Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ПИТĔ ШАНЧĂКЛĂ

Ял хуçалăхĕнче трактор-машина сахалланнине пула пуль килти ĕçсем тумашкăн техника ыйтса илейместĕн. Çавăнпа та ялсенче юлашки çулсенче халăх хăй техника туянма пуçларĕ.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче пурăнакан Алексей Александров та «хурçă ут» туяннăскер, пĕр шухăшсăр тенĕ пек пурăнать. Кил хушшинче ĕçсем тунипе çеç мар, фермерсем патне те хăй техникипе ĕçлеме çӳрет.
Пĕр сăмахпа каласан, Алексей питĕ пултаруллă та тăрăшуллă çын. Ашшĕ-амăш ĕнси çинче лармасть, çемье çавăрса, çĕнĕ çурт лартса икĕ ача ӳстерет. Мăшăрне кил хушшинчи ĕçсене çăмăллатмашкăн условисем туса парать. Сăмахран, çăкăр пĕçермешкĕн картишĕнче йывăçран халапри пек пӳрт туса панă. Унта питĕ хăтлă.
– Алексее качча тухнипе эпĕ савăнса пĕтерейместĕп. Тьфу-тьфу-тьфу! Вăл питĕ шанчăклă çын, – тет мăшăрĕ ун çинчен. – Ачасем те ăна хунă. Эпĕ телейлĕ.
Çапла, шанчăклă арçынпа пурнăç та çăмăлрах иртет. Уйрăмах ялта вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ.
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 202, Хаçат: 36 (870), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08