Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ПУРĂНАССИ – УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР

Алексеевски районĕнчи Анат Кăтрата урамĕ тăрăх вĕт-шакăрсем урлă-пирлĕ чупаççĕ, пĕрмай пĕр сăмах кăшкăраççĕ:
– Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнчен концерт килет! Клуб умĕнче пĕлтерӳ пур! Концерт килет! Концерт килет! – янăрать урамра.
Кун пек хыпар ял халăхне те савăнтарать. Концертсемпе спектакльсем ялта та тăтăшах иртеççĕ пулин те ют районтан артистсем килни хутран-ситрен çеç пулать çав.
Çак хыпара илтсен Микулай Сторожев ачи Микулай та (ăна ашшĕне хисеплесе ун ятнех панă) клуба кайма хатĕрленме пуçлать – чи тирпейлĕ тумтирĕсене утюгпа якатса тумбочка çине майлаштарса хурать. Каç пулсан вара, юлташĕсем вĕсен умĕнче пухăнсан, тумланса урама тухать.
– Ха, Савкаç хĕрĕсене илĕртмелĕх чипер тумланнă эсĕ, – йĕкĕлтетеççĕ юлташĕсем. – Элле пĕр-пĕр хĕрне ху майлă çавăрма кăмăлу пур-и?
– Курăпăр-ха унта. Тен, мана Турă çырни те пирĕн яла савăнтарма килсе мана та савăнтарĕ, – хуравлать пӳ-сирен те, тĕс-куçран та илемлĕ йĕкĕт Коля.
Концерт чаплă иртет. Юрланă-ташланă чух куç хывнă пĕр хĕр Кольăна хăй патне чĕннĕнех туйăнать, йĕкĕт чĕрине кăтăклать, илĕртет.
Тăхтавсенче хăюлăх çитерсе Коля артистсен пӳлĕмне те кĕркелесе тухать, хĕре сăмах хыççăн сăмах хушкаласа пăхать. Çапла вăл Зина ятлă хĕрпе паллашать. Паллашать те… акă ĕнтĕ хĕрĕх çула яхăн вĕсем пĕрле пурăнаççĕ. Килĕштерсе, юратса, пĕр сăмахлă пулса пурăнаççĕ кăна мар, вĕсем ултă ача пăхса ӳстереççĕ. Зина амăшне, Агреппина мăнаккана, тата чи телейлĕ кинемей тăваççĕ. Ку кăна та мар, çак таса юрату вĕсен пурнăçне татулăх кĕввипе йăпатса пурнăç тăрăх илемлĕ, усăллă, çынна юрăхлă çынсем пулса пурăнма пулăшать. Зинаида Ивановна мĕн пенсие тухиччен ача садĕнче тăрăшса хăйĕн юратнă мăшăрĕн Николай Николаевичăн чи-чи шанчăклă çынни пулса унăн пурнăç çулне çăмăллатса пырать. Чĕре юратăвĕн тутине парса тăрса малалла шанчăклă утма вăй-хал парса тăрать.
Ак çакăн пек ырă хĕрпе паллашать Коля йĕкĕт концерт пыракан клубра. Савăнать вăл çак хĕре тĕл пулнăшăн. Халь Зинаида Ивановна тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, мăнукĕсемпе йăпанать.
Коля вăл хăй кам-ха халь пирĕн хушăра?
…Коля – Николай Николаевич Сторожев – вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче çуралнă. Унăн тăван ялĕ Алексеевски (халĕ Чистай) районĕнчи Анат Кăтрата. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ытлă-çитлĕ пурăнмасан та Николая ашшĕ-амăшĕ вĕрентесшĕн тăрăшнă. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Николай Хусанти патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрсе ăна ăнăçлă пĕтерет, «математик» специальность илет.
Институт пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă Кăтратара математика учителĕ пулса ĕçлет. Пултаруллă педагога район хуçисем асăрхаççĕ, района чĕнсе илсе директор ĕçне шанса параççĕ. Анчах пурнăç ăна пĕр вырăнта тĕпленсе ĕçлеме хушман иккен. Кăтратари юлса пыракан «Заря» колхоза хуçалăх хуçи пулма суйлаççĕ ăна. Ĕç ӳрĕк-сӳрĕк пыракан колхозра мая кайсан Николай Николаевича парти райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйлаççĕ.
