Темиçе çул каялла Югославире нумай пурăнакансем тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. «Ĕмĕр вăрăм пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре?» – ыйту çине пурте пĕр пекрех хуравланă: апата суйласа çини, таса сывлăш, сĕт тата... сыр!
Чăн та, сыр пирĕн рационри чи усăллă апатсенчен пĕри. Вăл белоксемпе, минераллă тăварсемпе, аминокислотасемпе, А, В2, В12 тата D витаминсемпе пуян. Хăш-пĕрисем сырта çу, холестерин нумай теме пултарĕç. Ку чăнах та çапла. Анчах та пачах çусăр та юрамасть вĕт-ха. Сырта çу мĕн чухлĕ пулнине унăн тĕсĕ çине пăхса пĕлме пулать. Шурă сырсенче саррисемпе танлаштарсан çу сахалрах. Ăсчахсем каланă тăрăх, сырсем сиенрен ытларах усă параççĕ. Чи кирли – «тĕрĕс» сыр çимелле!
«Бри» тата «Камамбер»
Çак сырсем черчен тутăллă, çуллă. Вĕсем кăмăска шурă сийпе витĕннĕ, вăл нумай чух аммиак шăршиллĕ. Шăпах çак сий, пенициллинпа тăванлăскер, вар-хырăмри бактерисемшĕн аван. Вар-хырăм лайăх ĕçлени вара стрессене çăмăллăн ирттерме пулăшать.
«Эмменталь», «Гауда», «Пармезан»
Çак пĕçерсе тунă сортсенче кальци нумай. 100 грамм сырта талăкра этеме кирлĕ чухлĕ кальци. 5 литр сĕтре те çавăн чухлех кальци. Ачасен, 30-тан иртнĕ хĕрарăмсен, пирус туртакансен çак сортлă сырсене çимеллех. «Пармезан» ытлашши килограмсенчен хăтăлас текенсемшĕн аван.
«Моцарелла»
Унра белокпа çу питĕ «килĕштереççĕ». Шăрпăк коробки пысăкăш татăкра лăпкă çывăрма пулăшакан триптофан аминокислотапа В12 витамин шăпах çителĕклĕ. Çывăрса каяймасăр аптракансене тухтăрсем выртас умĕн кăштах сыр çиме сĕнеççĕ.
«Рокфор» тата «Вальмонт»
Ку сырсен тути хăйне евĕрлĕ, вăрман мăйăрне аса илтерет. Кăвак тĕслĕ кăмăскăллăскерсенче тăвар сахал, белок нумай. Спортпа туслисемшĕн çав тери усăллă, Ачасен, йывăр çын тата ача ĕмĕртекен хĕрарăмсен кăмăскаллă сыр çимелле мар.
«Адыгейский»
Чи çусăр сырсенчен пĕри. Диета тытакансемшĕн шăп кăна. Тĕслĕхрен, çусăр йогуртпа çак сыр калориллĕ майонеза аван ылмаштараççĕ.
«Брынза»
Апата лайăх ирĕлтерет, унра çу сахал, тăвар вара нумай. Вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен ăна çиме тăрăшмалла мар.