Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ТУСЛĂХ ПОЭЧĔ

Чăваш халăх поэчĕ, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уявсене хатĕрленес ĕçсем пуçланнă. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулта асăннă датăна халалланă мероприятисене ирттерес пирки Хушу та кăларнă ĕнтĕ. Документра республикăн Правительствине йĕркелӳ комитечĕ туса мероприятисен планне çирĕплетме, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене халех ĕçе пуçăнма хушнă.
Яков Ухсай (Никифоров) Пушкăртстана кĕрекен Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш поэчĕн пурнăçĕпе шăпинче Пушкăртстанăн тĕп хули Ĕпхӳ паллă вырăн йышăнать. Унăн Ĕпхĕве халалланă сăввисем те пур...
Пишпӳлекри хресчен çамрăкĕсен шкулне пĕтерсен вăл Ĕпхӳри халăх вĕрентĕвĕн институчĕн хатĕрленӳ уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Якку çакăнта кĕнекесен пысăк тĕнчипе паллашнине аса илнĕ: «Институт библиотекин çӳллĕ сентрисем умĕнче тĕлĕкри пек тăраттăм, кивĕ библиотекăн вулав залĕнче кашни каç лараттăм». Ĕпхӳре вăл нумай профессионал-çыравç ăсемпе паллашнă, вĕсен хайлавĕсене алла кăранташ тытса тĕпченĕ. Мускавра тухнă «Коврига» сăвăсен пуххинче Яков Гаврилович хăйне Батыр Валидăн ылтăнлă тусем çинчен çырнă сăввисем кăмăлне кайнине каланă, студентсен кану каçĕсенче вăл Рашит Нигматин хăватлă сассине итлеме кăмăлланă. Шур Атăл çыранĕпе уçăлса çӳренĕ чух Сагит Агишпа Баязит Бикбай ăна Шайхзада Бабичăн сăввисемпе паллаштарнă, виççĕшĕ пĕрле Салават Юлаевăн юррисене юрланă. 1929 çулта Ухсай пушкăрт тусĕсем ырă витĕм кӳнипех профессиллĕ литературăн çулĕ çине тăнă. Хăйĕн пĕрремĕш «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăввине пичетлесе кăларнă.
Ĕпхӳре çамрăк çын час-часах Мажит Гафури патне çӳренĕ, «Мажит-агайăн калавĕсене итленĕ»... Мускаври патшалăх университетне пĕтерсен Ухсай Яккăвĕ Ĕпхĕве таврăннă, М.Гафури ячĕллĕ Чĕлхе, литература тата историн наукăпа тĕпчев институтĕнче чăвашсен ĕç-хĕлне илсе пынă. 1934 тата 1936 çулсенче Писательсен союзĕн секцийĕ тата «Башгизăн» чăваш секторĕ урлă Якку икĕ сăвă кĕнеки кăларнă. Çав çулсенче Ĕпхӳре Ухсайăннисĕр пуçне тата чăвашла К.Ивановăн «Пĕр том», И.Давыдов-Ирхин «Ветерансем» кĕнекисем, «Хĕрлĕ Урал» литературăпа тавра пĕлӳ альманахĕ кун çути курнă.
1939 çулта Филипп Вуколов-Эрлик икĕ поэта – Ухсай Яккăвĕпе Мустай Карима – пĕр-пĕринпе паллаштарнă. П.М.Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсемпе калаçнă чух Мустай Карим поэтпа хăйĕн хушшинчи туслăх çинчен тĕплĕн каласа панă.
– Ухсай ячĕ вун-вун пин çынна пĕрле пухма пултарать! – тенĕ халăх поэчĕ.
Яков Гаврилович – фронтовик. Вăл политĕçчен тата журналист пулса Атăлтан пуçласа Прагăна çитнĕ. Сăмах май, Воронеж фронтĕнче Мустай Каримпа Ухсай Яккăвĕ ăнсăртран тĕл пулнă.
Ухсай публицист пек те паллă. Поэта экологи, тăван тавралăха, вăрмансене сыхлас, шыв-шурсене тасатас ыйтусем хытă хумхантарнă. Нумай хайлавне вăл халăхсен туслăхĕн темине халалланă. «Тутимĕр» сăвăлла трагедире вăл чăвашсемпе пушкăртсен туслăхĕ пирки çырать. Наци литературине аталантарассинче тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Чăваш халăх поэчĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне панă. Вăл Чăваш Енĕн К.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине тивĕçнĕ. РСФСРăн М.Горький ячĕллĕ Патшалăх премине вара «Ача чухнехи çăлтăр» трилогишĕн илнĕ. Ухсай К.В.Иванов çинчен те сахал мар çырнă. Яков Гавриловичăн тĕп хайлавĕсем: «Кĕлпук мучи», «Ача чухнехи çăлтăр», «Хура тăпра», «Салтак поэмисем», «Шуйттан чури», «Акăшкӳль», «Ту урлă çул» тата ыттисем те. XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче Ухсайăн çырнисен пуххи нумай томпа тухрĕ. 2007 – 2009 çулсенче Яков Гавриловичăн кĕçĕн хĕрĕ Елена Ухсай ашшĕ çинчен аса илнисем пичетленсе тухрĕç.
Е.Я.Ухсай Слакпуçĕнче К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине уявланă чух поэтăн тăван çĕршывĕ – Пушкăртстан Республики – Ухсай Яккăвĕн юбилейне палăртнă çĕре те хутшăнасса шаннине пĕлтерчĕ.
■ Иван ТАРАСОВ.
Пушкăртстан.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Ухсай Яккăвĕн Слакпуçĕнчи музейĕ.
 
: 1813, Хаçат: 42 (876)

Комментарисем:

лиля (2011-03-05 19:04:14):
яков ухсай чăн-чăн чаплă çыравçă.

Настя (2011-03-09 19:17:57):
Питĕ лайĂх, хама кирлĕ япалана аранах тупрăм)))))))))

Эльби (2011-10-19 17:57:13):
ухсай псевдоним ăçтан пуçланнă-ши?

ДАША (2011-10-26 18:19:25):
ФИГНЯ ПОЛНАЯ

Аля (2011-11-02 17:03:46):
Ухсай Яккăвĕн сăввисене ăçта тупма пулать-ши?


Сергей (2011-11-05 17:01:25):
Ухсай псевдоним мĕне пĕлтереть-ши ачасем?

марина (2011-12-16 18:24:16):
ухсай менле-менле псевдонимсеме çÿренĕ?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08