Августăн 29-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн 31-мĕш сессийĕ хыççăн Правительство çуртĕнче Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăннин церемонийĕ иртрĕ. Унта Федерацин Атăлçи округĕнчи Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ЧР ПК депутачĕсем, Министсен Кабинечĕн, Раççей субъекчĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Михаил Игнатьев Президент должноçне присяга каласа йышăнчĕ. Кун хыççăн вăл пĕрремĕш Указа алă пусса çирĕплетсе сăмах каларĕ. М.Игнатьев сăмахĕсемпе, региона çĕнĕ шая кăларма унăн конкурентлăхне ӳстермелле, экономикăри пушă вырăнсемпе усă курма пĕлмелле.
Çакăн хыççăн Григорий Рапота Михаил Игнатьевăн ячĕпе çырнă РФ Президенчĕн Д.Медведевăн, Раççей Премьер-министрĕн В.Путинăн саламлă телеграммисене вуласа пачĕ.
Кăçалтан пуçласа пирĕн çĕршывра сентябрĕн 2-мĕшĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнине паллă тума пуçлаççĕ. 65 çул каялла шăп çак кун Япони капитуляци пирки пĕлтернĕ. Çак уявпа тутарстансене Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин саламларĕ: «…Пирĕн халăх этем курман паттăрлăх кăтартрĕ, вăл пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç тăрса пысăк çĕнтерӳ турĕ. Германи нацизмĕн юлашки союзникне, Японие хирĕç кĕрешсе пуç хунă паттăрсене, ветерансене ĕмĕрлĕх мухтав та сăвап…»
Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов, «Газпром» УАО правленийĕн председателĕ Алексей Миллер «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă общество 55 çул тултарние халалланă уява хутшăнчĕç. Мероприяти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче иртрĕ, унта предприятин чи лайăх ĕçченĕсемпе газ отраслĕн ветеранĕсем пуçтарăннă. Юбилейпе хăнасене компанин генеральнăй директорĕ Рафкат Кантюков саламларĕ. Ун сăмахĕсмепе, Тутарстанра газ кĕртессине 100 процент таранах пурнăçланă, ку енĕпе республика Раççейре пĕрремĕш вырăнта тăрать. Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, предприяти республикăн чи лайăх компанийĕ шутланать. Газ тумхахсемсĕр 15 пин предприятие, республикăн 1,3 миллион кил-çурт хуçалăхне çитни «Газпром трансгаз Казань» тивĕçĕ.
Пĕлӳ кунĕн уявĕнче Тутарстанăн тĕп хулинче пĕрремĕш Вĕрентӳ центрĕ уçăлчĕ. Церемоние ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тата ыттисем хутшăнчĕç. Центр виçĕ çуртран тăрать. Тĕп çуртĕнче 636 ача вĕренмелĕх вырăн, иккĕмĕшĕ 121№ лицейра, виççĕмĕшĕ «Пеликан» ача садĕнче вырнаçнă. Центрăн тĕп тĕллевĕ – вĕрентĕве татмасăр – ача садĕнчен пуçласа аслă шкула хатĕрлесси таран – тăсасси. Вĕрентӳ программисем пĕр-пĕринпе çыхăнса тулли система йĕркелеççĕ.