Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
«ЭПИР ХАМĂР ĔМĔР ТĂРШШĔНЧЕ МĔН АКНИНЕ ПУХСА ИЛЕТПĔР...»

Чăваш Республикин Пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров 2010 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăннă церемонире каланă сăмахсенчен.
Хаклă ентешсем! Хисеплĕ депутатсем!
Турă Амăшĕн «Федора» турăшĕ тĕлĕнмелле майпа курăннă кун эпĕ тăван халăхшăн Президент пулса ĕçлесси питĕ пысăк чыс, унран та ытларах – яваплăх пулни пирки калама пултаратăп. Ку вăл – мисси, тен, тата хăв çине илнĕ тем пек йывăр, вăю пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ чухне те сирсе пăрахма ирĕкӳ çук тивĕç те.
Çавăнпа хисеплĕ Михаил Васильевича унăн çулĕ çинчи тĕллевсене татса пама чи-чи кирлине – вăй-халпа сывлăх, пысăк ăспа çитĕнӳсем – сунатăп...
Çак кун, тен, эпир мĕнлерех лару-тăрура ĕçлеме пуçлани пирки аса илтерни те вырăнлă: эпĕ 1994 çулта Мускавран таврăнса Президент тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă вăхăтра мана «бартерлă» экономикăна пула алла ĕç укçи çулталăкшар тытса курманран забастовка тăвакан пин-пин ĕçчен, тивĕçлĕ канура 6-8-шар уйăх пенсисĕр пурăнакан çынсен йышлă митингĕсем, халĕ «Атăлçи ахах-мерченĕ» тесе палăртакан Чăваш Енĕн тĕп хули вара хула варринчи строительство хыççăнхи тата ытти çӳп-çаппа, шурлăхпа кĕтсе илчĕç. Халĕ çав вырăн – Шупашкар çыннисен тата кунта килекен хăнасен тĕп кану вырăнĕ, унта чиркӳ патне каякан çула турăмăр, чаплă фонтансем вырнаçтартăмăр, Çветтуй Троица мăнастирĕ ишĕлчĕк айĕнчен çĕнелсе çĕкленчĕ, Ехрем купса, Президент бульварĕсене, Геологи музейне, Чăваш Енри амăшĕсене халалланă скульптура композицине, юхан шыв порчĕн хальхи (çĕршыври юлашки çулсенчи пĕртен-пĕр) комплексне турăмăр, Наци музейне тата ыттине çĕнĕрен çĕклерĕмĕр. Чылайăшĕшĕн çак çĕнĕлĕхсем Шупашкарта тахçанах пулнă пек туйăнать.
Анчах пурнăç саккунĕсем çапларах: вĕсем нихăçан та халсăрланма памаççĕ, яланах ума çĕнĕрен те çĕнĕ çивĕч ыйтусемпе тĕрĕслевсем кăларса тăратаççĕ. Çакă хальхи вăхăтра та, халиччен пулман типĕ çанталăк хыççăнхи тапхăрта ял хуçалăхне тата çĕр ĕçченĕсене пулăшу кӳмелли условисенче, çаплах пулса юлать. Патшалăх агропромышленность комплексне пулăшма çĕнĕ Раççей историйĕнче, пĕр ӳстермесĕр каласан, нихăçан пулман калăпăшпа уйăрса паракан укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăçлăн усă курмалла.
Халĕ ку таранччен пулман вăрман пушарĕсене, вĕсем хăйсен вут-çулăмĕпе хăйне майлă тĕрĕслев ирттернине иртнĕ вăхăтри пулăм пек хаклатпăр. Пушарпа кĕрешекенсемпе пĕрле пин-пин çын хăйсен ирĕкĕпе вут-çулăма хирĕç тăчĕç, çак ĕçре хăюлăхпа паттăрлăх кăтартрĕç, çапла майпа пирĕн çынсене тата халăх пурăнакан вырăнсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерчĕç. Вĕсене тепĕр хут тав тăватăп. Унпа пĕрлех эпĕ ĕнер каçхине Раççей Президенчĕн хула тулашĕнчи резиденцийĕнче Дмитрий Анатольевич Медведевпа тĕл пулни çинчен пĕлтерме пултаратăп. Кăмăллă та усăллă калаçу пулса иртрĕ. Раççей Президенчĕ пирĕн типĕ çанталăкпа тата пушарпа çыхăннă ыйтусемпе пуринпе те килĕшрĕ, унпа пĕрлех В.А.Зубков вице-премьера, С.К.Шойгу министра тата чи кирли – финанс министрне А.Л.Кудрина тивĕçлĕ хушусем пачĕ. Чăваш Ене хушма пулăшу шайĕнче уйăрса пама палăртнă пĕтĕмĕшле хисеп – сахалтан та 1,5 миллиард тенкĕ. Апла тăк, хисеплĕ депутатсем, бюджета пысăклатас тĕллевпе кăçал ăна сирĕн тепĕр хут улшăнусем кĕртме тивет…
Авалтанпах Руçре: «Кам айăплă?» тата «Мĕн тумалла?» текен ыйтусем пĕлтерĕшлĕ пулнă. Обществăн пурлăх, ăс-хакăл аталанăвĕнчи çитĕнӳсем, çемьери лăпкăлăхпа ăнăçлăх енĕпе тăвакан ӳсĕмсем эпир «мĕн тумалла маррине» лайăх ăнланса ăша хывсан пĕлтерĕшлĕрех пулĕç тесе шутлатăп.
