«…Мĕнле ĕмĕр алли çак манăн
Сархайнă хутăмсем ăшне
Кĕрсе ман шухăша ăнланĕ?
Мĕнле тăпра-ши йышăнĕ
Эп акнă вăрлăха?
Чăвашлăх!
Ĕмĕтĕмри кĕмĕл Пăлхари!
Сан чăнлăхна хуллен йăвашшăн
Вилĕмсĕрлен пĕр эпĕ мар-и?
Эп сан тасалăхна упратăп,
Чĕлхемĕре пĕр ют ăнлав
Пырса кĕрсессĕн те сасартăк –
Кӳрентерет ман кăмăла.
Епле туй шыльăксăр, сурпансăр,
Пĕркенчĕксĕр эс юлăн-ши?
Хĕрсем çинче туя курмасăр
Эс манăн мар, эс ют çĕршыв».
Çак йĕркесене Петĕр Хусанкайăн иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемччен пичетленмесĕр выртнă, архивра тупнă «Юлашки пăлхар» поэминчен илнĕ. 1930-1933 çулсенче çырнăскере хăй вăхăтĕнче пичете сĕннипе сĕнменни паллă мар. Анчах ун чухне ку хайлав пичете лекме пултарайманни каламасăрах паллă. Мĕншĕн тесен унта И.Я.Яковлева, К.В.Иванова, мĕнпур чăваш аваллăхне çав вăхăтри официаллă çирĕплетнĕ схемăсенчен иртсе сăнарланă. Çав тапхăрти пичетре Яковлева миссионер, реакционер, шовинист, К.Иванова буржуалла идеалист тата ытти те тесе хакланă пулсан, Хусанкай поэминче çакăн çинчен асăнни те çук. Хайлавра Иван Яковлевич тăван халăх пуласлăхне шанать, ăна ытти халăхсенчен кая юлмасăр малашлăхлă тесе ĕненет: чăваш культурине мала ярассишĕн чунтан тăрăшса ĕçлет вăл. К.Ивановăн поэмине те хайлавĕнче Хусанкай «Нар- спи» пĕлтерĕшне хăй майлă палăртса ăна «ку пирĕн тĕрĕс куçкĕски вĕт, йăхăмăрта пĕрре кăна» тесе хакланă. «Юлашки пăлхар» поэминче Хусанкай вĕсен ĕçлĕ туслăхне кăна кăтартнă.
Поэма геройĕн, Анат Энтрин сăнарĕнче чăвашсен революцичченхи интеллигенцийĕн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ ӳкерĕннĕ. Чăваш йăлисем улшăнса пынине курсан, çак пулăма драматизацилет поэмăри Анат Энтри, чăваш йăлисене, тумтирĕсене, уявĕсене, юррисене, вăййисене упраса хăварассине хирĕç пыракан юхăм вăйланса пынине, çĕнĕ пурнăç аталанăвĕнче хăйĕн вырăнне тупайманнине чăтаймасăр наркăмăш ĕçсе вилет. Çакăн евĕрлĕ сăнара 30-мĕш çулсенче «халăх тăшманĕн сăнарĕ» тесе тискер те нĕрсĕр сăнланă. Петĕр Хусанкай вара хăйĕн поэмине истори кустăрми айне пулнă трагедилле сăнар ӳкерес кăмăлпа çырнă. Çакă Хусанкайăн гуманизмне палăртать, ăна чыс кӳрекен факт пулса тăрать. Хайлав чăваш культурин аталанăвне, унăн историне ăнланасси мĕнле хирĕçӳсем витĕр пынине кăтартать.
Поэмăн тĕп геройĕн сăнарĕ пĕтĕмĕшле, шутласа тупнă сăнар тесе калама пулать, паллах. Анчах çакна хирĕçлекен тĕслĕхсем те пур. Петĕр Хусанкай шăпах 20-мĕш çулсен вĕçĕнче е 30-мĕшĕсен пуçламăшĕнче чăвашсен революцичченхи поэчĕпе, публицисчĕпе, куçаруçипе, «Чăваш историйĕн» 1917 çултах пичетленĕ чи малтанхи очеркĕн авторĕпе – Турхан Энтрипе (унăн аслă хĕрĕ Тамара урлă) малтанхи хут тĕл пулни паллă. «Ун чухне эпĕ ĕçсĕр юлнăччĕ, хама килĕшекен ĕç тупайманнипе малашлăха та шанма пăрахнăччĕ. Хусанкай эпĕ ăна хамăн пурнăç çинчен каласа панине питĕ тимлĕн итлерĕ, «сан сăнарупа çырма хатĕрлекен поэмăн тĕп геройне сăнарлама усă курăп тесе те каланăччĕ». Тепĕр тĕлпулу 8-9 çултан, вăрçă умĕн пулса иртрĕ. Шупашкара вĕренме килнĕччĕ эпĕ, учительте ĕçлеттĕм, Атăлта шыва кĕме кайрăм. Хусанкайпа юлташĕсем унта пырса тухрĕç. Манпа тĕл пулнăшăн питĕ хавас пулчĕ поэт, пурнăç çинчен ыйтса пĕлчĕ. Ман сăнара кĕртнĕ поэмине пичетлейменнишĕн пăшăрханчĕ. «Анчах çакă нимĕн те мар. Сан сăнарна эпĕ çĕнĕ поэмăна кĕртетĕп. Ку персонаж хайлава илемлетĕ çеç», – тесе хунăччĕ Хусанкай уйрăлас умĕн», – каласа панăччĕ Турхан Энтри мана хăй пурăннă чухне. Сăмахне поэт çирĕп тытнине, çĕнĕ поэмине унăн сăнарне кĕртнипе хавасланнине асăннăччĕ.
Чăнах та, «Аптраман тавраш» сăвăлла романĕнче Турхан Энтри Апполлон Иванч Турхан учителĕн сăнарĕн прототипĕ пулса тăрать. Анат Энтри сăнарĕнчи пекех Апполлон Турхан учитель сăнарĕнче те Турхан Энтри сăн-сăпатне аванах куратăн. Кунсăр пуçне сăвăлла романра Атăл хĕрринчи тĕлпулăва, учитель шыва кĕнине чăн пулнă пекех çутатса панă. Турхан Энтри хĕрĕн – Тамарăн сăнарĕ те тĕп-тĕрĕс сăнланнă кунта.
■ Евгений ТУРХАН .
ТР Писательсен союзĕн членĕ,
Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ,
«Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешӳ ертӳçи.