Чăнкă Мирун ывăлĕ мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе пăхма шутлать, дневникне уçать те ача географипе «иккĕ» паллă илнине курать.
– Чĕн пиçиххи çитмест сана. Мĕн пĕлмерĕн вара? – тесе ыйтать çиллессĕн.
– Сидней хули ăçтине пĕлмерĕм, – ĕсĕклесе ярать ача.
– Сидней хулине? Ара вăл пирĕн Тутарстан Республикипе юнашарах вĕт. Пĕлетĕп. Манпа Сидней хулинчи пĕр корпораци сурăх ашĕпе тивĕçтерме килĕшӳ тунă. Вĕсен представителĕ ман офиса кашни кунах килет. Ыран ыйтатăп та сана пĕтĕмпех каласа паратăп, – тет Мирун.
– Паян темшĕн килмерĕ пирĕн пата Сидней çынни. Юрĕ, хамăрах тупатпăр вăл хулана, – тесе Мирун атлас уçать те Мордови тăрăх пӳрнине шутарма пуçлать.
– Атте, эсĕ чăнах та Сидней хулине шыратăн-и? – ыйтать ывăлĕ.
– Паллах. Инçе пулма тивĕç мар вăл, представитель мотоциклпа килетчĕ пирĕн офиса, – тет Мирун.