Петр Гаврилов-Меречен ятне хаçатăмăра вулакансем аван пĕлеççĕ – унăн сăвви-поэмисем «Суварта» пичетленсех тăраççĕ-çке. Кĕçех 82 çул тултаракан сăвăç республикăри чăвашла кăларăмпа пĕр самантлăха та çыхăну татмасть. Каласа хăварас пулать – Петр Михайлович пирĕн чи хисеплĕ авторсенчен пĕри. Аслă Çĕнтерӳ кунне паллă тунă кунсенче ун пирки уйрăмах ăшшăн калаçас килет: ара, редакципе ӳркенмесĕр çыхăну тытакан ун пек ветеран-автор пĕр алăри пӳрнесемпе шутласа кăларма пулать-çке. Юлашки вăхăтра пултаруллă авторăмăр кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма хал çитерчĕ. «Сакăр вуннăран каçсан та чунăм ватăласшăн мар-ха», – тет вăл шӳтлесе. ӳссе çитнĕ-çитмен хаяр вăрçă вутне кĕрсе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тивнĕ ăна. Икĕ хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă вăл, йывăр аманнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ орденĕн кавалерĕ, 16 медале тивĕçнĕ ветеран нихăçан та кăкăр шаккаса çӳремен, вăрçă хыççăн хĕрĕх çул хушши шкулта ачасене вĕрентнĕ, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă. Пурнăçĕнче тем те тӳссе ирттерме тивнĕ ватă Аслă Çĕнтерӳ саламне йышăннă май пирĕн ыйтусем çине хуравлама хаваспах килĕшрĕ.

– Вăрçă пуçланнă кун сирĕн асăра еплерех кĕрсе юлнă? Сирĕн тăван ялăртан, Мереченрен, миçен вăрçа кайнă, миçен каялла сывă таврăнайнă?
– Вăрçă пуçланнă кун ун чухне пуриншĕн те пурнăçри чи йывăр кун пулнă-тăр. Тинĕс чухлĕ юн, кӳлли-кӳллипе куççуль юхнă пуль планета кисренсе çуннă вăхăтра. Эпĕ ун чухне вун улттăра кăначчĕ-ха. Паллах, çамрăксен чунĕсенче çав тапхăрта патриотла туйăм хуçаланнă, тăшмана часрах тĕпрен çапса аркатас ĕмĕт çунатлантарнă. Ялта куллен салтак юрри мĕскĕннĕн, хурлăхлăн янăратчĕ. Куççульлĕ уйрăлусем çынсен чунĕсене аватчĕç. Мереченрен вăрçă хирне ик çĕре яхăн çын ăсаннă. Çурри ытла каялла таврăнайман – паттăрла вилĕмпе пуç хурса ют çĕрте ĕмĕрлĕхех куç хупнă вĕсем. Халь эпир Мереченре Аркадий Денисович Андреевпа иккĕн çеç юлтăмăр ĕнтĕ. Кӳршĕлле Паланлăра вăрçă ветеранĕсем пачах та юлмарĕç...
– Вăрçа тухса кайнă чух пуçăрта мĕнле шухăшсем пулнă? Маларах кайнисенчен хыпарсăр çухалнисем, пуç хунисем те пулнах ĕнтĕ. Тĕрĕс-тĕкел, сывă таврăнайăп тесе шухăшламан та-тăр...
– Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă чух пирĕн, çамрăк йĕкĕтсен, пĕр шухăш-ĕмĕт пуçра хĕрсе тăнă – урнă фашистсене часрах çапса салатса Тăван çĕршыва тамăкран çăлас, киле çĕнтерӳпе таврăнас. Сывă юлаясси çинчен шутламан та пуль. Патриотла воспитани пирĕн çамрăк чĕресене çунатлантарнă, çĕнтерме хавхалантарнă.
– Вăрçă асапĕ-терчĕ, салтак çулĕ ăçта-ăçта илсе çитерчĕ сире?
– Эпир, 1925 çулта çуралнă çамрăксем, салтак шинельне 1943 çулхи январь пуçламăшĕнче тăхăнтăмăр. Унччен ватти-вĕттипе пĕрле ялта çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Аксу районĕнчен пире, 22 йĕкĕте, Хусанти Житомир çар училищине вĕренме ăсатрĕç. Виçĕ çуллăх курса ултă уйăхра ăса хывнă хыççăн Раменск хули çывăхĕнчи сывлăш десанчĕн чаçне лекрĕмĕр. Пирĕн дивизие Карели фронтне ăсатрĕç, вăрманлă-шурлăхлă вырăнсенче финн оккупанчĕсене аркатас ĕçе хутшăнтăмăр. Тăватă сехет çурă тăшманпа хаяррăн çапăçнă хыççăн эпир вут-хĕм витĕр Свирь шывĕ урлă кимĕсемпе каçса плацдарма илтĕмĕр, финсен оборонине ватса-аркатса малалла кайрăмăр.
– Темиçе хутчен те аманнă эсир. Вилĕм аллинчен камсем хăтарнă?