Çапла вара – «мĕн тумалла мар?»
1. Турă пире уйăрса панă вăхăт сăваплă тата питĕ шутлă. Çав хаклă вăхăта, вăй-хала тăшмансемпе айăплисене шыраса тăккалама, çынсене хăйсен тата патшалăхăн пурнăçне йĕркелеме кирлĕ тĕп, пĕлтерĕшлĕ тата усăллă ĕçрен пăрма кирлĕ мар. Чăваш халăхĕн çакăн пек питĕ лайăх ваттисен сăмахĕ пур: «Усал куракан усал пулĕ, ыр куракан ырă пулĕ».
Пирĕн тĕп тăшмансем тата пирĕн инкексемпе ăнăçсăрлăхсен тĕп сăлтавĕсем таçта тулашра мар, хамăртах вырнаçнă. Çавăнпа та, чи малтанах, пирĕнтен кашнинех ăшри тăшмансене çĕнтермелле.
2. Обществăн, çавăн пекех патшалăхăн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл сывлăхĕн тĕп никĕсĕсене: çемьене, воспитани ĕçĕнчи йăла-йĕрке хаклăхĕсене (вĕсемсĕр килĕшӳлĕх, тăнăçлăх тата телей пулмасть), культурăна аркатмалла мар.
И.Я.Яковлев сăмахĕсене кĕлĕ евĕр çине-çине калама пăрахмастăп: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ӳтĕре ясарпа ан варлăр, ӳсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан килĕштерсе, лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хураятăр».
3. Кирек мĕнле ĕçре те (уйрăмах пысăккинче) юрама тăрăшса тата уйрăмах парăннисен шутне лекес шухăшпа компетентлăха, яваплăха тата этеплĕхе пĕтерме памалла мар.
4. Обществăпа – ăна хăвăн наука лабораторийĕпе, хăвăн хуçалăхупа, бизнесупа пăтраштарса – экспериментсем тума кирлĕ мар. Гиппократăн «сиен ан ту» текен формули политикăра тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çакă пĕр çын интересĕсене кăна мар, миллион-миллион çын интересĕсене пырса тивет.
5. Телее хăв мĕнлерех ăнланнине общество пурнăçĕ çине сарма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен кашни çыннăнах хăйне уйрăм телей курма ирĕк пур.
6. Пурнăçа кӳренме, ăна тата унта пулса иртекен пулăмсене сут тума кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пирĕнтен кашниех ĕмĕрĕ тăршшĕнче мĕн акнине е маларах, е каярах пухса илет, хăйĕн шухăшĕ-ĕмĕчĕпе, сăмахĕпе, хăтланăвĕпе, ĕçĕпе мĕн туни тăрăх хак илет.
7. Пирĕн, Чăваш Енре пурăнакансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен аслă çутта кăлараканĕн тата чăваш халăхĕн патриархĕн Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçне, унăн урокĕсене тата «Чăваш халăхне панă халалне» манма юрамасть. Сăмахран, Патриарх мĕн çинчен ĕмĕтленнине ас тăватăр-и: «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр. Турă çыруне çырнă кĕнекесене пĕтĕмпех чăваш халăхне парăр – Этемсен Турăпа пĕрлешсе пурăнасси çинчен каланă аслă сăмах кĕнекисене чăвашла куçарса пĕтерĕр. Вырăс патшалăхĕн Хĕвел тухăç енче пурăнакан йышлă халăхсене Христос тĕнне вĕрентсе çутăлтарас ĕçе тăрăшса ĕçлĕр: чĕлхе тĕлĕшĕпе те, вĕсен пурнăç йĕрки тĕлĕшĕпе те эсир вĕсене вырăссенчен хăйсенчен çывăхрах тăратăр. Христос тĕнĕн çутине эсир вырăссен аллинчен илнĕ. Çапла вара эсир çак пысăк ĕçе ĕçлесе вырăссене парас парăмăра кăшт та пулин парса тататăр».
