Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Универсиада кăлтăксăр иртмелле

Раççей Федерацийĕн правăна сыхлакан системишĕн 2011 çул питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, историе вăл реформăпа кĕрсе юлчĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче ТР ШĔМĕн коллегийĕнче 2011 çула пĕтĕмлетсе çитес çула плансене палăртрĕç. Коллегие ТР Президенчĕ Р.Минниханов, РФ ШĔМĕн статс-секретарĕ, РФ шалти ĕçсен министрĕн çумĕ С.Булавин, ТР Прокурорĕ К.Амиров, ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров тата ыттисем хутшăнчĕç.
Тутарстанăн йĕрке хуралçисемшĕн 2011 çул «Реформа. Профессионализм. Доверие» девизпа иртрĕ. Çулталăк республикăри полици сотрудникĕсемшĕн чăнах та çăмăл пулмарĕ, реформăсăр пуçне вĕсен ăсталăхне çулталăк пуçламăшĕнчех йĕпе çанталăка пула темиçе район çутăсăр юлни, «Булгария» теплоход путни, Хусанта тĕрлĕ шайри икĕ пине яхăн мероприяти иртни те тĕрĕслерĕ.
– ШĔМ реформи пĕтĕмĕшле системăшăн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, пирĕн тĕллев унăн тапхăрĕсене чыслăн иртессиччĕ. Структурăна çĕнетсе улăштарнисĕр пуçне 18 пин ытла сотрудникăн ĕçне пăхса тухса ума лартнă тĕллеве вăхăтлă та туллин пурнăçларăмăр, – пуçларĕ коллегие ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров. ТР ШĔМ ретĕнче тӳрĕ кăмăллă, пултаруллă сотрудниксене кăна хăварма республика халăхĕ «Халăх аттестацийĕ» акцие хутшăнса пулăшнине те палăртрĕ министр. Акци вăхăтĕнче 1500 ытла çын хăйĕн сĕнĕвĕсене пĕлтернĕ. Вĕсенчен 200 ытларахăшĕ кăна полици сотрудникĕсен çитменлĕхĕсем çинчен хыпарланă-мĕн. Паллă ĕнтĕ, кашни тĕслĕхе комисси уйрăм пăхса тухнă. Реформа вăхăтĕнче сотрудниксен штатне самай чакарнипе кашни полицейскин ĕçĕ тата нумайланнине асăнчĕ Асгат Ахметович. Тĕслĕхрен, урамсенче çуран çӳресе йĕркене хураллакансен шучĕ икĕ хутчен чакнă иккен.
Апла пулин те Тутарстанри криминогенлă лару-тăру Раççейĕпе те чи лăпкине палăртрĕ вăл. Преступленисен шучĕ республикăра çулран çул чакать. 2011 çулта республикăра пурĕ 55318 преступление шута илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 3,4 пин сахалрах. 28486 пин преступление (вĕсенчен 6 пинĕ йывăр, уйрăмах йывăррисем) уçса панă. Çыннăн сывлăхне сиен кӳрсе вĕлернĕ, çаратнă, вăрланă, наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕ, автотранспорт вăрланă тĕслĕхсем те сахалланнă. Пĕлтĕр республикăра 10908 йывăр, уйрăмах йывăр преступленисене шута илнĕ, ку та ытти çулсемпе танлаштарсан, сахалрах.
ТР ШĔМĕ яланхи пекех преступниксен ушкăнĕсене хирĕç вирлĕн кĕрешет, вĕсен ертӳçисене, хастарĕсене тивĕçлипе явап тыттарма тăрăшать. 2011 çулта кăна РФ Уголовнăй кодексĕн 209 (бандитизм) тата 210 (преступниксен ушкăнне йĕркелени) статйисемпе 12 уголовнăй ĕç пуçарнă. «Ильфатея», «Базаровские», «Дементьев», «Сметанин» тата ытти преступниксен ушкăнĕсен ертӳçисене тивĕçлипе явап тыттарнă.
Çапах та сисчĕвленмелли те пур республикăра, кăна уйрăмах палăртрĕ А.Сафаров. Юлашки вăхăтра экстремистла ушкăнсен, çав шутра пĕтĕм тĕнчери «Хзиб ут-Тахрир аль-Ислами» террористсен организацийĕн, «Ат-Такфир валь-Хиджра», «Таблиги-Джамаат» тата ытти юхăмсене кĕрекенсен, çамрăксен хушшинче наци, фашизм идейисемпе «чирлекенсен» шучĕ ӳснине палăртрĕ. Пĕлтĕр республикăра çак ушкăнсем тунă 18 преступлени палăрнă, 31 çынна явап тыттарнă.
Сăмах та çук, экстремистла шухăшлисем пуçа çĕклени (уйрăмах Анат Камăра, Элметре) республикăри тăнăç пурнăçа хăрушлăх кӳрет. Çавăнпа ТР шалти ĕçсен министрĕ ку ыйтăва çирĕп контрольте тытма шантарчĕ çеç мар, ятарлă подразделенин ертӳçисене уйăхсерен çак енĕпе мĕн тунине отчет пама хушрĕ. «Суд сакки экстремистла шухăшлисенчен пушă пулмасть тесе 10 çул каяллах шантарнăччĕ, халĕ те çаплах пулĕ», – терĕ министр кун пирки çирĕппĕн. Тутарстан туристсене яланах тарават, çапах та Çурçĕр Кавказ республикинчен, Ази çĕршывĕсенчен кашни çын мĕн шухăшпа килнине тĕрĕслемеллине каларĕ.
Паллă ĕнтĕ, 2012 çулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл – 2013 çулта иртекен Универсиадăна хатĕрленесси. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕн йывăрлăхĕ ытларах министерствăн аппарачĕ тата Хусан гарнизонĕ çине тиенĕ. Çавăнпа объектсенче хăрушсăрлăх системисене вырнаçтармалла, харпăр йышпа тренировкăсем ирттермелле, сотрудниксене ют чĕлхе вĕрентмелле. Пĕр сăмахпа, тĕнче шайĕнчи мероприятире çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче пĕр кăлтăк та тумалла мар.
ТР Президенчĕ Р.Минниханов та Универсиада вăхăтĕнче йĕрке хуралçисем çине пысăк яваплăх тиеннине асăнчĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем кăна 13 пин çын, нумай туристпа куракансем килессине каларĕ. «Эпир халĕ çакăн йышши мероприятисен тĕнче опычĕпе паллашатпăр», – терĕ.
Экстремистла шухăшлă çынсем пирĕн республикăра, çитменнине Универсиада умĕн палăрни президент тимлĕхĕсĕр юлмарĕ, паллах: «Кам шутланă пирĕн республикăра çапла пуласса. Эппин, ку хуласенче çакăн пек çынсем валли майсем пур. Шалти ĕçсен сотрудникĕсен кун çине çирĕп тимлĕх уйăрмалла», – терĕ çирĕппĕн.
ТР ШĔМĕн ĕçне статс-секретарь, РФ шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Сергей Булавин лайăхпа хакларĕ. Ытти регионсем унран тĕслĕх илмеллине каларĕ.
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
 
: 21, Хаçат: 4 (942)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08