– Пĕр хаяр çапăçура йывăр амансан мана вут-хĕм тамăкĕнчен Хусан тутарĕ И. Дибердеевпа Аксу районĕнчи Беловка каччи П. Кольцов ал вĕççĕн йăтса тухса сурансене çыхнă, тыла çитерсе мана чуп туса уйрăлнă та каллех малалла васканă. Шел, вĕçĕ-хĕррисĕр шурлăхлă вăрманти хаяр çапăçуран иккĕшĕ те тухайман. Икĕ хутчен йывăр аманса контузи тӳснĕ хыççăн вăрçă вĕçленес умĕн эпĕ инвалид пулса яла таврăнтăм.
– Çапăçу хирĕнче чăваш салтаксене тĕл пулман-и?
– Сывлăш десанчĕн чаçĕнче чăвашсем сахал марччĕ. Павлă районĕнчи Потап-Тăмпăрлă каччи Алексей Афанасьев паттăррăн çапăçнине палăртмалла. Каярах вăл чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ, сăвăçи пулса тăчĕ. Аксу районĕнчен тата Петр Кольцов, Елизар Селиванов, Василий Мокин, Иван Матросов пурччĕ. Нурлат районĕнчи Алексашкин, Пăва тăрăхĕнчи Ашкеров та (ячĕсене астумастăп ĕнтĕ) пирĕнпе пĕрле çапăçрĕç. Леонид Ильин Пермь облаçĕнчи Березники чăвашĕччĕ.
– Тыткăна лекнисене совет саманинче хисеплемен, çын вырăнне те хуман. Ун чух çакнашкал шăпа пӳрнисем темле асап витĕр тухнă пулин те хăйсем вăрçăра çапăçни çинчен калаçма та шикленнĕ. Халĕ, самана улшăнсан, хамăра çав тыткăна лекнĕ çын вырăнне хурса пăхсан, ăна мĕнле йывăр пулнине ăнланатпăр. Сирĕн шутпа, тыткăна лексе каярах киле таврăннисене айăпламалла-и?
– Эпир тыткăна лекесрен шикленеттĕмĕр. Юлашки юн тумламĕччен тăшманпа кĕрешме тупа тăваттăмăр. Фашистсем десантниксене чĕрĕлле çунтарнă пулĕччĕç хăйсен аллине лексен. Тыткăна лекнĕ салтаксене эпĕ яланах шелленĕ. Хăй ирĕкĕпе тăшман енне каçакансем тем тесен те сахал пулнă ун чух. Тыткăнран çăлăнса каярах киле таврăннисене айăпламалла мар, вĕсем фашистсен тамăкĕнче çав тери хытă асапланнă вĕт. Шутласа пăхсан пиртен кашниех тыткăна лекме пултарнă, вăрçăра тем сиксе тухма пултарать.
– Петр Михайлович, ун чухнехипе хальхи яш-кĕрĕм хушшинче уйрăмлăх пур-и, мĕнре?
– Пур, паллах. Вăрçă вăхăтĕнчи çамрăксем мораль енĕпе те, юратура та, ĕçе чунне парса ĕçлес енĕпе те, сăпайлăх-сапăрлăх енчен те çӳллĕрех шайра тăраççĕ. Вĕсем нушаллă-тертлĕ пурнăçра ӳссе çитĕннĕ, эрех-сăрапа, наркоманипе иртĕхмен. Хальхи çамрăксем, пурте мар, паллах, тĕрĕс çултан пăрăнни куçкĕрет.
– Аслă Çĕнтерӳ 62 çул тултарчĕ. Çамрăк ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен историрен, киносенчен çеç пĕлет халь. Ветерансем кунран кун сахалланса пынăçем вăрçă çинчен чĕррĕн каласа паракан та çук. Тепĕр çын пурпĕр хăй тӳссе, курса ирттернĕ салтак пек ĕненмелле каласа параймасть. Хальхи ăрăва мĕн çинчен каласа парас, чунăра уçас килет, Петр Михайлович?
– Аслă Çĕнтерӳ 62 кун тултарнă куна эпир, хăрушă та хаяр вăрçăра калама çук вăйлă тылланнă салтаксем, сахалăн кĕтсе илтĕмĕр. Кунран кун сайралса пыраççĕ-çке пирĕн туссен речĕсем. Тавах Турра, мана çак кунччен пурăнмалăх вăй-хал панăшăн. Вăрçă тамăкне вилсен те манас çук пуль. Хальхи ăру эпир мĕн тӳссе ирттернине нихăçан та ан куртăр. Мирлĕ, телейлĕ ĕмĕр пиллес килет Раççей халăхне. Тăван çĕршыва чунтан юратса, тăрăшса ĕçлесе никам çĕнейми вăй-хăватлă тумалла. Нихăçан та тăшман пире пӳрнепе ан юнайтăр, ан хăратайтăр, вырăс çĕрне ан хапсăнайтăр. Тăнăç пурнăçа упраса пурăнасси хамăртан килет. Çамрăк ăрăвăн ăслă та, сапăр та, сăпайлă та пулмалла. Иртĕхсе пурăнни нихçан та, никама та ыр кӳмен. Çакна яланах асра тытăр, Раççей ывăл-хĕрĕсем!
Вера АЛЕКСАНДРОВА калаçнă.
П.Гавриловăн килти архивĕнчи сăнӳкерчĕкре:
чăваш каччисем-десантниксем – Алексей Виноградов, Петр Гаврилов (тăраççĕ), Петр Кольцов, Леонид Ильин. 1943 çул.
Комментарисем:
►
Чаваш (2007-11-24 15:04:05):
Ку вара - питĕ лайăх çын!Пирĕн çын!