Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Хусанти «Батыр» спорткомплексра арçынсен тата хĕрарăмсен хушшинче йывăр атлетикăпа Раççей Кубокĕ уçăлчĕ. Ăна 1960 çулта Римра иртнĕ XVII Олимп вăййисен чемпионĕ Александр Курынов çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Ăмăртусем уçăлнин чаплă церемонийĕ декабрĕн 1-мĕшĕнче пулчĕ. Тутарстанра йывăр атлетикăпа Раççей Кубокне ирттерме пуçлани ырă йăлана çаврăнчĕ ĕнтĕ. Кашнинчех вăл çӳллĕ шайра йĕркеленет, çулсерен спортсменсен шучĕ йышланса пырать. Кăçал турнира хĕрарăмсем 28 регионтан, арçынсем 34 регионтан пуçтарăннă.
Чаплă мероприятие Раççейпе Тутарстанăн Йывăр атлетика федерацийĕсен Президенчĕсем Сергей Сырцовпа Наиль Магдеев, ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Рафис Бурганов, Олимп чемпионĕ Николай Колесников, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсемпе тренерсем хутшăнчĕç.
Йывăр атлетикăпа Раççей Кубокне тата 2011 çулта Европа чемпионатне ирттермешкĕн Хусан хулине ахаль суйласа илмен. Халăхсен хушшинчи тата Раççей шайĕнчи ăмăртусем йĕркелессипе Тутарстанăн опычĕ те пысăк, спортри çитĕнӳсем те пĕчĕк мар. Йывăр атлетика – Олимп вăййисене кĕнĕ чи ватă спорт тĕсĕсенчен пĕри. Вăл пĕрмай аталанса пырсан та хăйĕн, авалхи тейĕпĕр, йăлисенчен пăрăнмасть. Ахальтен мар пуль çак спорт тĕсне XXVII Çуллахи Универсиада программине кĕртнĕ.
Мĕнпе пурăнать-ха паянхи кун йывăр атлетика, аталану çулĕсем унăн еплерех? Кун пирки эпир ăмăртусен тĕп судйипе Рустем Хайруллинпа курса калаçрăмăр. Йывăр атлетикăпа вăл 15 çулта чухне Чистайри техникумра вĕреннĕ чухне интересленме пуçланă. Александр Курынов ячĕллĕ шкул Хусанта уçăлассине пĕлсен унта ĕçлес кăмăл çуралнă. Çак ĕмĕтпе вăл Волгоградри физкультура институтне вĕренме кĕрет, 1965 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕçлет. 1975 çулта кандидат диссертацине хӳтĕлет. 1979 çулта доцент ятне илет. Нумай статьясен авторĕ, 5 вĕрентӳпе методика пособийĕ, 2 монографи çырнă. РФ тата ТР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
– Рустем Хайруллович, хăш регион спортсменĕсем вăйлăрах?
– Мĕнпур ăмăртупа пĕтĕмлетӳ тусан, Краснодар крайĕн, Ростов облаçĕн, Тутарстан, Пушкăртстан республикисен, Мускав тата Мускав облаçĕн спортсменĕсем вăйлă. Турнир хĕрӳллĕ пуласси куçкĕрет.
– Спорт федерацийĕсенче халĕ пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Йывăр атлетика федерацийĕнче ĕçсем мĕнлерех? Спортсменсене хатĕрлесси ĕлĕкхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
– Улшăнусем пур çĕрти пекех. Чи пысăкки – Тутарстанри йывăр атлетика федерацийĕнче пуçлăх улшăнни. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче федерацин президентне Наиль Магдеева суйларĕç. Йывăр атлетикăна аталантарассипе вăл питĕ нумай ĕç тунă. Вăл Пĕкĕлме хулин мэрĕ пулнă чухне унта йывăр атлетика питĕ вăйлă аталанса кайрĕ. Район ку енĕпе пысăк çитĕнӳсем турĕ. Çавăнпа та Наиль Магдеев федерацие ырă улшăнусем, çĕнĕлĕхсем илсе килессе пĕрре те иккĕленместĕп. Çитменлĕхсем пирки калас пулсан, пур çĕрти пекех тренировка айван. Халĕ ытларах витаминсем çине шанаççĕ, ĕлĕкрех вара этем вăйне аталантарнă.
