Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
РЕСПУБЛИКĂРА

Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе паянхи кун тĕлне республика реестрне 15896 ветерана кĕртнĕ, вĕсенчен 13644-шне федераллă субсиди килни çинчен пĕлтернĕ, 13462 ветеранпа килĕшӳ туса вĕсем валли укçа куçарнă, 13014-шне хваттерпе тивĕçтернĕ. 851 ветеранăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма июнь уйăхĕнче федераци бюджетĕнчен тата 803 миллион тенкĕ куçнă. Хальхи вăхăтра ветерансем валли пурĕ 115 çурт лартаççĕ. Вĕсене пурне те çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерсе ветерансене хваттер уççисене памалла.
* * *
«Тутарстанăн арçыннисемпе хĕрарăмĕсем 2010 çулта» официаллă статистика сборникне хатĕрленĕ. Унта республикăри арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ, миграцийĕ, вĕсен сывлăхĕн медицинăпа демографи аспекчĕсене, вĕсен пĕлӳ шайне, çемье çавăрнипе çавăрманнине, уйрăлнине, ăçта, мĕнле условисенче ĕçленине, ĕçсĕр ларнине тата правăна пăснин статистикине кĕртнĕ. Ку сборникпа управлени персоналĕ, предприятипе организацисен ертӳçисем, предпринимательсем, банкпа наука ĕçченĕсем тата экономика аслă шкулĕсен профессорĕсемпе аспиранчĕсем, студенчĕсем усă курĕç.
* * *
«Булгария» теплоходпа инкеке лекнисене пулăшма уçнă расчетный счет çине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен – Омск, Новороссийск, Братск хулисенчен, Краснодар крайĕнчен, Белгород облаçĕнчен тата ытти çĕртен укçа куçать. Июлĕн 26-мĕшĕ тĕлне унта 35 миллион та 508 пин тенкĕ пуçтарăннă. Ыр кăмăллăх акцине Тутарстанăн предприятийĕсемпе учрежденийĕсем те хутшăнмасăр юлмаççĕ.
* * *
Хусанти «Гаилэ» çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан центрĕн специалисчĕсем «Эсĕ пĕччен мар» социаллă проект хатĕрленĕ. Вăл шалти ĕçсен уйрăмĕсенче учетра тăракан ачасене çуллахи вăхăтра реабилитаци иртме пулăшать. Çак вăхăтра центрăн специалисчĕсем çул çитмен çамрăксемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тренингсем ирттереççĕ, ачасемпе походсем, республикăри «Десантник» çар, палатка лагерьне кайса мероприятисем йĕркелеççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ ачасен хушшинче тимуровецсен юхăмне аталантарас тата хастарлатас тĕллевпе хула мэрĕ пулăшнипе пиллĕкмĕш çул Тимуровецсен отрячĕсен конкурсĕ иртнĕ. Çĕнтерӳçĕсене Хусана, Мускава тата Санкт-Петербурга экскурсие кайма путевкăпа чысланă. Кăçал çак наградăна 61 номерлĕ гимназипе 56 номерлĕ шкул ачисем çĕнсе илнĕ. Вĕсем июлĕн 24-мĕшĕнче Мускавпа Санкт-Петербурга çул тытнă.
* * *
Автоград мэрĕн пуçарăвĕпе кăçал иккĕмĕш хут Мелекеска юхан шыв хĕрринче хула праçникне – Пулă шӳрпи кунне – ирттернĕ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансен хушшинче пулă тытассипе, ытти енĕпе ăмăртусем хатĕрленĕ. Вăлтапа чи нумай тата чи сахал, чи пысăк пулă тытакансене парнесем панă. Уяв вĕçĕнче пурне те Кама юхан шывĕнчи пулăран хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйланă.
 
: 128, Хаçат: 30 (916), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08