Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КУÇÇУЛЬПЕ ÇĂВĂННĂ ПУРНĂÇ

(Малалли. Пуçл. 11-15, 17,
19-20, 22, 24-31,
33-35№№.)
II
Вăрçă çулĕсем малаллах шурĕç, тем те курса-чăтса ирттерме пултарчĕç пайпăлатсем. Çак «тем те курса-чăтса ирттерме пултарчĕç» тени вара юлашкинчен вăрçă чарăннипе, Гитлера рейхстагăн бункерĕнче тĕп тунипе, унăн никам çĕнтерейми тесе шутланнă çарне çапса аркатнипе, пĕтĕм Европăна ирĕке кăларнипе – Çĕнтерӳ кунĕпе вĕçленчĕ.
Вăрçă чарăннă куна çынсем тĕрлĕрен кĕтсе илчĕç: пĕрисемшĕн вăл калама пĕлмелле мар савăнăç илсе килчĕ, теприсемшĕн вара, хура хут илнисемшĕн, савăнăçпа пĕрле хуйхă та пулчĕ. Кулчĕç те, макăрчĕç те пайпăлатсем çав кун. Клуб умĕнче ирттернĕ хаваслă митинг хыççăн кас-йышпа, кӳршĕсемпе пĕрле пухăнса Çĕнтерӳ кунне паллă турĕç, камăн мĕн пур, пĕрле пайларĕç. Таçтан эрех-сăра та тупăнчĕ, пĕри пуçламан чăкăт (хуп кăшăлĕпех), тепри тин çеç пĕçернĕ крахмал пашалăвĕсем, тахăшĕ уйран, тăваттăмĕшĕ сар çу катăкĕ илсе килчĕ. Анукпа Илюш вăрçăчченхи каçсенче сахал мар ларса ирттернĕ ватă хурама айне сĕтел лартрĕç, ĕçме-çиме хучĕç, хĕпĕртесе калаçрĕç.
– Тин кĕтсе илтĕмĕр иккен çак куна.
– Гитлер пиртен чура туса хурасшăн пулчĕ те, шалиш, ĕç тухмарĕ.
– Акă кĕçех хамăр ялсем кăкăр тулли орден-медаль йăлтăртаттарса килме пуçлĕç.
– Курасчĕ вĕсене, чăн-чăн геройсене…
Купăс илсе тухас текенсем те пулчĕç (аслă классенче вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри калама пĕлет), анчах ун пек тумарĕç, хуллен: «Савăнакансем кăна мар, хурланакансем те çук мар. Купăс вăл кун пек чухне пурне те савăнтараймасть, чуна пăчăртакан сасси пушшех те кулянтарать», – терĕç.
Çапах та каçалапа хăш-пĕр килсенче хĕпĕртесе юрлани илтĕнкелерĕ. Укаç аппапа Анук тăрăхла сак çине ларса хăйсен хуйхи-суйхине çурмалла пайларĕç. Вĕсен çак кун каçса кайса савăнмалли те, вĕри куççуль тăксах йĕмелли те пулмарĕ: Илюшăн шăпи халĕ те паллă мар. Белоруссирен юлашки хут çырса янăранпа Илюш хăй пирки текех пĕр хыпар-хăнар та тумарĕ. Çыру кĕтсе илейменрен Илюш амăшĕ шкул директорне Юлия Алексеевнăна унăн адресне пачĕ, ывăлĕн чаçне çырса яма ыйтрĕ. Укаç аппа ыйтнине хирĕç чăнах та хурав килчĕ, анчах хыпарĕ Илюш тăнă çар чаçĕнчен мар, полк штабĕнчен пулчĕ. Вĕсен чаçне салатса янă-мĕн, анчах Илюш çакăн хыççăн ăçта лекнĕ: чĕрĕ-и вăл, сывă-и – ун пирки нимĕн те татăклăн каламан, çар чаçне мĕн сăлтава пула салатса янине те пĕлтермен. Тен, çырма юрамасть пулĕ кун пек япалана: фронтра вĕт тĕрлĕ кĕтмен-туман лару-тăру сиксе тухать.
– Йĕп мар вĕт-ха вăл, чĕрĕ çын. Сывах пулсан, мĕншĕн-ха ăçтине хăй пĕлтерсе, хăть виç сăмахпа та пулин хыпарламалла мар? – пăшăрханчĕ Укаç аппа.
– Тен, разведкăна кайнă та чаçне каялла таврăнман, – сăмах хушрĕ Анук.
– Контузи пулман-ши ăна? Тен, пĕр-пĕр госпитальте суранĕсемпе асапланса выртать? – иккĕленчĕ амăшĕ.
