Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ЧӲЛМЕК ÇИНЧЕН МĔН ПĔЛМЕЛЛЕ?

Мĕнлине суйламалла?
Лавккасен сентрисем çинче апат пĕçермелли тĕрлĕ чӳлмек курма пулать. Вĕсем формипе кăна мар, материалĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Чи-чи тутлă апат тăм тата керамика чӳлмексенче пиçет иккен. Çакă чи малтан материалăн тытăмĕнчен килет. Кунашкал савăтра апат пĕр пек пиçет, çунмасть тата усăлăхне çухатмасть.
Пĕчĕк вăрттăнлăхсем
• Апат хатĕрлеме пуçличчен чӳлмеке 1-2 сехет сивĕ шывра тытмалла. Керамика шыва çăтса илет те ун ăшĕнче пиçнĕ апат та сĕтеклĕрех пулать.
• Эсир аш пĕçерме шутлатăр-тăк, чӳлмеке ăшĕнчен ыхрапа сăтăрса тухăр, пулă хатĕрлес умĕн – лимон хуппипе. Питĕ тутлă пулать.
Ан вантăр тесен
Чӳлмексене сивĕ духовкăна лартмалла, унтан тин кирлĕ температура суйласа чĕртмелле.
Енчен те апат çине вăл хатĕрленнĕ вăхăтра соус е шӳрпе хушмалла-тăк, сивĕлле мар, ăшăтса ямалла.
Чӳлмекпе апат духовкăра кăна хатĕрлемелле, уçă çулăм çинче юрамасть.
Апат пиçсен чӳлмексене йывăç ывăс çине лартмалла.
Енчен те холодильникре ларнă чӳлмекри апата ăшăтас тесен ăна кăларсан пӳлĕмри температурăпа тан ăшăниччен кĕтĕр.
Чӳлмексене духовкăна лайăх пăхса лартăр: вĕсем унăн стени çине лексе ан тăччăр.
Мĕнле тасатмалла?
Апата çисе ярсан чӳлмеке лайăх çумалла та сивĕ шывпа чӳхемелле. Унтан уксус (кашни чӳлмек ăшне 2 кашăк) хушнă шыв ярса 1 сехет лартмалла.
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.
E-mail: alvera-77@mail.ru
 
: 133, Хаçат: 45 (879), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08