Августăн 27-28-мĕшĕсенче ТР ШĔМĕ Тутарстанри милици кунĕсене паллă турĕ. Вăл кăçал та чаплă, асра юлмалла иртрĕ. 1999 çултанпа йăлана кĕнĕ уяв августăн 27-мĕшĕнче парадпа пуçланчĕ, вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи ут спорчĕн комплексĕнче пулчĕ. Халăх пуçтарăничченех Ипподром тӳремĕнче Хусанти милици гарнизонĕн подразделенийĕсем парада хатĕрленсе тăрса тухнă, вĕсен çине пăхсан чун хăпартланать: акă вĕсем пирĕн лăпкăлăха хӳтĕлекенсем. Этем кăна мар, пирĕн «кĕçĕн юлташсем» те тăнăçлăх хуралĕнче кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ. Кинологи тата утлă милици службисем пулăшнипе уçнă преступленисен шучĕ пысăк. Кăнтăрла иртсе икĕ сехет тĕлне ипподрома халăх йышлă пуçтарăнчĕ, кунта ытларах милици сотрудникĕсен çемйисем. Килекенсене сума суса Халăхсен хушшинчи ут спорчĕн комплексĕн хапхи умĕнче ШĔМ министрĕ Асгат Сафаров хăй кĕтсе илчĕ. Парад Патшалăх Канашĕн председателĕ Фарид Мухаметшин килсен пуçланчĕ, малтан вăл халăха кăтартма илсе килнĕ милици службинче куллен усă куракан çар техникипе паллашрĕ, хыççăн уява уçрĕ.
– Тутарстан çĕрĕ çинче темиçе çул ĕнтĕ милици формине тăхăннă çынсен кунне палăртас йăла пырать. Вĕсен ĕçĕнчен республикăри лăпкăлăх, саккунлăх килет. Милици кунĕсем республика кунĕ умĕн иртни пĕлтерĕшлĕ, вăл граждан обществипе йĕрке сыхлакансене пĕр чăмăра пуçтарма пулăшать. Борис Васильев писатель милици профессине кăмăл-сипет профессийĕ тесе тĕрĕс палăртнă. Милицин полномочийĕсем пысăк, анчах çавăнпа пĕрлех явапĕ те анлă. Сирĕн ĕç преступленисене хирĕç кĕрешнипе, халăх хисепĕн, шанчăкĕн шайĕпе виçĕнет. Эсир пуринчен те ытларах халăха çывăх тăратăр. Юлашки çулсенче çĕршывра улшăнусем нумай пулчĕç, тĕрлĕ тапхăр иртме тиврĕ пире. Анчах темле саманара та милици патшалăхăн тĕп институчĕсенчен пĕри пулчĕ, халĕ те çаплах… РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев милицие полици тесе палăртма йышăнни обществăра нумай калаçу çуратрĕ. Ыйтăва пĕтĕм халăхпа сӳтсе явма сĕннине тĕрĕс тесе шутлатăп. Закон проектне халăх шухăшне шута илсе çĕнетнине ырламалла, вăл пĕрлехи ĕçе тухăçлăрах тума, ШĔМ авторитетне вăйлатма пулăшĕ. Ку Раççейĕн ĕлĕкхи йăлисене паянхипе сыпăнтарса çĕршыва тата та вăйлăрах тума май парĕ… Криминаллă лару-тăрура хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăрăшакан милици сотрудникĕсене, професси ветеранĕсене, вĕсен çăмăл мар службине çурмалла пайлакан мăшăрĕсене, ашшĕ-амăшĕсене, ачисене, пурне те уявпа саламлатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп», – терĕ Фарид Мухаметшин. Юлашкинчен вăл парада хутшăннисене, курма килекенсене ТР Президенчĕн Рустам Миннихановăн саламне вуласа пачĕ.
Парада ШĔМ министрĕ Асгат Сафаров ертсе пычĕ. Чи малтан милици сотрудникĕсем службăра пуç хунă юлташĕсене аса илчĕç. Çĕнтерӳ паркĕнчи Мемориалпа «Асăну стени» патне чечек кăшăлĕсем ăсатнă хыççăн уяв пуçланчĕ. Программăна Хусанти милици гарнизонĕн подразделенийĕсен кăтарту номерĕсем илем кӳчĕç. Чи малтан Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн сотрудникĕсем автомобильпе экстремаллă майпа çӳресе кăтартрĕç. Хыççăн милицин ятарлă пĕлтерĕшлĕ отрячĕ (ОМОН) хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем хĕç-пăшалпа, алă вăйĕпе çапăçу искусствипе пысăк шайра усă курма пултарнине кăтартрĕç. Куракансене омоновецсем автобусри çынсене террористсем тытса илнинчен хăтарнине сăнама интереслĕ пулчĕ. Унтан авиаотрядăн сывлăшри кăтартăвĕсем пуçланчĕç.
Тутарстанăн Шалти ĕçсен министерстви пĕр вырăнта тăмасть, хăй ĕçне наукăпа техникăн çĕнĕлĕхĕсене кĕртсе яланах аталанса пырать. Юлашки çулсенче ШĔМ обществăра милицин ятне çĕклессипе нумай ĕçлерĕ. Çакă преступность шайне аванах чакарма май пачĕ. Мĕнле майпа? Халăх ШĔМ сотрудникĕсене ытларах шанма пуçланипе. Милици тăрăшнипе кăна йĕркене çирĕплетме çук, граждансен те ку енĕпе ăнлă пулмалла, пĕрле ĕçлесен кăна республикăра, çĕршывра йĕрке тума пулать. Милицие хăй ирĕкĕпе пулăшакансем сахал мар. Парадра вĕсене пурне те асăнчĕç, преступленисене уçма пулăшнисене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Çавăн пекех ĕçре хастарлăх, паттăрлăх, пысăк профессиллĕх кăтартнă милици ĕçченĕсене (22 пулчĕç вĕсем) Раççей Федерацийĕн тата Тутарстанăн патшалăх наградисене пачĕç.
Милици кунĕсенче республикăри кашни районтах тенĕ пек мероприятисем иртрĕç. Нумай çĕре Асгат Сафаров хăй çитме тăрăшрĕ. Халăхпа тĕлпулусем йĕркеленине асăнса хăвармалла, ку çынсене ШĔМ сотрудникĕсенчен тӳрреммĕнех пулăшу е канаш ыйтма май пачĕ.
Çак кунсенче милици ĕçченĕсемшĕн чи пысăк парне хваттерпе тивĕçтерни пулчĕ, тĕслĕхрен, Тури Услонра кăна 13 милиционер çемйи хваттерлĕ пулчĕ, пурĕ вара республикипе 130 çемье çĕнĕ çуртлă пулнă. Асгат Сафаров шучĕпе, ку питĕ çивĕч ыйту. Пурăнмалли условисем япăх пулсан çын ĕç патне сӳрĕк пулма пултарать, ара, ĕçлетĕн-ĕçлетĕн усси çук. Министр шучĕпе, кил-çуртлă çын хăйне çирĕп туять, çемье те лăпкă, мĕн чухлĕ ырă та çирĕп çемьесем нумайрах – çавăн чухлĕ çĕршывра та лăпкăрах.