Ытларикун РФ Патшалăх Думин Председателĕ, «Единая Россия» партин Аслă Канашĕн ертӳçи Борис Грызлов парти Чăваш Республикин Президенчĕн постне йышăнма тинех кандидатурăсем палăртни çинчен пĕлтернĕ. Анчах та Чăваш Енĕн хальхи Президенчĕн ячĕ списокра çук. Б.Грызлов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен ертӳçин должноçне ларма ЧР Премьер-министрне Нина Суслоновăна, республикăн тĕп федераллă инспекторне Руслан Тихонова тата вице-премьера – ял хуçалăх министрне Михаил Игнатьева сĕнесшĕн. Чăваш Енĕн хальхи Президенчĕ Николай Федоров партирен хăйĕн кандидатурине списока кĕртмесĕр хăварма ыйтнă. Асăннă партин представителĕсем РФ Президентĕнчен Д.Медведевран Н.Федорова Федераци шайĕнче ĕç пама ыйтасшăн, вĕсен шучĕпе «ун пек профессионалăн ĕç опычĕпе усă курмаллах».
Чăваш Республикинчи сăнавçăн комментарийĕ:
– Çак хыпар çине мĕнле комментари памалла? Вырăнти сăнавçăсем чи малтанах мĕн çине тимлĕх уйăраççĕ-ха? Паллах, малтанхи икĕ кандидат Чăваш Енре çуралса ӳсменни çине. Нина Суслонова, тĕслĕхрен, Иркутск облаçĕнчен. Анчах вăл нумайранпа Чăваш Республикинче ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕш кандидатăн кунти стажĕ тата пĕчĕкрех. Çапах та чи хумхантараканни – вĕсем Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхине пĕлеççĕ-и? Тем тесен те çак кандидатсем халăх умĕнче чăвашла тухса калаçнине аса илеймĕн.
Виççĕмĕш кандидат – Михаил Игнатьев – кунта çуралса ӳснĕ, чăвашла пĕлет. Унччен вăл Шупашкар районне ертсе пынă, хăйне пултаруллă ертӳçĕ пек кăтартнă.
ЧР Президентне суйласси çинчен калакан унчченхи законра Президент пулма тăратнă кандидатсен чăвашла пĕлмелле текен положени пурччĕ. Çĕнĕ законра çав йĕркесем «çухалнă» пулмалла.
Вырăнти оппозици Шупашкарта юлашки уйăхсенче иртнĕ митингсенче Н.Федорова критикленĕ, влаçран кайма ыйтнă. Р.Тихоновсăр пуçне икĕ кандидатăн хушамачĕсене унччен асăннă. Вырăнти оппозици хаçатĕнче урăх кандидатсем – Хăрушсăрлăхăн федераллă службин генералĕ Станислав Воронов тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков – çинчен те сăмах хускатнă.
Çак кунсенче Чăваш Республикинче суйлавпа çыхăннă тавлашусем хĕресси куçкĕрет. Кандидатсем чăвашла пĕлнипе-пĕлменни çинчен те калаçмасăр хăвармĕç, паллах. Интереслĕ, вырăнти халăх çак хыпара еплерех йышăнĕ-ши? Тутарстанра çакнашкал лару-тăру сиксе тухсан тутарсем мĕн тăвасси каламасăрах паллăччĕ. Тата митингсем пулаççех пуль.