Унăн аслă ĕмĕчĕн пĕр пĕчĕк пайне пурнăçа кĕртме 89 çул кирлĕ пулчĕ. Çапла вара чăвашсем вырăс халăхĕ хыççăн Библие тăван чĕлхипе вулакан иккĕмĕш халăх пулчĕç.
Аслă Яковлев çакăн пек япаласем çинчен те аса илтернĕ: «Чăваш хушшинче килĕшӳсĕр пĕр-пĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пӳлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ». Ырă мар пулăм. Çапах та, атьăр-ха, Патриарх шухăшĕсене сирсе яма хăтланса пăхар. Сăмахпа мар, хамăрăн ĕçсемпе, пурнăçра тăвакан утăмсемпе...
Эпĕ хам ума яланах пысăк тĕллевсем лартнă. Тата Чăваш Ен халăхĕ пуçне çӳлте тытма пултартăр тесе тăрăшнă. Çавна пулах ăçта ĕçлесен те – Кремльте, РСФСР, ССР Союзĕн Аслă Канашĕнче депутат, Раççей юстици министрĕ пулса, Патшалăх Думинче, Федераци Канашĕнче, Европа Канашĕнче Страсбургра Раççей Федерацийĕн представителĕ пулса 6 çул хушши ĕçленĕ вăхăтра та Чăваш Енĕме политика, культура, ăс-хакăл, экономика енчен çӳлерех çĕклес тесе ăнтăлтăм. Чăваш Ен пĕлтерĕшне тĕнче умĕнче ӳстерме, хамăн ентешĕмсен – Чăваш Енре пурăнакансен – шанăçлăхĕпе тивĕçлĕхне, ятне-сумне çирĕплетме тăрăшрăм. Тата манăн позици пĕтĕм тапхăртах уçă та тӳрĕ пулнă. Эпĕ пирĕн Чăваш Ен юхăма майлă та, хирĕç те мар, пире кирлĕ çĕрелле иштĕр тесе хамран килнине пĕтĕмпех турăм. Демократи идеалĕсене, этем тивĕçлĕхĕн ирĕклĕхне, этем прависене, цивилизациллĕ тата прогрессивлă тĕнче идеалĕсене, аталаннă тата çутта тухнă этем идеалĕсене, Раççей çыннисемшĕн федеративлă тата социаллă патшалăх идеалĕсене хӳтĕлерĕм.
Паллах, кирек мĕнле ĕçлекен çынăнни пекех, манăн та ĕçре çитменлĕхсем пур, хампа хам кăмăлсăр пулни те пулать, çав кăмăлсăрлăх вара манăн ĕçĕм-хĕлĕме критиклекенсенчен те ытларах, сисĕнмеллех ытларах палăрать.
Кăмăлсăрлăх кашни сывă çыншăнах йĕркеллĕ пулăм шутланать, çитменнине вăл кашни кунах пĕтĕм вăй-халне парса ĕçлет тата хăйĕн ĕçĕн чăн çимĕçĕсене курса вĕсем тата та ытларах пулччăр, вĕсене тата та хăвăртрах пурнăçлама майсем пулччăр тесе ĕмĕтленет пулсан – кăмăлсăрлăх палăрмасăр тăма пултараймасть.
Çапах та республикăра пурăнакансен идеологи шухăш-кăмăлĕ темĕнле расна пулсан та, пирĕн патра, Чăваш Енре хальхи политика культурине йĕркелекен çирĕплĕхпе кал-кал аталану килĕшӳлĕхĕ сăмахпа мар, чăн-чăнах пулнине, влаçпа халăх хушшинче ăнлану тата диалог пуррине, халăхсен тата конфессисен хушшинче килĕшӳлĕх пулнине, вырăнти хăй тытăмлăхăн чăн аталанăвне сирсе пăрахма пулать-ши вара. Çакă хальхи Раççейшĕн аталанăвăн сайра пулăмĕ шутланать. Вăлах федераци центрĕпе килĕшӳллĕ хутшăнусем йĕркелеме пулăшать тата синэргетика эффектне тивĕçтерет. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, культура, наци хăй евĕрлĕхĕ пирĕншĕн пĕтĕм тапхăрта тĕп вырăн йышăнса тăнă. Çавна пулах паян пирĕн этем, культура, ăс-тăн вăй-хăвачĕ XXI ĕмĕрти чи çӳллĕ стандартсене тивĕçтерекен пурнăç пахалăхне çитесси пирки шухăшлама май парать. Ку вара питех те пĕлтерĕшлĕ!
