Кĕркунне. Каллех шăшисемпе йĕке хӳресем килте курăнкалама пуçлаççĕ ĕнтĕ. Пĕр çĕрте шăкăр-шăкăр тăвать, тепĕр çĕрте шăши «кучченеçĕ» курăнкалать. Нуша кăна. Килтен пистерме те çăмăлах мар çав мур илесшĕсене. Ĕрчеме тытăнсан вара...
Вĕсене ытла ĕрчесе кайма памалла мар. Пӳрт, вите, тĕпсакай тата ытти вырăнсене кĕл сапса тухмалла. Кăшлакансен çав кĕлпе çӳреме тивет, паллах. Вара «çăвăннă» чухне вĕсен çăварне кĕл лекет. Ăна вĕсем юратмаççĕ. Çавăнпа та урăх вырăн шыраççĕ.
Тата çаплах хӳреллисене апат парса сăйлама пулать. Çăнăха типĕ гипспа хутăштармалла та вĕсем тухса çӳрекен вырăнсене лартмалла. Шыв лартса пама та манмалла мар. Апатланса шыв ĕçнĕ хыççăн пилĕк минутранах апат хуранĕнче хытса ларать. Малалла пурăнма май çук, паллах.
Вакрах чĕрчунсене клейпа та тытма пулать. Хăма е картон çине клей сĕрсе тухмалла та варрине çăкăр е урăх апат хумалла. Анчах та паттăртарах йĕке хӳресем картонне те илсе тарма пултараççĕ.
Раççей халăхĕ тем те шутласа тупать, килĕшĕр. Тата çакăн пек туса пăхма пулать, шампански савăтне апат пăрахмалла та хăяккăн вырттармалла. Çисе тăраннă шăши е йĕке хӳре çури хăй тĕллĕн унтан тухаймасть.