Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ПАХЧА ÇИМĔÇ ХАТĔРЛЕТПĔР

Хĕл валли пахча çимĕç хатĕрлес ĕçсем шăп кăна хĕрсе пыраççĕ. Пахчара çитĕннĕ пĕр çимĕçе те сая ярас килмест вĕт-ха. Анчах тепĕр чух хăяр е помидор банки шап! туса персе кăларать. Мĕн тумалла? Мĕне кирлĕ пек туман-ши? Хăш-пĕр вăрттăнлăхсемпе паллашар-ха эппин.
· Хăяра консервăличчен малтан пуçĕсене касса 6-8 сехете сивĕ шыва ярса лартмалла – çапла тусан вĕсем банкăра пĕркеленмеççĕ.
· Хăяр хăйĕн илемлĕ тĕсне ан çухаттăр тесен сивĕ шывра тытнă хыççăн ăна 2-3 çеккунтлăха вĕресе тăракан шыва чиксе кăлармалла та тӳрех пăр пек сивĕ шыва ярса сивĕтмелле. Пысăк мар хăярсене çаплипех консервăламалла, пысăккисене – 2-4 пая касмалла.
· Баклажана та малтан тăварлă шывра (1 л шыв çине 1 чей кашăкĕ тăвар) тытмалла – йӳççине пĕтерет.
· Помидора аял енчен тирсе шăтарсан вăл банкăра çурăлмасть.
· Туранă пахча çимĕçсем ан тĕксĕмленччĕр тесен вĕсене лимон сĕткенĕпе пĕрĕхмелле.
· Ешĕл курăксем таса пулмалла, унсăрăн вĕсем консервăланă пахча çимĕçе ырă мар шăршă параççĕ. Вĕсене таса шывра темиçе хутчен лайăх çумалла, унтан дуршлаг çине хурса типĕтмелле.
· Хупланă банкăсене ерипен сивĕтме тăрăшмалла. Хупласанах банкăсене пуçхĕрлĕ çавăрса хумалла та хулăн утиялпа витмелле. Çапла тусан банкăсем «пемеççĕ».
· 3 литрлă банка хăяр е помидор консервăлама 3 шăрпăк коробки тăвар кирлĕ.
· Маринадланă пахча çимĕçлĕ банкăна лакланă сарăрах металл хупкăçпа хупламалла, шуррине уксус кислоти «çисе ярать», пахча çимĕç те пăсăлать вара.
· Рассол е маринад хатĕрлеме кран шывĕпе усă куратăр пулсан, ăна юхтарса илсен пĕр талăк лартмалла малтан.
· Рецептра, калăпăр, уксусăн вăйсăр растворĕ кирлĕ, сирĕн вара 70 процентлă кислота кăна. Мĕн тумалла? Кислотана вĕретсе сивĕтнĕ шывпа хутăштармалла.
9 процентлă уксус кирлĕ-тĕк: 1 кашăк 70 процентлă кислота + 7 кашăк шыв;
6 процентлă уксус = 1 кашăк 70 процентлă кислота + 11 кашăк шыв;
3 процентлă уксус = 1 кашăк 70 процентлă кислота + 22 кашăк шыв.
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.
 
: 143, Хаçат: 36 (870), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08