Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ВĔРЕНӲ ÇУЛĔ ПУÇЛАНЧĔ

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Тутарстанра 37 пин ытла ача пĕрремĕш класа кайрĕ. Пурĕ республикăра 700 пине яхăн çын шкулсенче, училищĕсенче, вузсенче вĕренет. Пултаруллă, хăватлă, творчествăлла шухăшлаякан граждансене çитĕнтерес тесе вĕрентӳ тытăмĕн пахалăхне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тутарстанри çут ĕç системи ку вĕрентӳ çулĕнче те çĕнелсе пырĕ. Кăçал вĕрентӳ аталанăвĕн стратегийĕ те учителе, унăн профессилле ӳсĕмне тĕрев парасси, социаллă статусне çĕклесси çине ытларах тимлĕх уйăрĕ.
Çак отрасль ăнăçлă ĕçлетĕр тесен учительсен ĕç укçине ӳстерни те, çĕнĕ вĕренмелли оборудованипе тивĕçтернĕ хальхи вĕрентӳ учрежденийĕсем те кирлĕ. Республика правительстви ку тĕллевсене пурнăçлас тесе тăрăшни сисĕнет. Кăçал «Вĕрентекен çулĕ» шкулсене, учительсене хальхи компьютер техникипе тивĕçтересси пуçланать. «Вĕрентекене – компьютер» проектах илер. 2010 çулта ăна пурнăçа кĕртме тесе 12820 ноутбук туяннă. Анчах çакă республикăри учительсен пĕтĕмĕшле шучĕн 30 проценчĕ кăна-ха. Малтан ноутбуксене информаци технологийĕсемпе активлă усă куракан педагогсен коллективĕсене парĕç. Виçĕ çул хушшинче кашни учитель ноутбуклă пулĕ, тата мĕнпур шкулти кивĕ компьютерсене çĕннисемпе улăштарĕç тесе шантараççĕ ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен. Апла-тăк, çулсерен çĕнĕлĕхсемпе тулакан вĕрентӳ тытăмĕнче Тутарстан учителĕсем хăйсен хăватне, пĕлӳлĕхне, профессионализмне чакармĕç тесе шанас килет. Ачасем кăна ĕлкĕрсе пыччăр.
 
: 124, Хаçат: 36 (870)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08