ВĂРĂ ТУССЕМ
Канар утравĕсем çинчен канса таврăннă хыççăн Чăнкă Мирун хăйĕн тусĕсене – çĕнĕ вырăссене – тин çеç миллион çурă тенкĕ парса туяннă çĕнĕ хваттерне пуçтарать, хăна тăвать, чикĕ леш енче мĕн курса çӳрени çинчен каласа мухтанать, çĕнĕ хваттерĕн пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет.
Хăнасем кайсан арăмĕ Мируна вăрçма тытăнать. «Сан тусусем пирĕн киле урăх ура ярса та ан пусчăр!» – тет.
– Мĕн пулчĕ? – тĕлĕнет Мирун.
– Вĕсенчен тахăшĕ сентре çинчен эпĕ иртнĕ эрнере подъездран кăларса килнĕ виçĕ тенкĕлĕх 3 лампочкăна вăрласа кайнă.
«ПИЛЛĔКСЕНЕ» – ЮТ ÇĔРШЫВА
– Ăнлантарса пар мана, мĕншĕн шкулта сана «иккĕ» паллăсем анчах лекеççĕ? – тесе ыйтать Мирун вун виççĕри ывăлĕнчен, унăн дневникне пăхкаласа ларнă май.
– Пĕлместĕп, аттеçĕм. Учительсем вĕсем халĕ ăслăланса çитнĕ, лайăх паллăсене ют çĕршыва экспортпа ăсатаççĕ пулĕ, – ăнлантарать ывăлĕ.