Иртнĕ çулла шăрăх пулнипе-и, пахчаçăсем кăçал абрикос лартассипе пуçĕсене канăç памаççĕ. Мĕнлерех сортсем лартассипе кăсăкланаççĕ.
Паянхи кун пирĕн тăрăхра ӳсекен абрикос сорчĕсем те пур. Вĕсем нумаях мар, паллах. Сăмахран, Алеша, Лель, Царский, Графиня, Водолей, Монастырский, Фаворит, Айсберг.
Чи шултра абрикос пуçтарса илме пулать Монастырский сортне лартсан. Пĕр çырли 50 грама çитет. Анчах та чи тутли – Царский. Тутине кура ятне те панă-тăр çав. Шултрипе тата тутлипе танлаштарсан пирĕн патра чи лайăх ӳсекенни вара Триумф ятли.
Шел пулин те, кăнтăрта ӳсекен сортсене кунта лартнин усси çук. Вĕсене пирĕн çĕр те, çанталăк та килĕшмест.
Кăнтăр çырлин тухăçне туса илес тесен, ун валли пахчари чи лайăх вырăна уйăрса памалла. Вăл хĕвеллĕ, çилсĕр, шыв пуçтарăнман лаптăк пулмалла.