Сирĕнпе пирĕн шăпасем йывăр вăхăтсене тĕл килчĕç – истори тĕлĕшĕнчен те, психологи, экономика, социаллă пурнăç тĕлĕшĕнчен те. Çапах та эпир сирĕнпе пĕрле çав тĕрĕслевсене тивĕçлипе чăтса ирттертĕмĕр, çав шутрах пирĕн асаттесемпе аттесен, асаннесемпе аннесен ырă тĕслĕхне асра тытса та. Тăван çĕре чăннипех юратнине хăйĕн хастар ĕçĕпе çирĕплетекенсемпе пĕрле чăтса ирттертĕмĕр. Манпа юнашар ĕçлекен юлташсем, хăйсем йышăнакан должноçĕсене пăхмасăр, яланах манпа пĕрле пулнипе çав тĕрĕслевсене тивĕçлипе чăтса ирттертĕмĕр, мĕншĕн тесен эпир тăван Чăваш Ене ăс-тăна, вăй-хала, сывлăха тата, чи кирли, хамăрăн чунсемпе чĕресене пиллерĕмĕр. Çавна май ӳсĕм валли çирĕп никĕс хыврăмăр. Çавăнпа та XXI ĕмĕре ярса пуснă Чăваш Ен çирĕплĕхĕн шанчăклă саппас пур.
Пĕчĕк территорисем, пĕчĕк халăхсем, нацисем çук. Кашни халăхах хăйне май аслă та хăватлă. Пĕтĕмпех хăвăн этем тивĕçлĕхне хисепленинчен, ăс-хакăлпа ăс-тăн ăнтăлăвĕн шайĕнчен, культурăран, цивилизаци çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă курнинчен килет.
Раççей пуласлăхĕ – ядерлă ракетăсен вăйĕнче мар, вăл яланах халăхсене пуçтахлăхран хӳтĕлесе çĕнекен тĕрĕслĕхре.
Тĕрĕслĕх ирĕклĕхпе тата юратупа тачă çыхăнса тăнине те манмалла мар. Çавăнпа та эпĕ Раççейĕн те, Чăваш Республикин те пуласлăхĕ – çын, экономика, сăмах, совеç ирĕклĕхĕнче, мĕн пур наци пĕр танлăхĕнче тата юрату вăйĕнче – тăван çĕре, хамăрăн Тăван çĕр-шывăмăра пĕтĕм чунран юратнинче – пулнине шанса тăратăп.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Эпĕ Турă тата Чăваш Ен халăхĕн ирĕкĕпе кашнинчех, анчах та пĕтĕм халăх суйлавĕн вăйран яракан вучахĕ тăрăх утса иртнĕ хыççăн ман çине – Федоровсен çирĕп йăхĕн тăхăмĕ çине – хуракан миссирен чăннипех ирĕклĕ пулмалли вăхăт килсе çитрĕ. Хама çуратса ӳстернĕ хаклă çыннăмсене – аннене Анфиса Никитичнăна тата аттене Василий Федоровича – пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Мана çуратнăшăн, ĕçпе пиçĕхтерсе пăхса ӳстернĕшĕн, мĕн пуриншĕн те...
Тата Чăваш Республикин халăхĕпе унăн Патшалăх Канашне мана ăнланнăшăн тата ĕçĕм-хĕлĕмре пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калас тетĕп. Должноçран тухасси çинчен пĕлтернĕ хыççăн ман ятпа нумай çыру килет: ырă, ăшă туйăмпа çырнă йĕркесем… Ленинградра çуралса ӳснĕ, Чăваш Енĕн хастар ĕçченĕ тата патриотки пулса тăнă питĕ ырă пĕр хĕрарăм çырăвĕнчи йĕркесене илсе кăтартас тетĕп. Вăл «куççуль кăлармаллах хурланни» çинчен палăртса, çапах та малашне çĕнĕ тĕлпулусем пуласса шанса çапла çырать: «Эсир тем пек ĕмĕтленсен те хăвăра тăван Чăваш Енпе çыхăнтарса тăракан «кăвапăра» татма пултараймăр...»
Вăл тĕрĕс калать!
 
: 128, Хаçат: 36 (870)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08