Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ТĔРĔК ТĔНЧИ

КУРУЛТАЙ
Августăн 5-12-мĕшĕсенче Македонири Охрид хули çывăхĕнчи Охрид кӳлли çумĕнче Тĕрĕк тĕнчин çамрăкĕсен XIII курултайĕ (пухăвĕ) иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенсем – Тĕрĕк çамрăкĕсен халăхсем хушшинчи пĕрлешĕвĕ (ТÇХП), ăна 1992 çулта йĕркеленĕ. Йĕркелесе янăранпа ТÇХП ĕçĕ граждан обществин анлă никĕсĕ пулса тăрать, вăл организацине уйрăм çынсем кĕреймеççĕ, пĕрлешӳллĕ структурăсем çеç. Иртнĕ курултайсен хуçисем Тутарстан, Пушкăртстан, Крым, Кăркăсcтан, Кипр, Чăваш Ен, Азербайджан, Румыни, Турци пулчĕç. Чăваш Республикинче курултай 1999 çулта иртнĕ. Ун чухне ТÇХП чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн вилĕмсĕр сăмахĕсене хăйĕн девизне илнĕ: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» Çавăнтанпа ку сăмахсем пĕр кăкран тухнă тăванла тĕрĕк халăхĕсене çак улшăнуллă тĕнчере пĕр-пĕрин патне çывăхарах пулма чĕнсе туслăх курултайне хăйне евĕр чăваш сăнĕ те парса тăраççĕ.
Кашкăр йăхĕ
Ăçтан пулса кайнă тĕрĕк халăхĕсем? Пĕр легенда тăрăх, ĕлĕк-авал Китай çывăхĕнче пĕр вăйлă, никама та парăнман патшалăх пулнă. Çавна пула тăшмансем вăйĕсене пĕрлештерсе патшалăха пĕр çын юлми аркатаççĕ. Патшан кăкăр ĕмекен ывăлне аллисене касса чăтлăх вăрмана тискер кайăксене пултăр тесе пăрахса хăвараççĕ. Ачана шурă кашкăр ами усрава илет, ĕмĕртсе ӳстерет. Унтан вĕсем пĕрлешеççĕ, вĕсен нумай ача çуралать. Кашни ачинчен пĕр халăх йĕркеленсе тĕнче тăрăх саланать. Çавăнтанпа шурă кашкăр тĕрĕк халăхĕсен хăйне евĕр символĕ пулса тăрса тĕрĕксем ăçта пулнă, çав çĕрсенче хăйĕн йĕрне хăварать. Çурçĕр Кавказра та юлнă вăл йĕрсем (халĕ чеченсем кашкăра хăйсен халăхĕн тотемĕ тесе шутлаççĕ). Атăлçи Пăлхар çĕршывĕн авалхи гербĕ çинче те шурă барс вырăнне кашкăра ӳкернĕ тесе иккĕленекенсем пур. Турцири спецназ кашкăр ячĕпе çӳрет. Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн эмблеми çинче те, унăн курултайне йĕркелеме пулăшакан халăхсем хушшинчи «Тĕрĕк вучахĕсем» организацин эмблеми çинче те шурă кашкăра ӳкернĕ. Вăл сăнар чылай халăхăн эпосĕнче хӳтте илекен, хӳтĕлевçĕ. Кашкăрсем – Волковсем чăваш ялĕсенче те сахал мар.
Пĕрлĕх
Охридри мероприятире Балканри тĕрĕксен проблемисене халалланă симпозиум иртрĕ, çавăн пекех Тĕрĕк тĕнчин çамрăк писателĕсен тата теле-радиокоммуникацисенче ĕçлекенсен пĕрлешĕвĕн конгресĕ иртрĕ. Делегатсем тĕрлĕ тематикăлла комиссисенче ĕçлерĕç – экономика, политика, культура, спорт. Комиссисенче çак сулăмсенчи ĕçсене ăнăçлăрах йĕркелесси пирки сăмах пычĕ. Курултай йĕркеленнĕренпех сасăланă чухне çак йĕркене пăхăнса пыраççĕ – пĕр халăх – пĕр сасă. Калăпăр, унта Крым, Çĕпĕр, Пушкăрт, Тутарстан тутарĕсем хутшăнаççĕ, анчах