Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ХАЛĂХ ПУЛТАРУЛĂХĔПЕ ÇЫРУЛĂХĔ

Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ иксĕлми. Унăн культуринче алă ĕçĕ анлă сарăлнă – йывăçран, чулран, шăмăран касса тунă япаласем, тăм савăт-сапа, тĕрлени, çыхни, эрешлесе тĕртни, çăмран ăсталанă тĕрлĕ тумтир, кĕмĕлтен, бисертан хатĕрленĕ тĕрлĕ илемлетӳсем, хаклă йышши тимĕрсене касса илемлетес ӳнер тата ытти те.
Чăваш тĕррин эрешĕсенче Авалхи Китай пиктограммисен, Иран эрешĕсен паллисем, пăлхарсемпе сăварсен тĕррисем тĕлĕнмелле майпа сыхланса юлнă. Çакă асăннă халăхсен культура çыхăнăвĕ пуррине пĕлтерет. XVII ĕмĕрччен чăвашсен хушшинче хаклă чулсенчен, ылтăн-кĕмĕлтен капăрсем тăвакан ăстасемпе ювелирсем нумай пулнă. Анчах та вырăс мар халăхсене ку ĕçе тума чарсан XIX ĕмĕр вĕçĕчченех чăваш хушшинче тимĕрçĕсем пулман.
Ĕлĕк пирĕн несĕлсем картпа руна çырулăхĕпе усă курнă. Вĕсем сыхланса юлнă та тĕрлĕ капăрсемпе эрешсенче. Пăлхар патшалăхĕнче, уйрăмах X ĕмĕрте вăйпа ислам тĕнне йышăнтарнă хыççăн араб графики çинче никĕсленнĕ çырулăх аталанма пуçланă. Ку сăвăçсем, философсем, историксем çырса хăварнă материалсенчен курăнать. 1212 çулта пăлхар сăвăçи Кул Гали (1172– 1242 çç.) «Иосиф çинчен каланă сăмах» ятпа поэма çырнă. Унта автор пĕр-пĕрне хисеплеме, тĕрлĕ тĕн вĕрентĕвĕсене чăтма-хисеплеме чĕнет. 1394 çулта тепĕр пăлхар сăвăçи Коперникчен 149 çул маларах çĕр хĕвел тавра çаврăнма пултарнине палăртнă. Масуд астроном çинчен çырса кăтартнă. 1281 – 1361 çулсенче Пăлхар çĕршывĕнче хăйне евĕр ӳнер тĕсĕ – скульптура аталанма пуçланă. Вил тăприсем çинчи чул юпасем çине араб-тĕрĕк-чăваш чĕлхипе çырнă сăмахсем кăсăк. Унта Корантан илнĕ сăвă йĕркисем (араб, аят, тĕрĕк чĕлхисемпе ятне тата ашшĕ ятне çырнă, тĕпрен илсен чăвашсен ислам тĕнне йышăничченхи авалхи ячĕсем), унтан пытарнине чăвашла çырса кăтартнă. Çын пытарнă вырăна палăк лартас йăла пăлхарсен ахальтен пулман, вил тăприне вĕсем çут тĕнчерен уйрăлнă çыннăн тасалмалли вырăнĕ тесе шутланă. Çак йăла хазар-иудейсенчен куçма пултарнă. Ылтăн Урта вăхăтĕнче Хусан ханствине хĕстернĕ вăхăтра чăвашсен руна тата патак çине касса çыракан карт çырулăхĕсем çухалнă.
Çĕнĕрен чăваш çырулăхĕ 1769 çулта аталанма пуçланă тесен юрать. Çак тапхăрта Санкт-Петербург хулинче Ермей Рожанский «Сочинение, принадлежащее к грамматике чувашского языка» кĕнеке кăларать. 1804 çулта кĕске катехизис тухать, унăн 12 страницине чăваш букварĕ йышăннă. 1832 çулта философи профессорĕ В.П.Вишневский «Чăвашла вулама вĕрентекен букварь», «Чăваш чĕлхин словарĕ», 1836 çулта «Чăваш чĕлхин правилисене çырса палăртни» тата вырăсла-чăвашла словарь пичетлет. Анчах чăваш çырулăхĕ чĕрĕлнине Иван Яковлевпа çыхăнтармалла. Чĕмпĕрте вăл чăваш педагогика училищине уçнине пурте пĕлетпĕр. 1872 çулта çĕнĕ чăваш букварьне кăларни те вăрттăнлăх мар.
Наци чĕлхипе хаçат-журнал тухма пуçлани чăваш çырулăхĕн аталанăвне çĕнĕ шая кăларнă. Çак пулăм 1906 çулта Н.В.Никольский тăрăшнипе «Хыпар» хаçат уçăлнипе çыхăннă.
■ Федор Искендеров.
Чăваш халăх академикĕ.
Ульяновск хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 200, Хаçат: 34 (868)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08