(Малалли.
Пуçл. 28-31, 34, 35№№.)
Почта адресĕ: 422374, Тутарстан, Теччĕ муниципаллă районĕ, Çĕньял ял хутлăхĕ, Çĕньял ялĕ. Ялтан район центрне – 23, Хусана – 123, Пăвари чукун çул станцине – 38 километр. Çĕньяла Теччĕрен асфальт сарнă çулпа çитме пулать.
Ял-йыш çинчен
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 95 кил çурт хуçалăхĕ, 139 çын шутланнă. Вĕсенчен 74 пенсионер. Кунта чăвашсем пурăнаççĕ. Ял-йыш выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет (сурăхсем, ĕнесем, вăкăрсем), сысна самăртать, кайăк-кĕшĕк, хурт-хăмăр тытать. Пахча-çимĕç туса илессипе те çĕньялсем çынран юлмаççĕ. Ялта аслă пĕлӳ, ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ специалистсем пур.
Учрежденисем, предприятисем
Ялти пĕр пысăк çурта ял хутлăхĕн администрацийĕ те, кĕçĕн классене çӳремелли шкул та, фельдшерпа акушер пункчĕ те вырнаçнă.
XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Çĕньял Теччĕ уесне кĕнĕ, вулăс кантурĕ вара Аслă Ăнăра пулнă. Ялта чиркӳ пулманнипе халăх Аслă Ăнăри чиркĕве çӳренĕ. Ялти престол праçникĕ Митри кунĕ пулнă. Ял икĕ çил арманĕ, çăм таптаракан машина тата тимĕрç лаççи тытнă. 1954 çултанпа ял-йыш радио итлет, пӳртсене электричество кĕртнĕ. 1960-мĕш çулсенче ялта пĕрремĕш телевизорсем туянма пуçланă. 1970-мĕш çулсенче яла сенкер çулăм, 2000 çулта вара телефон кĕртнĕ. Ялтан тухакан çула 2004 çулта асфальт сарнă. Çывăхри вăрман Çĕньялтан 4 километрта вырнаçнă.
Шел пулин те, паянхи куна пĕчĕк предприятисене, юлташлăхсене аталанма майсем çук кунта. Услам ĕçĕпе аппаланас текенсем те тупăнмаççĕ, мĕншĕн тесен вырăнти халăх çапла майпа çитĕнӳ тăвасса шанмасть.
XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче ял-йыш: пахча çимĕç туса илнĕ, хурт-хăмăр тытнă, выльăх чĕрлĕх ĕрчетнĕ тата уй-хирте ĕçленĕ (паян тăвакан ĕçсенех пурнăçланă, анчах «Прожектор» колхоз тытăмĕнче. Паллах, ялта кăçатă йăвалакан, йывăçа эрешлесе каскалакансем, пир тĕртекен станоксем, суха пуçсем туса сутакан, платник ĕçне лайăх пĕлекен ăстасем те пулнă.
Çĕньял кĕрекен «Прожектор» колхозăн 1000 гектар çĕр лаптăкĕ пулнă, çав шутран сухаламалли çĕрсем 700 гектар хисепленнĕ. Паянхи кун ял «Стелз-Агро-Т» хупă акционер обществине кĕрет. Çак хуçалăх 547 гектар сухаламалли çĕр лаптăкне тара илнĕ.
Историрен
1830-мĕш çулсенче Хупкĕпертен уйрăлса тухса пулнă ял – Çĕньял. Ял ячĕ легенда тăрăх тĕрĕксен «Бисер» сăмахĕнчен пулса кайнă, çаплах кунти Пиçарка шывĕнчен тухса кайнă тесе те калаçаççĕ.
Яла пуçарса яракансем малтанах вăрманти шурлăхăн пĕр утравĕ çинче («Çут пуç») чарăннă. Кайран тин çăл куç пуçланнă çĕрти хăмăшлă вара пырса чарăннă. Çакăнта тĕпленсе кайнă та Çĕньял. Малтанах кунта виçĕ çемье куçса килнĕ.
Ялта пĕтĕмпе те виçĕ урам çеç: Çут пус кассинче е Шкул касра (Ленин урамĕ) 5-6 çурт ларать. Çуртсен нӳхрепĕсене çуркунне шыв кĕмест, çакăнтан пулса кайнă та халăхри урам ячĕ. Хула кас е Хухла кас (Городская урам). Çак урамра Хохловсен 5 çемйи пурăннипе урам ятне çапла кăларнă. Шур кас (Свердлов урамĕ), шурлăх сăмахран пулса кайнă.
Тавралăх
Ял çывăхĕнче Пиçарка, Ырсемси, Манюге шывĕсем юхса выртаççĕ. Тип варсем: Чул вар, Хурт вар, Упа вар, Заказ, Униçĕм вар; Кӳлĕсем: Кăвакал кӳлли, Кантăр кӳлли, Çӳлти кӳл, Аялти кӳл; Вăкăр чӳк – лупашка, хăмăшлăх.
(Малалли пулать.)
 |
| «Прожектор» колхоз правленийĕн ларăвĕ. 1932 çул. |
■ Владимир ВЕРИЯЛОВ.
Материала хатĕрлеме пулăшнăшăн автор Наталья Николаевна Самаркинана, Валентин Данилович Хохлова тав тăвать.