Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
АЧАСЕНЕ – ПУЛĂШУ АЛЛИ

Тутарстанра кăçал Ыр кăмăллăх çулталăкĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Çулталăк ахаль иртменни уççăнах курăнать – пĕр ырă ĕç хыççăн тепри пурнăçланать республикăра. Раççей тава тивĕçлĕ артисткин, Карачаево-Черкесси тата Çурçĕр Осети-Алани халăх артисткин, прима-балеринăн Анастасия Волочковăн майăн 16-мĕшĕнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче иртнĕ пĕртен-пĕр концерчĕ те «Культура ĕçченĕсем – Хусан ачисене» ыр кăмăллăх акцийĕ шайĕнче иртрĕ. Ăна Хусан хулин мэрийĕ, «Спасские ворота» ХАО тата ТР Социаллă хӳтлĕх министерстви пулăшнипе Тереза Камаловăн «От сердца к сердцу» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ. Акцие пуçаракансен тĕллевĕ – концерт йĕркелесе хулари çынсене те ашшĕ-амăшĕсĕр е чирлĕ ачасене пулăшма явăçтарасси. Билетсем сутса пухăннă укçан пысăк пайне шăпах ырă тĕллеве пурнăçлама ячĕç те, сцена çинчех Хусанти пулăшу кĕтекен социаллă учрежденисене – илтмен тата япăх илтекен ачасен 6№ шкул-интернатне, тăлăх ачасен 11№ шкул-интернатне, «Апрель» реабилитаци центрне, «Гаврош» социаллă приюта, Муковисцитозпа чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсен ассоциацине, тăлăх тата йывăр чирсемпе асапланакан ачасене валеçсе пачĕç.
ТР социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ, Хусан хулин муниципаллă йĕркеленĕвĕн Ĕçтăвкомĕн социаллă хӳтлĕх управленийĕн пуçлăхĕ Г.Т.Минкина каланă тăрăх, кăçал шĕкĕр хулара «Хусан – ырă ĕçсен территорийĕ» девизпа ыр кăмăллăх акцийĕсемпе мероприятисем иртеççĕ. Çулталăкăн кашни кварталне уйрăм тематикăна халалланă. Тĕп хулара ыр кăмăллăх ыйтăвĕсемпе «хĕрӳ лини» ĕçлет, пулăшу кĕтекенсемпе кама та пулин пулăшас текенсем çак телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ: 236-77-77.
Акцие Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна халалланă. Июнĕн 1-мĕшĕнче ачасене халалласа кашни çулах тĕрлĕ мероприятисем, акцисем ирттереççĕ-ха. Анчах та çулталăкне пĕрре çеç аса илни çителĕклех-ши? Чирлĕ ачасене кунсерен хаклă эмелсем, ытти кирлĕ япаласем кирлĕ-çке. «Унччен муковисцитозпа чирлĕ ача нумай пурăнаймасть, тăватă-пилĕк çултанах вилет тесе çирĕплететчĕç. Манăн ача вара вун пиллĕке çитрĕ ĕнтĕ. Пĕлсе, тĕрĕс, кирлĕ пек сиплесен çак хăрушă чирпе чирлекенсем нумай-нумай çул пурăнĕччĕç, обществăна усă та кӳнĕ пулĕччĕç. Европăра çакнашкал диагнозлисем 40-60 çул пурăнаççĕ. Анчах та пирĕн ачасене сиплеме хаклă йышши антибиотиксем кирлĕ, укçасăр нимĕн те тума çук,» – тет Муковисцитозпа чирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсен ассоциацийĕн председателĕ С.Алексеева. Хусанти илтмен тата япăх илтекен ачасен 6№ шкул-интерначĕн директорĕ В.Лапшин та ачасем валли пысăк пахалăхлă илтекен аппаратсем туянма ĕмĕтленет çакнашкал акцисем вăхăтĕнче.
Вĕсем çеç мар, ырă çынсем пулăшу аллине тăсса парасса кĕтекен ачасем тата нумай Хусанта. Тереза Камалова шăпа кӳрентернĕ ачасене куллен пулăшас тесе йĕркеленĕ те ĕнтĕ 2002 çулта «От сердца к сердцу» ыр кăмăллăх фондне. Унăн тĕллевĕ – ачасене праçник туса парасси: ара, уявсăр ачалăх ачалăх мар-çке. Фонд çулсерен концертсем, мероприятисем йĕркелет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вăл Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун «Хĕвеллĕ хула» уяв хатĕрленĕччĕ. Унта ачасем Раççейри паллă «Иванушки Интернешнл» ушкăнпа пĕр сцена çинче юрлама пултарчĕç. Кăçал Тереза Камаловăн ыр кăмăллăх фончĕ нушаллă ачасем валли укçа пуçтарас тĕллевпе йĕркелекен концертсемсĕр пуçне тата социаллă учрежденисенче вĕренекен отличниксене укçан премисем пама йышăннă. Тереза Камильевнăн ыр кăмăллăхĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Пурте унран тĕслĕх илсе пулăшу кĕтекенсене алă тăсса парсан çĕр çинчи миçе çынна телей кӳнĕ пулăттăмăр! Атьăр-ха, юлташсем, Ыр кăмăллăх çулталăкĕнче эпир те ырă ĕçсем тăвар, нушаллă пурнăçпа пурăнакансене савăнтарар.
 
: 718, Хаçат: 20 (698), Категори: Çивĕч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08