Нумаях пулмасть Чăваш Ен тĕп хулинче – Шупашкарта – чăваш тумĕн уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕ 15 çул тултарнине халалланăччĕ. ЧР Культура, ЧР Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин, ЧР Экономикăпа суту-илӳ министерствисем тăрăшнипе çуралчĕ асăннă уяв.
– Чăваш тумне, культурине, чăвашлăха упраса хăварас, аталантарас тесе ирттеретпĕр çак уява,– терĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов уява уçнă май. – Çак ĕçсене пурнăçлакан алă ăстисен умĕнче пуç таятпăр эпир. Вĕсем йĕркелерĕç асăннă уява. Хăйсен чун тасалăхĕпе, ăсталăхĕпе З.Вороновăна, Е.Жачевăна, Е.Ефремовăна, М.Симаковăна, Т.Петровăна, Т.Шарковăна халĕ пĕтĕм чăваш тĕнчи пĕлет. Хамăр историе, пуянлăха тĕрĕ, тум урлă упраса хăварас тесе тăрăшатпăр. Çакнашкал уява Шупашкарта кăна мар, районсенче, ытти регионсенче пурăнакан чăвашсем патĕнче кашни çул ирттермелле. Чи малтан ăна Эстонири чăвашсем йĕркелерĕç. Малашне те аталанасса шанатпăр.
Чăваш тумĕн уявне РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Федерацин Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ А.Аксаков, ЧР Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ Н.Дмитриева, искусствоведени докторĕ, академик А.Трофимов, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илӳ министрĕн çумĕ А.Быченков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин нацисен тата конфесси хутшăнăвĕсен секторĕн пуçлăхĕ В.Афанасьева хутшăнчĕç.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков чăваш тумĕпе килнĕ: çийĕнче тĕрĕллĕ шурă кĕпе, эрешлĕ галстук. Чăваш тумĕ, юрри-ташши юлашки вăхăтра Раççейĕпех саланни пирки каларĕ вăл. Мускавра иртекен Акатуйра та, «Чăваш пики» конкурсра та йăла-йĕрке сыхланнине палăртрĕ. ЧНК 15 çул тултарнă май чăвашлăх ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн унăн президентне Г.Архипова РФ Регионсен аталанăвĕн министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ.
– Совет саманинче промыслана аталантаракансем пурччĕ. «Паха тĕрĕ», «Шевле» фабрикăсем пирки тĕнчипех пĕлетчĕç. Çĕнĕ Шупашкара Чехословакирен шăрçа илсе килетчĕç. Çапла вара «Шевлере» хушпу, тухья ăсталатчĕç. Екатерина Ефремова пурăннă вăхăтра чăваш тĕрри тĕнчипех палăрчĕ. Ун тĕррипе çĕр чăмăрне çавăрма пулатчĕ. 68 çĕршывра 122 курава хутшăннă вăл. Шел, совет самани арканнă май «Паха тĕрĕ» те, «Шевле» те пĕтрĕ. Телее, Екатерина Иосифовнăн вĕренекенĕсем пур. Вĕсем унăн ĕçне малалла тăсакансем,– терĕ А.Трофимов академик чăваш тумне хакласа.
Чăн та, чăваш çи-пуçне халĕ сцена çинче, уявра, туйра, музейре анчах курма пулать. Пĕтĕмĕшле илсен чăваш хĕрарăмĕ те ытти халăх пекех шăлавар çине куçрĕ. Самана улшăннă май тум та улшăнать çав. Çавăнпа та аваллăха манăçа кăлармалла мар, хамăр пуянлăхпа, ăсталăхпа çамрăк ăрăва паллаштармаллах. Çакнашкал ятарлă уявсем йĕркелесе ирттерни те вырăнлă кун пек чухне.
Уявра М.Симакова, Е.Жачева, Т.Петрова, Т.Шаркова, З.Воронова, В.Минеева, М.Сырова, О.Смирнова, А.Андреева ăстасен ĕçĕсене хакларĕç куракансем. Пурте хăйне евĕрлĕ, илемлĕ. Ăстасен кĕпи-йĕмне, хушпу-тухйине тăхăнса артистсем юрă-кĕвĕ шăрантарни уява илем кӳчĕ. Çапла вара чăваш халăхĕн авалхи тумĕнчен пуçласа паянхи çи-пуçĕ таранчченех курма пулатчĕ уявра.
Чăваш тĕррине чĕртме тăрăшакансем хушшинче çамрăксем пурри те савăнтарать. Акă, сăмахран, Чăваш патшалăх университетĕнчи дизайнпа компьютер технологийĕн факультетĕнчи Н.Болтаев преподаватель тăрăшнипе студентсем çак ĕçе малалла тăсаççĕ. О.Степанова, О.Козлова, О.Суева ăсталанă хĕрарăм тумĕпе паллашрĕ куракан. Çавăн пекех С.Сапожниковăн арçын тумĕ те хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать.
Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн 25 вĕрентекенĕпе 12 вĕренекенĕ чăваш тумĕн уявне чăваш çи-пуçĕпе килнĕччĕ. Тумне те, хушпу-тухйине те хăйсемех ăсталанă вĕсем.
Чăваш тумĕн уявне йĕркелесе ирттерекенсене пысăк тав. Кирлĕ вăл халăха. Чăвашлăха упрасси пирки нумай калаçатпăр, ăна ĕçпе çирĕплетни вара курăмлă пулăм. Çак уява ирттернĕ чухне малашне сцена çи-пуçне çеç мар, кулленхи тум пирки аса илни те вырăнлă пуласса шанас килет.
Комментарисем:
►
Susmet (2007-05-23 22:20:56):
Çакăн пек хитре уяв тунăшăн йĕркелекенĕсене пысăк тав каласшăн!
►
Susmet (2009-06-25 08:29:23):
Кĕрешӳ пуçлас текене çакна калас килет. Енчен те вырăссемпе тутарсем хушшинче килĕштерсе пурăнма пĕлмен пулсан, Тутарстанри чăвашсем арман çăнăхне çаврăннă пулĕччĕç, паянхи кун çакăн пек хаçат кăлармалăх вăй-хăват çитереймен пулĕччĕç. Пирĕн вăй вăл кĕрешнинче мар, парăнманнинче, ман шутпа. Чăваш - тĕнчери чи мирлĕ халăх ))