вĕсен сасси Молдавинчен килнĕ гагаузсем чухлех – пĕрре. Çакă ТÇХПри демократи никĕсĕсене çирĕплетсе пухăва хутшăнакан пур халăх та пĕртан пулнине кăтартать. Халăхсен çамрăк представителĕсем хăйсен регионĕсенчи йывăрлăхсем çинчен каласа пачĕç, вĕсене пĕрле сӳтсе яврĕç: Китайра уйгурсене хĕсĕрлени, Ирак туркменĕсен йывăр лару-тăрăвĕ тата ытти те. Ак, тĕслĕхрен, Раççейри лару-тăру. Шорсен хальхи вырăнĕ – Çурçĕр Алтай. Юлашки перепись тăрăх халăх 16 пинрен 12 пине чакса ларнă. Пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыракан экономика халăхăн авалхи вырăнĕсене пăсать, экологие сиен кӳрет. Кузбасс Раççейĕн пуян вырăнĕ пулсан та унта ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан шорсемшĕн çак мултан усă çук. Халăхсем хушшинчи организацин резолюцийĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çĕршывсен ертӳçисем патне тӳррĕн çитеççĕ.
Чĕлхе ыйтăвĕ
Тата тепĕр халиччен татса паман ыйту. Узбексемпе тутарсем, азербайджансемпе туркменсем, казахсемпе телеутсем, шорсемпе чăвашсем, турккăсемпе алтайсем, нугайсемпе тувасем, хакассемпе балкарсем, кăркăссемпе пушкăртсем хăш чĕлхепе калаçмалла? Пĕрисем калаççĕ турккăлла тесе, теприсем, ăнланманнисем, вырăсла теççĕ. Хальхи вăхăтра икĕ чĕлхепе калаçаççĕ курултайра – турккăлла тата вырăсла. Канашлусем куçарусемпе иртеççĕ, çакна пула мероприяти вăраха кайса тăват-пилĕк куна тăсăлать те. Ку курултайра чăваш делегацийĕ Чĕлхе тата литература комиссийĕнче, пĕр-пĕрне ăнланасси ансатрах пултăр тесе, çакнашкал тĕлпулăва килекен кашни наци представителĕсене ытти тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисене вĕренме сĕнчĕ. Çакна валли тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи электронлă словарьне йĕркелеме, пĕр сайт çинче паллă писательсен произведенийĕсене тĕрлĕ чĕлхепе вырнаçтарма, куçару ĕçне аталантарма йышăннă. Тĕрĕк тĕнчин çамрăк информаторĕсен пĕрлешĕвне те тума йышăнчĕç пухура.
Кану
Кашни каç делегацисем хăйсен концерт программисене кăтартрĕç, унта форумра хутшăннă кашни халăхăн наци культурине курма пулчĕ. Тĕрĕк çамрăкĕсем юрра-ташша чăннипе те ăста пулнине ĕненмеллех пулчĕ: Азербайджан парламенчĕн çамрăк депутачĕсем пианино калани, Ĕпхӳри филармонин яш артисчĕсен сассисем, Тываран килнĕ Омак ятлă каччă пыртан тухакан сасăпа юрласа тĕлĕнтерни, Çурçĕр Кавказри тĕрĕксен, ногай хĕрĕсен юррисем, Крым тутарĕсен ташшисем тата чăваш çăлтăрĕн Стас Владимировăн юррисем нумайлăха XIII курултая хутшăнакансен асĕнче юлĕç. Тата пуринчен те ытларах Тутарстан делегацийĕ ирттернĕ Акатуй уявĕ савăнтарчĕ хăнасене. Эпир хупă куçпа чӳлмек катасси, кашăкпа çăмарта йăтса чупасси, михĕ ăшĕнче сиксе ăмăртасси патне хăнăхса çитнĕ пулсан, ытти тĕрĕк халăхĕсем кăсăклансах Акатуй ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç. Çакна та палăртмалла, тутар çамрăкĕсем хатĕрленĕ уява чăвашсем вăйă каласа уçрĕç. Пĕрешкел, çав вăхăтрах тĕрлĕ халăхсен яшĕсем хушшинче туслăх хуçаланни кăмăла каять.
