Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ЧĂВАШ ДЕЛЕГАЦИЙĔ ТĔНЧЕ КОНГРЕСНЕ ХУТШĂНЧĔ

Кăçалхи августăн 25-29-мĕшĕсенче Молдова Республикинчи «Гагауз çĕрĕ» автономи облаçĕнче тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен пĕрремĕш Конгресĕ ĕçлерĕ. Унта тĕнчери 14 çĕршыв делегацийĕсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кăркăстанран тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Çав шутра Чăваш Енри çамрăксен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ эльтеперĕ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынă Чăваш Республикин делегацийĕ те. Делегаци йышĕнче çыравçăсем, вĕрентекенсем, ытти çĕрте ĕçлекенсем, «Шуçăм» фольклор ансамблĕ.
Конгресăн пĕрремĕш ларăвĕ августăн 25-мĕшĕнче «Гагауз çĕрĕн» тĕп хулинче – Комратра иртрĕ. Ытти ларусем гагаузсем пурăнакан чи пысăк ялсенче – Конзакпа Копчакра. Чи малтан делегатсем Конгреса гагауз çĕрĕ çинче ирттерес тĕлĕшпе нумай вăй хунă Гагаузи Парламенчĕн депутатне Олег Горизана чĕререн тав турĕç.
Конгреса Тĕрĕк çамрăкĕсен Пĕрлĕхĕн председателĕ, Азербайджан Республикин Парламенчĕн депутачĕ Эхрем Камал оглу Абдуллаев уçрĕ, Иракран килнĕ делегат Шемсутдин бей ертсе пычĕ.
Конгресс йышăннă резолюцире чăваш халăхне пырса тивекен çак сăмахсем те пур: «Тĕрĕк халăхĕсен Конгресĕ чăваш халăхĕн йышĕ питĕ хăвăрт, пăшăрхантармалла чакса пынишĕн канăçсăрланать. Эпир Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Парламенчĕ, Правительстви патне çак инкекĕн сăлтавĕсене тупса палăртса чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине упраса хăварса малалла аталантарма ятарлă патшалăх Программи туса хатĕрлеме компетентлă экспертсен ушкăнне туса хума ыйтатпăр.
Чăваш чĕлхин – тĕрĕк халăхĕсен пăлхар ушкăнĕнчи пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхин уникальлĕхне шута илсе Конгресс çавăн пекех Тĕнче пĕрлĕхне, ООНа, ЮНЕСКОна ку ыйтăва чи пысăк шайра татса пама ыйтса Чĕнсе калать».
Резолюцире ытти тĕрĕк халăхĕсен проблемисене пырса тивекен ыйтусем те чылай. Çавăн пекех Конгресс 7 çынран вăхăтлăх Йĕркелӳ Комитетне йĕркелесе ăна Конгресс Уставĕпе Программине хатĕрлеме, ытти тĕрĕк халăхĕсемпе калаçма полномочисем панă. Тепĕр Конгреса Комитетăн мĕнпур документсене йĕркелемелле.
Конгресс ĕçне Гагаузин парламент пуçлăхĕ, Комрат хулин мэрĕ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолĕсем, Раççей посольствин культура енĕпе атташе тата ытти паллă çынсем хутшăнчĕç. Анчах, шел пулин те, унта Гагаузи президентне (башканне) Михаил Формузала курма пулмарĕ. Вăл Конгреса салам та яман.
(Малалли пулать.)
■ Евгений ТУРХАН .
Конгресс делегачĕ.
 
: 256, Хаçат: 36 (870)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08