Ирхине вуннăра Лениногорск хулинчи «Нефть фонтанĕ» ятлă палăк çумĕнче купăс сасси янăраса кайрĕ. Пĕрре кăна та мар: «Шуй- ская», «Тульская», «Чайка»… чăваш кĕввисемпе таврана тултарчĕç. Тăсаççĕ кăна вĕркĕчĕсене купăсçисем. Августăн 28-мĕшĕнче кунта пуçласа Кама леш енчи чăвашсен «Выля, хут купăс» уявĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсен хушшинче Лениногорск районĕнчи культура управленийĕ, вырăнти чăваш центрĕ, «Шурă хурăн» ансамбль пулчĕç.
Кун чухлĕ нумай чăваш гармонисчĕ пĕрле пухăннине халиччен никам та курман темелле, çавăнпа та мероприяти хăйне евĕр пулчĕ. Алексеевски, Нурлат, Çарăмсан, Тури Услон, Анат Кама, Спас районĕсем, Пĕкĕлме, Елабуга, Лениногорск хулисем хутшăнчĕç унта. Самар облаçĕнчен те пурччĕ хăнасем.
Жюрире ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев, вырăнти культурăпа искусство представителĕсем ларчĕç, вĕсем фестивале хутшăнакансен хушшинче лауреатсене палăртрĕç. Кашни купăсçăн виçĕ кĕвĕ каламаллаччĕ.
Малтан сцена çине Алексеевски районĕнчи Чăваш Майна каччи Анатолий Никоноров тухрĕ. Вăл чăвашла ташă кĕвви каласа витлев такмакĕсемпе пуçларĕ хăй номерне:
Ах, хут купăс, хут купăс,
Хут купăсăн мĕн шухăш?
Хут купăсăн шухăш çук та
Манăн хамăн хĕр шухăш.
Çак вăхăтра сцена хыçĕнче тĕлĕнмелле ӳкерчĕке курма пулчĕ. Купăсçăсене кашнине уйрăм пукан панă, вĕсем пĕр-пĕринчен 7-8 метр инçĕшĕнче ларса тухнă та хăйсен кĕввисене ĕнĕрлесе лараççĕ. Уяв ятне фестиваль тенĕ пулсан та ăмăртури пекех çав: кашнийĕн хăйĕн вăрттăнлăх, хăйне евĕрлĕх. Чăваш купăсçисен хушшинче чи ăстине тухас кăмăл та пĕчĕк мар пулмалла.
Магнитофонсем тухиччен хут купăс вырăнĕ халăх пурнăçĕнче калама çук пысăкчĕ. Гармонистсем те ялта хисеплĕ çынсемччĕ, вĕсемсĕр пĕр пысăк ĕçкĕ те иртмен. Кашни эртелте купăс калакан пулнă, хăна-вĕрле йышăнас пулсан пысăк çемьесенче купăс тытма тăрăшнă. Ара, юрра-кĕвве юратакан халăхăн епле-ха унсăр? Ывăлне салтака ăсатнă чух та кирлĕ вĕт, хĕрне качча панă чух та, сасă ахрăмне инçете яракан çуркуннехи каçсенче вăййа тухма та.
Паянхи пурнăç чăваш юрри-кĕввине илтес тесен музыка центрĕнче компакт-дисксене çавăрттарма хистет. Купăсçăсем кирлех мар. Çаплах-ши?
Çук. Килĕшес килмест кунпа. Манăçа тухман-ха «подгорныйпа» «ватăлла», халăхра вĕсене пурпĕр калаççĕ. Паллах, купăс калама пултаракансем те, купăсĕсем те сайралчĕç, ĕлĕкхи пекех мар. Çапах та Нурлатри Геннадий Григорьев пек, Пĕкĕлмери Валерий Савельев пек, Елабугăри Николай Липатов пек, Самарти Виталий Мельников пек, Анат Камăри Игорь Михеев пек, Лениногорскри Геннадий Садовников пек кĕвĕ ăстисем пур чухне, шанатăп, пирĕн халăх пурнăçĕнчен чылайччен тухмĕ-ха вăл купăс сассине илтсен палланă кĕвĕ янăранă тĕле çывăхарах пуласси. Шырасан кашни ялтах тупăнать вĕт çынсене савăнтарса такмак калаттараканни. Тутарстанра юрă-ташă ансамблĕсем ахальтен çапла нумай тесе шутлатăр-им? Апла – пурăнать-ха купăс.
Чăваш купăсçисем çак кун сахал мар çынна пуçтарчĕç Лениногорскăн пысăк палăкĕ çумне. Мĕнле кăна кĕвĕ пĕлмеççĕ. Хăйсен ялĕсем çинчен çырнă юрăсем шăрантарчĕç гармонистем, тĕрлĕ тĕслĕ такмак каласа ташламаллисене. Халăх хĕрсе кайса алă çупать, чăтса тăрайманни ташша тухса ыттисене хăй пек тума хавхалантарать. Чуна килентерекен савăнăçлă самант. Çак вăхăтра хăвна Заволокинсем ӳкерекен передачăна лекнĕн туятăн.
Сăмах май, Константин Яковлев çитес çул çак уяв тата анлăрах пулассине, «Играй, гармонь» передачăна ертсе пыракансене чăвашсен «Выля, хут купăс» фестивальне илсе килессине шантарчĕ пухăннисене. Халăх тăвăллăн алă çупрĕ.
Ыйту сиксе тухма пултарать: мĕншĕн çак уява инçетри Лениногорскра ирттерме шутланă, Тутарстан варринерех ирттернĕ пулсан, унта тен, ытти районсенчен те купăсçăсем хутшăннă пулĕччĕç? Хуравĕ ансат. Лениногорскри чăваш центрĕн ертӳçи Ольга Орлова хăй те купăс ăсти. Чăваш купăсçисен парадне те çак кун вăлах ертсе пычĕ.