Теччĕ районĕнче пурăнакансен хушшинче Атăлта пулă тытса курман çын тупăнмасть-тĕр. Çак ăсталăх кунта ашшĕнчен ывăлне куçса пырать. Камшăн-тăр пулă тытасси пушă вăхăтра канмалли чун киленĕвĕ пулсан, теприсемшĕн чăн-чăн ĕç, çемьене тăрантармалли «çăкăр». Ку кăна та мар, юлашки çулсенче ăна ăнăçлă бизнеса çавăракансем те тупăнчĕç. Вĕсенчен пĕри Иван Фролов пулăç. Мăкшă арçынни Атăла тухман кун сайра пулать-мĕн. Пулă тытассипе вăл чăн-чăн профессионал. Мĕнле пулă хăçан тата ăçта лайăх хыпассине лайăх чухлать, 87 килограмлă çуйăна çаклатни те пулнă.
Вырăнти халăх çирĕплетнĕ тăрăх, Иван утма вĕренсенех алла вăлта тытнă. Паллă ĕнтĕ, пысăк стажлă пулăçăн кирлĕ хатĕрсем йăлтах пур, пурте алă айĕнче. Тĕрĕсрех каласан, хурал çуртĕнче. Пулăçсем Атăл çыранĕнче ятарласа пӳрт те лартнă иккен. Унта кирек кам та кĕрсе ăшăнма, пулă тытмалли хатĕрсене вăхăтлăха хăварма пултарать. Мĕншĕн тесен кунта талăкĕпех сыхлакан ятарлă çын пур. Теччĕ арçынни Вячеслав Осовский хуралçăра кунта виçĕ çул тăрать ĕнтĕ.
– Çулла çыран хĕрри пушă пулмасть, пĕрисем канма, шыва кĕме килеççĕ, теприсем пулă тытма. Анчах хальччен пулăçсен япалисем çухални, вăрлани пулман-ха, – тет вăл кун пирки.
Кăшарни сиввисенче те акă Атăл пулăçсенчен пушă пулманни таçтанах курăнатчĕ. Хĕллехи вăхăтра пулă тытасси хăй пĕр ăсталăх-çке, Иван Фролов та акă хулăн пăра каснă вакăран пирĕн умра самантрах пысăк 5 шăла пулă (судак) туртса та кăларчĕ, унтан тулли кăмăлпа çуна çинчи миххе хучĕ. Кăнтăрла тĕлне икĕ михĕ пулă тытнăччĕ те ĕнтĕ вăл. Паллах, пĕччен мар, икĕ пулăшуçипе.
– Ку пулăсем ăçта ăсанаççĕ ĕнтĕ халь, кил хуçи арăмĕ патне-и? – кăсăклантăм эпĕ.
– Çук, кил хуçи арăмне – укçа, ку Теччĕри пулă заводне,– йăл кулчĕ вăл. Ăнăçлă кунсенче пулăç хăйĕн пулăшуçисемпе пĕрле 20 пин тенке яхăн тупăш тăвать иккен. «Çăкăрпа пирус туянмалăх кăна яланах укçа пур», – шӳтлерĕç вĕсем хальхинче те. Шел, Атăл пуллине эпир, тутарстансем, тутанса пăхаймастпăр иккен, ăна завод тирпейленĕ хыççăн тӳрех Мускава ăсатать-мĕн.
Иван Фролов Атăлта пулă тытнисĕр пуçне хăй те кунти пĕр пĕвене арендăна илсе карп ĕрчетет. Нумай пулмасть кăна 600 килограмм пулă лăкки туянса янă вăл унта. Паллă ĕнтĕ, пĕвене арендăна илнĕ, ăна пăхса тăраççĕ-тĕк, унта пĕр ахаль кĕртмеççĕ. Пулă тытас кăмăл пур-тăк, палăртнă тарифпа укçа тӳлеме тивет.
Пирĕншĕн, хĕрринчен пăхса тăракансемшĕн, кăна пулăç ĕçĕ çăмăл тупăш илмелли ĕç пек туйăнать. Тĕрĕссипе вăл чăкăлтăш тата тепĕр чух хăрушă та. Мĕншĕн тесен Атăл çынна хĕрхенмест, хĕлле пăр айне каясси те, çулла кимĕрен ӳкесси те пулать. Çапах та пулăçсен шучĕ чакмасть, мĕншĕн тесен пулă тытасси, Турă панă талант пекех, чунра, юнра.