Курултайра шахмат евĕр «тăхăр кумалак» текен авалхи тĕрĕк вăййипе ăмăрту та иртрĕ.
Македони
Македони хăнисем унти вырăнсене курса çӳреме те вăхăт тупрĕç, вĕсем Ресен, Скопье хулисен историлле вырăнĕсенче пулчĕç. Уйрăмах Македонин тĕп хулинче вырнаçнă Скопьери крепость икĕ метр хулăнăш стенисемпе тата вĕсен çӳллĕшĕпе тĕлĕнтерчĕ. Македони çĕршывĕ туллă-сăртлă çĕрте вырнаçнă, тинĕспе çыхăнман вăл, пысăк юханшывсем сахал, тусен хушшинчи кӳлĕсем çеç туристсене кăштах илĕртеççĕ. Югославирен уйрăлса тухнăранпа çĕршыв чечекленет тесе калаймăн. Чулсем çинче кукуруза та япăх ӳсет, пахчисенче ытларах улма-çырла йывăççисем те виноград. 2 миллион çынлă Македонире 400 пин ĕçсĕр çын. Çĕршыври лару-тăру пирĕн патра 90-мĕш çулсенче пулнине аса илтерет. Унта пулса курнă хыççăн хулисем ытла тасалăхпа уйрăлса тăраççĕ тесе калаймастăн. Македонсен ялавĕ те чăвашăнни пекех хĕрлĕ тата сарă тĕссенчен тăрать. Вĕсен ялавĕнчи сар хĕвелĕн те пирĕнни пекех сакăр çунат-пайăрка. Ку пĕрпеклĕхе курултая пухăннисене саламланă чух чăваш делегацийĕн пуçлăхĕ, хисеплĕ элтепер Ультияр Цыпленков та палăртрĕ. Пăхма македонсен тĕррисем те чăвашăннинчен ытла уйрăлса тăмаççĕ.
Ан уйрăлăр
Кашни делегат курултая хăйне хумхантаракан шухăш-кăмăлпа, çĕнĕ идейăсемпе, тĕллевсемпе килет. Тĕлпулăва йĕркелекенсем хăйсен умĕнче тăракан задачăна пурнăçларĕç темелле – вĕсем тĕрĕк çамрăкĕсене хутшăнма кăмăллă лару-тăру йĕркелерĕç. Паллашса, туслашса кашниех хăй пек шухăшлакансене тупрĕ, тавракурăмне сарчĕ, пĕрлехи интерессен никĕсне çирĕплетрĕ. Нацисем хушшинчи хутшăнусен опытне илнĕ май кашни çамрăк çак пĕлӳсемпе хăй пурăнакан вырăнта, тĕрĕк тĕнчин пĕр пайĕ пулса тăракан хăйĕн халăхĕпе çыхăннă обществăлла ĕçре усă курма пултарĕ.
Курултайран килĕсене саланнă чух делегатсем тутарсен «Айрылмагыз» юррине юрлаççĕ.
Ан уйрăлăр, ан уйрăлăр,
Пулсан та сăлтавĕсем.
Çунатсене хайăраççĕ
Уйрăлу саманчĕсем.
 
: 803, Хаçат: 36 (714), Категори: Çитмен çĕре çитрĕмĕр

Комментарисем:

Susmet (2007-09-11 23:53:08):
Пĕрисем калаççĕ турккăлла тесе, теприсем, ăнланманнисем, вырăсла теççĕ.
Чăвашла калаçмалла! Чи авалхи тĕрĕк чĕлхи çинче (якут чĕлхине шутламасăр...) !!!


Vihtăr (2007-09-20 22:42:48):
Mattur Tĕrĕksem, şapla pĕrle puhănsa pulaslăha păhma pultaraşşĕ.

Надежда Пайдоверова (2008-06-18 20:31:07):
Хăçан тата пулĕ курултай ?
сайт: samar.ucoz.ru


ja (2009-06-13 20:59:58):
пурпер сыртармастар, сырмастап

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08