– Йывăр атлетикăри рекордсем ĕлĕкхинчен самай пысăкрах-и?
– Спортсменсене хатĕрлесси, ăмăртусем хыççăн вăя кĕрес тапхăр çĕнелни спортсменсен кăтартăвĕсем çине пусăм кӳрет, паллах. Рекордсем анаболиксем ĕçнине çирĕп тĕрĕслемен чухне питĕ вăйлă ӳсме пуçларĕç. Халĕ допинг контролĕ çав тери çирĕп. Нихăш спортсменăн та хăйĕн квалификацине çухатас килмест. Этемĕн вăй-хал ресурсĕсен потенциалĕ чикĕсĕр. Ученăй тухтăрсем тĕпченĕ тăрăх, эпир хамăрăн энергипе 28-30 процент чухлĕ çеç усă куратпăр. Акă мĕншĕн экстремаллă лару-тăрусенче çынсем пысăк паттăрлăх кăтартаççĕ. Шăп çакăн чухне çывăракан ресурссем вăранаççĕ. Çавăнпа эпир йывăр атлетикăра тренировка мелĕсене пĕрмай аталантарма тăрăшатпăр, çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăларатпăр.
– Рустем Хайруллович, Универсиадăра пирĕн атлетсен çĕнтерес шанăç пур-и?
– Паллах, вăйлă шкулсем республикăра сахал мар. Пĕкĕлме, Çырчалли, Ешĕлвар, Хусан спортсменĕсем пысăк кăтартусем тăваççĕ. Китай атлечĕсем пирĕн чи вăйлă конкурентсем. Юлашки çулсенче вĕсем тĕлĕнмелле çитĕнӳсем тăваççĕ. Анчах ку пире вăйлăрах хатĕрленме хавхалантарать çеç. Универсиадăна Андрей Дыманов хутшăнмалла (Хусанти федераллă университет аспиранчĕ), ăна шанатпăр, вăл халăхсен хушшинчи класлă спорт мастерĕ. Дмитрий Хомяков (ХФУ студенчĕ) пысăк малашлăхлă атлет. Олимп резервĕн вĕренекенĕ Артем Окулов та Универсиадăна хутшăнма ӳссе çитет, вăл Çамрăксен хушшинчи I Олимп вăййисен çĕнтерӳçи. Ешĕлварти «Маяк» ача-пăчапа çамрăксен шкулĕн воспитанникĕсем шанăç кӳреççĕ. Вĕсемпе Олимпиада чемпионĕ Николай Колесников ĕçлет.
– Ачаранах йывăр атлетикăпа аппаланакансем çӳллĕшне пит ӳсмеççĕ текен шухăш пур.
– Ку тĕрĕс мар. Йывăр атлетикăра кĕлетке пропорцийĕсем пĕлтерĕшлĕ. Ак, хăвăрах куратăр, паян турнирăн пĕрремĕш кунĕнче 1995 çултан пуçласа çуралнисем хушшинче ăмăртусем пыраççĕ. Çӳллĕшĕпе пĕчĕккисем сахал. Прибалтикăри пĕр шкулта эксперимент туса пăхнă. Ачасен пĕр ушкăнĕ эрнере пĕр хутчен физкультурăна çӳренĕ, тепĕр ушкăн эрнере виçĕ хутчен йывăр атлетикăпа аппаланнă. Пăртакран тухтăрсем пĕтĕмлетӳсем тунă, йывăр атлетикăна çӳрекенсем хăвăртрах та вăйлăрах ӳснине çирĕплетнĕ. Вăрттăнлăха рентгенолог çеç уçса пама пултарайнă. Атлетсен шăммисем самай хулăнрах та çирĕпрех иккен, çавăнпа вăрăмăшне те аванрах ӳсеççĕ. Енчен те атлет пĕчĕк-тĕк, çут çанталăк хăй ăна çавăн чухлĕ кăна ӳсме тунă.
– Рустем Хайруллович, йывăр атлетикăпа Раççей Кубокĕн турнирĕн шайĕ пирки мĕн калама пултаратăр.
