Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
МАХМУД АББАСА ШУПĂР ТĂХĂНТАРНĂ

Январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ (кăçалтан пуçласа Президента унта çапларах чĕнме йышăннă) Михаил Игнатьев Палестина Президенчĕпе Махмуд Аббаспа тĕл пулнă. Ют çĕршыв пуçлăхĕ Чăваш Ене пĕрремĕш хут килнине кура, ку тĕлпулу шупашкарсемшĕн кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн историлле пулăма çаврăннă. Истори тенĕрен, аваллăха тĕпчекенсене ку пулăм арабсен элчи Ибн Фадлан пăлхарсен патшипе Алмушпа тĕл пулнине аса илтермерĕ-ши?
Тăтăш виçĕ кун Шупашкарта хамăр çĕршывăн Президенчĕ те пурăнман, ют çĕршыври хăнана Чăваш Ен чăннипех те килĕшнĕ пулмалла. Çакна Махмуд Аббас кайиччен каланă сăмахсем те çирĕплетеççĕ: «Эпир сирĕн республика çинчен кирлĕ пĕлӳ илтĕмĕр. Эпир çак кунсенче курнинчен тĕлĕнме çеç пулать: наука, сывлăх сыхлав тытăмĕ, культура аталанăвĕ çӳллĕ шайра. Регионăн ăнăçлăхĕ уйăракан финанс ресурсĕсенчен кăна мар, ытларах унта пурăнакан çынсенчен килет: енчен те вĕсем республика аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ-тĕк, ăнăçу пулатех».
Палестина хăнисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăннă, «Булгар» мечĕтĕнче, Шупашкар епархийĕн управленийĕнче, Чăваш наци музейĕнче пулса курнă, «Микрохирургия глаза» наукăпа техника комплексĕн, Чăваш патшалăх университечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Махмуд Аббас вузăн студенчĕсемпе тата преподавателĕсемпе тĕл пулса калаçнă.
Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă чухне енсем Чăваш Енпе Палестина хушшинчи экономикăлла хутшăнусен енĕсене сӳтсе явнă. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарта кăларакан хĕвел батарейисемпе суту-илӳ тăвассине.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн сăмахĕсемпе Палестина хăнисем Шупашкара килсе кайни нацисем хушшинчи хутшăнусене тата çирĕплетмелле: «Тĕрлĕ халăхсен хушшинче мир, килĕшӳ пулни – ӳссе пыракан пысăк вăй, ăна нимĕнпе те аркатма пулмĕ». Михаил Игнатьев сăмахĕсемпе, енсем хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсе кăна пырĕç. Пуçлăхсем калаçса килĕшнĕ тăрăх, çывăх вăхăтра Шупашкар тата Палестинăн тĕп хули шутланакан Иерусалим тăванла хуласем пулса тăмалла.
■ Хамăр корр.
В.Иванов сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 35, Хаçат: 4 (942)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08