.
– Юрĕ, сыхлăп, халĕ пысăк ĕç çук-ха. Кунта ырă шăршăпа киленсе тăма лайăх, – килĕшет Кукша.
Ахманей килне кĕрсе каять çеç, пахча умне чаплă тăрантаспа улпут çитсе чарăнать.
– Эй, чăваш, мĕнле хитре çеçкесем сан пахчунта. Пĕрер çĕклем татса памăн-и? – тесе ыйтать.
– Хаваспах. Пахчана кĕр те мĕн чухлĕ татас тетĕн, çавăн чухлĕ тат. Çеçке шалккă мар. Укçине те нумай ыйтмастăп. Пĕр тенкĕ парăн та çитĕ, – тет Кукша. Тăсса панă укçана часрах кĕсйине чикет те васкасах аяккалла пăрăнать.