Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
МĔНЕ ПĔЛТЕРЕТ-ШИ?

Пуç ватаççĕ Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕн çыннисем. Кунта акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Ял çумĕнче пысăках мар Бурнайка ятлă юхан шыв юхса выртать. Вăтам çулти çынсем астунă тăрăх, унта ăшăх пулнипе ачасем те шыва кĕмен. Кăçал вара чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăнă. Нихçан çука тенĕ пек, ачасем те, аслăраххисем те Бурнайкăра пĕр уйăха яхăн шыва кĕчĕç. Мĕнле майпа тесе ыйтма пулать. Юхан шывсем шăрăха пула типеççĕ те-ха. Кунта вара...
Кунта вара хăнтăрсем (бобр) вăй хурса ĕçленĕ иккен. Юхан шывăн чи лайăх, туйăнсăр вырăнне суйласа илсе тĕпĕнчен тăм кăларса, ăна купаласа пĕве тунă. Çитменнине тата тăм юхса ан кайтăр та, пĕве ан татăлтăр тесе çыран хĕрринче ӳсекен çирĕк йывăççисене йăвантарса хунă. Чăн-чăн платина пулса тăнă. Хам куçпа куртăм.
Мĕнле ăслă хăтланнă вĕт-ха хăнтăрсем? Хăйсене те лайăх, çынсем валли те савăнăç. Çитменнине тата çак вырăнта шурă тăм пур тет ял халăхĕ. Унпа сĕрĕнсен... çамрăклансах каятăн.
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 211, Хаçат: 36 (870), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08