– Юрĕ, – ассăн сывласа илчĕ Анук, – чаçне салатса янă пултăр тейĕпĕр, ун хыççăн ăна тепĕр чаçе куçармалла пулнă вĕт-ха. Адресĕ улшăнни çинчен Илюш пире хыпарламаллах-çке.
– Нивушлĕ вĕлерчĕç эсрел нимĕçĕсем? – кулянса илчĕ амăшĕ. – Вилнех пулĕ вăл, унсăрăн хыпар тумаллах.
– Ун пек ан шутла-ха, Укаç аппа, васкар мар кăмăлсене хуçса кулянма. Тен, тыткăна лекнĕ? Унтан, паллах, хăв пирки хыпар тăваймăн, – терĕ Анук. – Тыткăна лекнĕ пулсан, халĕ, çĕнтерӳ хыççăн, ăна ирĕке кăлараççех ĕнтĕ.
Анук Укаç аппаран уйрăлсан килне кĕрсе тухрĕ те (Маюк ĕне ферминчен таврăнманччĕ-ха) крахмалпа ут кăшкартан пĕçернĕ пашалу, качака сĕчĕ, типĕтнĕ чĕкĕнтĕр илсе шкула хурала тухса утрĕ. Вăл çитнĕ çĕре техничкăсем килĕсене кайнăччĕ ĕнтĕ, шкулта никамах та курăнмарĕ. Пахчари купăста, помидор калчисене витнĕ-ши тесе парнике тĕрĕслерĕ те (витнĕ иккен) шкул крыльци çине пырса ларчĕ. «Тĕлĕнмелле, – шухăшларĕ Анук, – çын йĕп мар-çке, чунсăр та мар. Чĕрĕ пулсан Илюш хăй пирки сас памаллах… Нивушлĕ унпа текех нихçан та тĕл пулаймăпăр-ши, нивушлĕ Илюш вилнĕ?.. Ĕмĕрлĕхех çухатрăмăр-ши вара эпир санпа пĕр-пĕрне, ĕмĕтĕмĕрсем те ĕмĕтсенче çеç тăрса юлчĕç-шим? Енчен те эсĕ ĕмĕрлĕхех куçна хупрăн пулсас- сăн та, манăн асăмран нихăçан та тухас çук. Пурнăçа хăраххăн пурăнса ирттерĕп, анчах шухăшăмпа яланах манпа юнашар пулăн. Ултавлă-çке çак çут тĕнче: хăй патне чĕнсе асамлăн илĕртет, хăй вара эпир хăйне юратнине шута та илесшĕн мар, телейне питĕ хĕрхенсе валеçет. Мана акă, пĕчĕк те ахаль çынна, хăр тăлăха, телейлĕ пулма нумай кирлĕччĕ-и? Вăрçăсăр çулсем, çумра хама ăнланакан, килĕштерекен мăшăр тата чун выртнă ĕç – урăх нимĕн те, чап та, мухтав та кирлĕ марччĕ.
«Анне чĕри суймасть теççĕ. Çук, çапах та Илюш амăшĕ каланă пек пулма пултараймасть. Вăл савни амăшĕ пулин те… Укаç аппа Илюш вăрçăран тарса юлман-ши терĕ. Апла пулас çуках… Фронтран тарнах пулсан, халь мар-тăк, кайран пурпĕрех тытса хупаççĕ вĕт. Çук, Илюш хăравçă салтак пулманах».
Çапла шухăшпа çунса ларса вăхăчĕ чылаях иртрĕ. Хырăм хыр тăрне кайни те сисĕнчĕ. Илсе килнĕ апатне крыльца çине сарса хучĕ. Крахмалпа ут кăшкар пашалăвне кăшт та пулин çемçетес тесе, качака сĕчĕ сыпса апатланма пуçларĕ…
* * *
Шутлă вăхăт нушапа та пулин малаллах иртсе пычĕ. Яла, тăван киле, хăй вучахĕ патне çаврăнса килме Турă пӳрнĕ салтаксем пĕрин хыççăн тепри таврăнма пуçларĕç. Вĕсем киле килесси ик-виçĕ çула тăсăлчĕ.
Чылайăшĕ хăйпе пĕрле «трофей» тенĕ япаласем илсе килчĕ: нимĕç çитси, костюмĕ, тутăрĕ, пальти, тута купăсĕсем, атă-пушмак тата ытти ăпăр-тапăр. Мĕн тесен те, пурри çук мар, иртнĕ нушаллă çулсенче тум-юм çĕнетесси пирки калаçу та пулма пултарайман-çке.