– Ăмăрту питĕ пысăк шайра йĕркеленнĕ. 30 ытла регион спортсменĕсем хутшăнни турнирăн шайĕ çӳллĕ пулнине кăтартать. ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, Йывăр атлетика федерацийĕ лайăх ĕçленĕ. Йывăр атлетика 125 çул тултарнă тапхăрта спортсменсем хăйсен пултарулăхне туллин уçса парĕç.
ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Рафис Бурганов:
«Тутарстанăн тĕп хули – Раççей Федерацийĕн спортăн тĕп хули. Йывăр атлетикăпа Раççей Кубокĕн ăмăртăвĕсене, Олимп чемпионне, виçĕ хутчен тĕнче, тăватă хутчен Европа чемпионне, СССРăн тава тивĕçлĕ спорт мастерне Александр Курынова халалланă турнира хутшăнакансене хĕрӳллĕ салам! 2010 çул Тутарстанăн спорт историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, 50 çул каялла Римра иртнĕ XVII Олимпиадăра Александр Курынов «лăпланайми», «тимĕр» ятпа çӳрекен гаваеца Томми Конона çĕнтерсе ылтăн медаль çĕнсе илет. Шăп унăн çĕнтерĕвĕпе çыхăннă та республикăри йывăр атлетикăн хăвăрт аталанăвĕ. 1976 çулта çакăн пекех çитĕнӳ Пĕкĕлмери йывăр атлетика шкулĕн воспитанникĕ Николай Колесников тăвать. Кăçал, йывăр атлетика аталанса кайнăранпа 125 çул çитнĕ чухне, Сингапурти Çамрăксен I Олимп вăййисенче Олимп резервĕн училищин вĕренекенĕ Артем Окулов ылтăн медале тивĕçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шанатăп, çамрăк паттăрăн ăнăçăвĕ йывăр атлетикăн пĕлтерĕшне тата та ӳстерĕ, Европăпа тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме хавхалантарĕ».
Александр Курынов
1934 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Владимир облаçĕнчи Уршель поселокĕнче çуралнă. Ачаранах спортпа туслă пулнă. Хăйпе пĕр çултисенчен самай вăйлăрах пулнине ир ăнланса илнĕ. Хăй пурнăçне вăл авиаципе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, çавăнпа вăтам шкул хыççăн Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет. Кунта ăна Владимир Павлов тренер асăрханă, йывăр атлетика секцине çӳреме канаш панă. Çакăнтан пуçланнă та унăн кĕске, анчах питĕ хăватлă спорт ӳсĕмĕ.
Унăн паттăрлăхĕ умĕнче Мускав, Ленинград, Рим, Будапешт, Хельсинки, Вена, Париж, Лондон, Каир, Стокгольм пуç тайнă. Томми Коно ăна пĕрремĕш хут курсанах хăй хыççăн кам пынине тĕшмĕртсе илнĕ. Вырăс атлечĕ вăйлине вăл пĕрре пăхсах палăртнă. Чăн та, Александр Курынов Римри Олимпиадăра халиччен никам çĕнтерейми «Геркулеса» – Томми Конона çĕнтеретех. Çакăн хыççăн Курынов чемпион хыççăн чемпион титулĕсене илме пуçлать. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулать унăн. 16 çулта чухне çурхи шыва лексе вăл пӳрисене шăнтать. Çак чир ура хурать те ăна. 1973 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çак тĕлĕнмелле паттăр ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Ăна пытарнă кун, декабрĕн 4-мĕшĕнче Хусанта Сталин Конституцине халалланă йывăр атлетика турнирĕ пуçланмалла пулнă, паллах, тренерсем ăна ирттерессине пăрахăçланă. 1974 çултанпа республика шайĕнче Курынова халалланă турнир ирттерме калаçса татăлнă, анчах спорт чиновникĕсем килĕшме васкаман. Хусан хулин спорт комитечĕн председателĕн çумĕ А.Н.Григорьев тăрăшнипе кăна турнир йĕркеленсе кайнă. Ун ячĕпе СССР шайĕнчи ăмăртусем 1978 çулхи декабрĕн 1-3-мĕшĕсенче иртнĕ.