Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
КУКША КĔРКУРИ

ВĂЙĔ ЮЛМАСТЬ
Ахманей ывăлĕ килĕнчен йĕрсе тухать.
– Мĕн пулчĕ, мĕншĕн макăратăн? – ыйтать унран Кукша ывăлĕ.
– Атте хĕнерĕ, турилккене ӳкерсе çĕмĕрнĕшĕн, епле ыраттарчĕ тата. Сана аçу хĕнемест-и мĕн те пулин çĕмĕрсен?
– Çук, эпĕ çемьере чи кĕçĕнни. Килте кам та пулин тăм чашăк ӳкерсе çĕмĕрсен, атте хĕнеме аслисенчен тытăнать, черет ман пата çитнĕ çĕре унăн вăйĕ юлмасть, – тавăрать Кĕркури ывăлĕ.
АХАЛЬ ЛАРИЧЧЕН
Арăмĕ вилнĕ хыççăн икĕ çултан Кукша Кĕркури тепĕр хут авланса ярать. Туй хыççăн ирхине ирех тăрать вăл, выльăхсене çитерет, ĕнине суса кĕтĕве ăсатать, сывлăмпа анкартине тухса утă çулса пĕтерет, унтан суха тума тытăнать. Кăнтăрла иртсен, хырăмĕ питĕ выçнипе, сĕтел хушшине йывăррăн кĕрсе ларать.
Çав вăхăтра чăлантан куçĕсене сăтăркаласа çĕнĕ арăмĕ тухать:
– Намăссăр, çынсен упăшкисем иртенпех ĕçре, эсĕ вара сĕтел хушшинче ларатăн. Ахаль лариччен яшка пĕçермеллеччĕ луччĕ! – тесе хурать.
ИЛЕМЛИСЕНЕ – УРĂХ ЕННЕЛЛЕ
Каçхине вăййа тухсан Кукша Кĕркури Ахманей йăмăкне авăн сарайĕ еннелле кăтартса: «Атя çавăнта кĕрсе ларатпăр», – тет.
– Эсĕ вара кашни илемлĕ хĕре авăн сарайне чĕнетĕн-и? – ыйтать хĕр.
– Çук, илемлисене эпĕ урăх еннелле чĕннĕ пулăттăм та, çук вĕсем пирĕн касра, – тет Кĕркури, чиркӳ çине кăтартса.
 
: 713, Хаçат: 37 (715), Категори: Кукша Кĕркури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08