Анукпа Маюкăн тата Укаç аппан ку та, вăл та пулмарĕ: пасарĕ пĕрле те, телейĕ уйрăм çав. Илюшран пĕр хыпар-хăнар та çукки амăшĕн çӳçне чылаях шуратрĕ: хуйхă хăй хыççăн йĕр хăваратех çав, унăн сывлăхĕ те хавшаса, вăйĕ чакса пычĕ. Çакна кам хăй çунса курнă, çав кăна пĕлет пулас. Çын хуйхи-суйхине ăнланса илес тесен, хăвна ун вырăнне лартса пăхмалла, унсăрăн май çук, пĕр хăлхаран кĕрет те тепринчен тухса кайма та ĕлкĕрнĕ.
Вăрçă чарăннă пулин те, çулсем иртсе пынă май ял çыннин нуши-тамаши малаллах тăсăлчĕ, Çĕнтерӳ кунне савăнса паллă тунисĕр пуçне, пĕтĕм халăха савăнма урăх нимех те пулмарĕ: йĕри-тавра кивелсе-çĕрĕшсе кайнă хуралтăсене, çаплах хуçисене кĕтсе, мĕскĕннĕн курăнса ларакан пӳрт-çуртсене, улăм витнĕ, чалăшса кайма ĕлкĕрнĕ пӳртсен тăррисене, выçăпа аптăраса çитнĕ, килтен-киле кĕрсе-тухса çӳрекен хутаç çакнă ыйткалакансене курсан – кашнийĕнех кăмăлĕ хуçăлать, чунĕ ыратать, анчах пурнăçа çăмăллатас тĕлĕшпе хальлĕхе никам та лайăх улшăнусем тăваймасть-ха.
Анук çаплах шкул хуралçинче ĕçлет, каç-каç куç хупмасăр чăлха-нуски, чĕнтĕр çыхать, тĕрĕ тĕрлет. Инвалидшăн паракан укçапа Илюш валли юрăхлă кĕпе те туянчĕ, ăна аппăшĕ, Маюк, Каша пасарне кайса илсе килчĕ. Темĕнле тĕрĕ те туса пăхрĕ вăл хут çине, юлашкинчен хăйне килĕшнине тупрĕ-тупрех. «Мана килĕшсен, Илюша та килĕшĕ», – шухăшларĕ вăл ăшĕнче. Акă вăл халĕ Илюш валли кĕпе тĕрлесе ларать. Чăтаймарĕ хĕр, чунра тăвăлса çитнĕ тунсăхпа куляну туйăмĕсене хăть самантлăха та пулин манас, Илюшпа каллех шухăшпа та пулин калаçса илес тесе хуллен кăна юрă пуçларĕ:
Çул хыççăн çул иртет,
Юхать куççуль шăпăртатса.
Пĕрле пулни аса килет,
Тăрать пĕр вĕçсĕр çунтарса.
Хур кайăксем иртеç вĕçсе –
Кунсем тĕтреллĕ пулнăран
Курса пулмарĕ, çук, чĕнмеç,
Хыпар тумарĕç çав санран.
Ăçта эс халĕ – паллă мар,
Çунать чĕрем сана кĕтсе.
Юратăва çапах упрар
Иртнисене аса илсе.
Шанса кĕтеп пулассине,
Эс килмеллех, эс пур,
çук мар.
Илтсемччĕ эп юрланине,
Пĕр саншăн çеç пурăннине.
«Юрату тени вăл – пĕр вĕçĕмсĕр юрлаттаракан юрă пекех, – шухăшларĕ Анук. – Вăл халĕ те ахрăм пулса каялла таврăнчĕ. Илюш, чунăм, сан патнах туртать. Манран эсĕ инçетре-инçетре, ăçта иккенне хăв кăна пĕлетĕн тата Çӳлти Турă. Мĕншĕн санран хăть виçĕ сăмахлă çыру та пулин килмест? Турă умĕнче иксĕмĕр нимĕнле çылăха та кĕмерĕмĕр-çке. Эпир ун умĕнче шурă хут листи пек тап-таса, ăна пирĕн пурăннă май ырă ĕçсем туса çырса тултармалла, эсĕ ав çаплах çук та çук. Хамăр юратăва, савăнассине ӳлĕме хăварса ополчение тухса кайрăн, кайран фронта лекрĕн. Ăçта йывăр – унта васкарăн, Тăван çĕршыв асапне хăв асапу пек йышăнса чăтрăн. Мĕн-мĕн кăна курмарăмăр-ши эпир пĕр-пĕринчен уйрăлса кайнă самант хыççăн? Çылăхсăр чуна Турă та çăлса хăварнă тени тĕрĕсе кăна тухтăрччĕ ĕнтĕ. Эсĕ те çавнах тӳснĕ ĕнтĕ. Выççине те, сиввине те, хăрушă самантсене те... Халĕ кулянтаратăн ав: хăв пирки хыпар та тумастăн. Сана эпĕ пурнăçра ирпе сарăлса хăпаракан хĕвел пек çеç курса юлтăм, ăшшине кураймарăм та».
