Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КАЧАКА СĔЧĔ МĔНШĔН ШĂРШЛĂ?

Тен, кама та пулсан ку тĕлĕнтерĕ, анчах та нумай чух выльăх мар, унăн хуçи айăплă. Пулать, паллах, путекренех шăршлă пулни. Ун пеккине усрава хăвармаççĕ ăслă хуçасем.
Питĕ ансат меслетпе усă курнă пирĕн мăн асаннесем. Качакан икĕ мăйрака хушшине шăршласа пăхмалла. Шăршă кĕрет пулсан, сĕчĕ те шăршлă пуласси паллă. Ун пек качакана аша çеç ямалла.
Хăш чухне çак меслетпе илнĕ качакасен те сĕчĕ ĕçме кăмăлсăр пулать. Кун пек чухне выльăх пурăнакан вырăна сăнамалла. Витесенче тислĕк тата апат юлашкисем выртмалла мар. Пӳлĕме уçă сывлăш кĕмелле тумалла. Тата çакна шута илмелле, качакана такапа пĕр пӳлĕмре усрама юрамасть. Мĕншĕн тесен такаран тухакан шăршă сĕт паракан качакана час кăна çапать. Унтан вара сĕт тути улшăнать.
Сĕт тăварлăрах тутăллă пулсан, качака маститпа чирленине пĕлтерет. Ун пек чухне чирĕ иртмесĕр сĕтне ĕçмелле мар.
Çаплах сĕт тути выльăх мĕнле апат çининчен те килет. Сăмахран, кашкăр çырли, упа паланĕ çиесрен асăрханмалла.
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.
 
: 221, Хаçат: 36 (870), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08