Тутарстан Президенчĕ Р.Минниханов Пĕтĕм Тĕнчери экономика форумне хутшăнма Давоса (Швейцари) кайнă. Форум январĕн 25-29-мĕшсенче иртет, тĕп теми – «Пысăк трансформаци – çĕнĕ модельсем йĕркелесси». Унта 90 çĕршывран 2,6 пин çын – власть, бизнес, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнаççĕ.
Çывăх вăхăтрах Универсиада дирекцийĕпе «Росгосстрах» компани килĕшӳ туса алă пусаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене ирттернĕ çĕрте «Росгосстрах» тĕп партнерĕ пулса тăрать. Çак страховани компанийĕ ăмăртусене хутшăнакансемшĕн (анчах медицина страховки пирки пымасть сăмах), транспортшăн явап тытĕ. Шутпа илсен «Росгосстрах» Универсиадăн улттăмĕш партнерĕ. «МегаФон», Coca Cola, «АК БАРС» Банк, «Раççей Чукун Çулĕсем», «Аэрофлот» – Универсиада партнерĕсем тахçанах паллă пулнăччĕ ĕнтĕ. 2013 çулччен партнер-компанисен шучĕ ӳсесси куçкĕрет. Халь, тĕслĕхрен, Универсиада Ялĕнче ресторансем уçасси пирки «Макдоналдспа» калаçусем ирттереççĕ.
Çамрăк врачсене яла укçапа илĕртме йышăннă. Паянхи куна республикăри ялсенче 80 специалист çитмест. Ялта ĕçлеме килĕшекенсене 1 миллион та 100 пин тенкĕ парасси пирки пĕлтернĕ юнкун ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов журналистсене. Ун сăмахĕсемпе, пĕр харăс паракан компенсацие пĕлӳ илсе 2011-2012 çулсенче яла ĕçлеме каякан 35 çул тултарман медицина ĕçченĕсене параççĕ. Вĕсен сывлăх сыхлав учрежденийĕпе килĕшӳ туса 5 çула ĕçлеме юлмалла. Компенсаци суммин 1 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен илеççĕ, 100 пин тенкине – республикăннинчен. Срок вĕçлениччен контракт татăлсан ĕçченĕн укçана тавăрса пама тивет.
Пĕлтĕр IV кварталта Тутарстанри пурăнма кирлĕ минимум (кашни çын пуçне) 5001 тенкĕпе танлашнă. Çакна ТР Министрсен Кабинечĕ палăртнă. ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлекенсен пуçне илсен 5469 тенкĕ, пенсионерсен – 3619, ачасен – 4900 тенкĕ тивнĕ. Чи пĕчĕк потребитель бюджечĕн суммине те палăртнă, 2011 çулхи юлашки кварталта вăл 9117 тенкĕ пулнă.