Çулсем иртсе пынă май ури вĕçĕмсĕр асаплантарнăран, хуйхă-суйхăпа çунса пурăннăран Анук хăйĕн çамрăк чухнехи пăхса ытармалла мар сăн-пичĕ илемне хуллен çухатса пыма пуçларĕ. Сăлтавсăр суран та сурмасть, уншăн çунса ирттернĕ кунсемпе каçсем, асаплă çулсем хăйсен ĕçне тума васкарĕç – пичĕ çинчи шăлан чечекĕ пек хитрелĕхĕ хăйĕн малтанхи хӳхĕмлĕхне çухатса пычĕ. Шухăш тени çӳçе кăна мар, сăна та шуратса улăштарать çав. Халĕ Анук куç кĕски çине пăхма та именет: ĕлĕкхи хĕм сапса, пурне те ырă сунакан, ăшшăн пăхакан хăмăр куçĕсем хăйĕн мар тейĕн çав; вĕсем темле тĕмсĕлсе, салхуллăн пăхаççĕ, вĕсенче çамрăк чухнехи пек хăй патне туртакан асамлă илĕртӳлĕх çук ĕнтĕ; халиччен тип-тикĕс пулнă çамки çинче ик-виçĕ йĕр палăрать, куç хӳрисем хĕррипе çип евĕр йăрăм-йăрăм йĕрсене асăрхама пулать. Ку çын пурнăçра çулне кура чăтса ирттернине кăтартакан паллăсем вĕсем. «Ватăлатăп ав… Пурнăç тени пĕр савăнăçсăрах, куççульпе çăвăнсах, асап курнипех иртсе кайĕ-ши? Нивушлĕ Илюша хăрах куçпа та пулин, хăть юлашкинчен те пулин курса юлма Турă пӳрмен, – куç кĕски çине пăхнă май чунтан кулянса илчĕ Анук. – Турри паман телейне татса илме май çуках пулĕ çав…»
III
Укаç аппана пытарни те çулталăк çитет ĕнтĕ. Вилĕмĕ унăн ытлашши асаплă пулмарĕ, пĕр эрнене яхăн вырăнпах выртса тăчĕ пулин те, тăнне çухатмасăрах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Маюкпа Анук, тăван хĕрĕсем пек, Укаç аппа куçне хупичченех умĕнчен каймарĕç. Вилес умĕн, çакна сиснĕ евĕр, Укаç аппа Анука хăй çумне ларма ыйтрĕ.
– Сисетĕп, чунăм сисет, – терĕ вăл хуллен, – кунран кун вăй чакса пырать, питĕ шăнакан пултăм, чĕрем тата тапать-тапать те пач чарăнса ларнăн туйăнать. Ку вăл вилĕм хăй килессе систернине пĕлтерет. Акă мĕн, Анук, санăн Илюша кĕтсе илмелле пултăр, Турă хуштăр. Эпĕ епле вилнине тата санпа мĕнле пурăннине пĕтĕмпех каласа кăтарт… Ман сан умăнта парăм та пур-ха… Илюш ывăлăм парăмĕ вăл. Ялтан тухса каяс каçхине эсĕ ăна хамăр ял йăлипе тутăр парнеленĕ иккен. Тутăрна вара Илюш мана хăй парса хăварчĕ: «Анне, енчен те эпĕ тăван яла таврăнаймасан, хăв вилес умĕн çак тутăра Анука ман ятпа тавăрса пар», – терĕ килтен тухса каяс умĕн. Çав парăма татас терĕм. – Ав çавăнта, арчана уç-ха, вăл çиелтех выртать…
Анук арчана уçрĕ те, чăнах та, хăй Илюша парнеленĕ тутăрне курах кайрĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ унăн, ик куçĕнчен куççуль пăчăртатса тухрĕ, пит çăмартисем тăрăх шуса анса урайне тумларĕ.
– Йĕме кирлĕ мар, Анук: никам та вилĕмсĕр мар, вилĕм умĕнче пурте пĕр тан. Эсир кăна телейлĕ пулăр, мана урăх нимĕн те кирлĕ мар. Тата акă мĕн, Анук. Арчарах килте тĕртсе тунă кĕпе пулмалла тата хăмăр тĕслĕ тутăр, тĕттĕм симĕс саппун – çавсене шыраса туп-ха, – терĕ Укаç аппа. – Симĕс саппунне тахçантанпах упратăп-ха ăна. Симĕс тĕс вăл курăка аса илтерет, лере те çут çанталăк илемне туйса выртмалла пултăр тетĕп-çке… Кинĕм тесе калаймарăм сана. Илюш килсен, мана ан манăр, çавă çеç, – кĕскен сывларĕ вăл.
(Малалли пулать.)
 
: 125, Хаçат: 36 (870), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08