ЧĂВАШ ЕНРЕ 2012 çултан регионти амăш капиталне тӳлеме пуçлаççĕ. Çакăн çинчен калакан Указ çине ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ноябрĕн 11-мĕшĕнче алă пуснă. Республикăри амăш капиталне кам илме пултарать-ха? 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан çемьесене 100 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ тивĕçет.
ПУШКĂРТСТАН Рустэм Хамитов хушнипе Президент администрацийĕ республикăри хуласемпе районсен пуçлăхĕсене Президент ĕçлĕ визитпа килнĕ çĕре «Потемкин ялĕсем» хатĕрлеме чарнă. Çакăн çинчен калакан документа пур администрацисене те ярса панă. Пушкăртстан Президенчĕн пресс-секретарĕ Артем Валиев «REGNUM» информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлĕ çул çӳревсене йĕркелекен службăсем халĕ республика пуçлăхĕ килмелли вырăнсенче искусствăлла чаплă атмосфера тунине çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Хатĕрленӳ ĕçне пачах урăх çĕрте ĕçлекенсене е вĕренекенсене явăçтарма та юрамасть. Уйрăмах ача-пăчана çӳхе тумпа начальниксем киличчен темиçе сехет маларах сивĕ çĕре кăларса пĕчĕк ялавсемпе шариксем сулласа тăратма чарасси çине тимлĕх уйăрнă документра. Президентăн çул çӳревĕсем ĕçлĕ-çке, вăл районсене уяв ирттерме мар, тĕрĕслеме килет. Рустэм Хамитов Президент должноçне йышăнсанах каланă-ха вырăнти пуçлăхсене тĕлпулусене епле йĕркелемелли çинчен, анчах ку витĕмлех пулманнипе документах йышăнма тивнĕ. Ытти çĕрте те çак ыйту тавра шутласан аван пулĕччĕ те…
Ĕпхӳре çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри амăшсен V форумĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 44 регион представителĕсем пухăннă. Вĕсен йышĕнче нумай ачаллă амăшĕсем, хĕрарăмсен обществăлла организацийĕсен ертӳçисем, муниципаллă власть органĕсенче тата ыр кăмăллăх фончĕсенче ĕçлекенсем пулнă. Форумра çавра сĕтелсем, ларусем иртнĕ, «Ĕçлекен амăшĕсем валли чи лайăх предприяти» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – хĕрарăм-аннен социаллă статусне ӳстересси, амăшлăхпа ачалăх проблемисене татса парасси. Сăмах май, пуçласа çак форум Мускавра иртнĕ, унтан – Санкт-Петербургра, Ульяновскра.
САРАТОВ ОБЛАÇĔ. Регионти парламентарисем çак кунсенче «Саратов облаçĕнче пурăнакан тата ĕçлекен педагогика ĕçченĕсене çурт-йĕр туянма социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунăн проектне пăхса тухнă. Унпа килĕшӳллĕн, педагогсене ипотека кредичĕн малтанхи пайне тӳлемешкĕн социаллă пулăшу парăнмалла. Ку саккун витĕмне бюджет тытăмĕнче пĕр çултан кая мар ĕçлекен, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текен педагогсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсем лекеççĕ. «Вĕрентекен çуртне» туянакансемшĕн ипотека проценчĕ РФ Тĕп банкĕн рефинансированийĕн ставкипе 5 процентран ытла пулмалла мар, çемьери кашни çын пуçне хваттерте 14 тăваткал метртан кая пулмалла мар. Социаллă тӳлеве парассипе, укçана тавăрассипе çыхăннă йĕркене область Правительстви татса парĕ.