Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
ПУЛТАРУЛЛИСЕМ ПУР ÇĔРЕ ТЕ ĔЛКĔРЕÇÇĔ

Сăнӳкерчĕкри маттур каччă – «Юрай» фольклор ансамблĕн артисчĕ. Маттур каччă тесе эпир йĕкĕт сăн-питрен кăмăллăшăн, сăмах илемĕшĕн кăна каламарăмăр. Иван Васильев чăнах та маттур. Вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕн фольклор уйрăмĕнче вĕренет. Кунта вĕренекенсен пурнăçĕ кăсăк, анчах çăмăл мар. Вĕреннĕ вăхăтра та экспедицисене çӳресе упранса юлнă халăх юрри-кĕввине, тĕрри-çĕввине пĕрчĕн-пĕрчĕн шыраса пуçтармалла, каникулсенче те çакăн çинчен манмалла мар. Иван çак вăхăтрах студентсенчен йĕркеленĕ «Юрай» фольклор ансамбльне те хутшăнма ĕлкĕрет. Пултаруллă çамрăкăн хăйĕн ансамбльне йĕркелесе тытса пыма та хал юлать – Шупашкар районĕнчи Кăтăркасси ялĕнче 15 çынран тăракан «Шордан» ятлă фольклор ушкăнне ертсе пырать вăл. Иван тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама пĕлни ĕçре пулăшса пырать. Уйрăмах купăспа ăста калать вăл. «Шордана» ытларах кинемейсем, мăнаккасем çӳреççĕ. Паллах, ансамбль халăх юррисене юрлассипе палăрса тăрать. Кунта вара сасă кăларакан инструментсемпе виçеллĕ усă курни те вырăнлă. И.Васильев педагогĕ, «Уяв», «Юрай» фольклор ушкăнĕсен ертӳçи, профессор, Чăваш Республикинчи чи ăста фольклорист Зинаида Козлова кун пирки пайтах каланă, яланлăхах асра юлнă. Çавăнпа Иван Васильев ушкăнăн юрă номерĕсене ăста илемлетет. «Шордан» юррисене концертсенче хапăлласа йышăнни те çакнах çирĕплетет.
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ
 
: 32, Хаçат: 4 (942), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08