Ĕç ăнса пынă чух малалла ĕмĕтсем çуратать. Умĕнчи тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе Николай Николаевич пур вăйне, пĕлӳлĕхне хурса хуçалăхсене тивĕçлĕ шая çĕклес, малалла аталантарас тесе ырми-канми ĕçлет. Анчах… çĕршывра кĕтмен-çĕртен улшăнусем пулса иртеççĕ: малтан райкомсем пĕтеççĕ, пыра-киле колхозсем те пĕтсе ĕçлĕ халăха ĕçсĕр хăвараççĕ.
Çапах çĕршĕн, ĕçшĕн çунакан ял çынни çак пăтăрмахсемпе çухалса каймасть, ун хĕрӳ чĕри лăпланмасть. Çĕнĕ вăйпа, çĕнĕ ĕçсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартма тытăнать. Хăй мĕн тăвас тенине тĕплĕн шухăшласа, тĕллев лартса малалли çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлать. Вăл обществăлла политика ĕçĕн «Элитные семена Татарстана» ассоциаци членĕ пулма тивĕçет. Статьясем те çырать, «Инновация в подготовке рабочих и специалистов для сель- ского хозяйства» (2008) ятпа паха та пысăк материал пичетлет. Ăна «Тутарстан Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят параççĕ.
Çĕршывра та çĕнĕлĕхсем пуçланаççĕ. Алексеевскинче аграри колледжĕ уçăлать. Ун ĕçĕ Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви ертсе пынипе пырать.
Аграри колледжĕн директорĕ пулнă май Николай Николаевич калама çук пысăк çитĕнӳсем тăвать, вăл ертсе пыракан коллектив та питĕ тухăçлă ĕçлет. Вĕсене ĕçри туслăх, килĕшӳ пĕрлештернĕ. Коллектив вара пĕчĕк мар, кунта 62 инженер-педагог тăрăшать. Вĕсенчен 54-шĕ аслă пĕлӳ илнĕ, 6-шĕ ятарлă вăтам пĕлӳллĕ, 32-шĕ – пĕрремĕш квалификациллĕ категори ĕçченĕсем.
Колледж хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçнĕ спонсор ĕçне те кăмăлпа туса пырать. Чиркӳсене реставраци тума пулăшать, вăтам шкулсене шеф пулăшăвĕ парать.
Николай Николаевичпа калаçу çăмăл йĕркеленет. «Чи хаклă канаш хăвăр пурнăçăрта сире мĕнпе çыхăннă пек туйăнать?» – тесе ыйтсан вăл çакăн пек хуравсем парать: «Ĕçне кура чыс. Чи начарри пурнăçра – коллектив шанăçне çухатни. Телей манăн – мĕн шухăшланине ăнăçлă пурнăçланинче. Вăй-халлă, кăмăллă, ĕçлĕ çынсене юрататăп. Усаллăх курас мар тесен, ыррине ытла нумай ан ту. Ачасем ӳстернĕ чухне вĕсен психологине ăнланма тăрăшатăп. Кăмăл пăсăлсан вуласа лăпланатăп. Юратнă афоризм манăн – пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар. Пурнăçра чи пахи маншăн – наука çурални. Пахча çимĕç ӳстерме юрататăп. Хамăн ĕçĕн тухăçне курни савăнтарать. Кризис тапхăрĕ иртиччен ĕçлес килет…»
Çакăн пек шанчăклă çын вăл – 65 çулхи Николай Николаевич Сторожев. Малашне те хăйĕн ĕçри юлташĕсемпе – Николай Иванович Глазуновпа, Валерий Михайлович Фадеевпа, Татьяна Владимировна Свистуновăпа, Татьяна Николаевна Шерстневăпа, Светлана Александровна Ермиловăпа, Вячеслав Васильевич Алякинпа, Валентина Васильевна Власовăпа алла-аллăн тытăнса пурнăç тăрăх ырă тĕллевпе, туслăхпа, усăллă ĕç туса çын чысне ӳкермесĕр кăмăллăн утма сĕнес килет.
Ырă малашлăх сире, Николай Николаевич!
■ Григорий ТЯМАНОВ-АКТАШ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Киремет.
 
: 98, Хаçат: 31 (917), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Комментарисем:

Вера Максимова (2012-01-25 21:19:42):
Чăнах та пурте тĕрĕс! Ку манăн учитель-Николай Николаевич,ырлăх-сы влăх сире сунатпăр!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08