«Лаша пуласси тихаран паллă» тесе ахаль каламан çав халăхра. Çынна та çапла пурнăçра мĕнле тата кам пулассине ачаран пĕлме пулать. Уйрăмах шкулта ăс пухнă вăхăтра ăна сăнама пулать. Ача-пăча хăйĕн тус-юлташне аплах сăнамасть пулсан та, учительсем вара пĕтĕмпех курса тăраççĕ. Пĕр-пĕр паллăрах çын çинчен сăмах пырсан вĕсем: «Вăл ун пек пуласси паллăччĕ ĕнтĕ. Шкулта та хăйне мĕнлерех тыткалатчĕ те. Лайăх вĕренетчĕ», – тенине пĕрре мар илтнĕ.
Вĕсем питĕ тĕрĕс асăрхаççĕ. Хăш чухне канаш та параççĕ.
Сăмахран, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнчи шкулта учительсем хăйсен вĕренекенĕсене усăллă канаш парса пĕрре мар пулăшнă. Акă, тĕслĕхрен, хитре сасăллă Наталья Дмитриевăна малашне те юрлама ан пăрахтăр тесе Марина Вериялова учительница музыка училищине вĕренме кĕме сĕннĕ. Наташа, паллах, ăслă çынсем каланине итлеме вĕреннĕскер, Марина Михайловна сăмахне шута илсе Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ.
Наталья паян асăннă вĕренӳ заведенийĕнче III курсра вĕренет. Фольклор уйрăмне суйласа илнĕ вăл. Питĕ тĕрĕс тунă. Унăн хитре, уçă та çепĕç сассипе чăн та халăх юррисем юрламалла тесе шутлатăп.
Наташăпа эпĕ Шупашкара семинара кайсан паллашнăччĕ. Училищĕре вĕренекенсем пире хăйсен репертуарĕпе паллаштарнă чухне эпĕ ăна таçтан сăнарăм. Хитре сасăллă хĕр пирĕн ентеш пулнине пĕлсен савăнмаллипех савăнтăм.
Пулас юрăçа училищĕре те питĕ хисеплеççĕ. Сăмахран, Шупашкарти Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче ĕçлекен аслă специалист Светлана Лаврентьева, училищĕре преподаватель пулса ĕçлекенскер, Наташа çинчен питĕ ырă сăмахсем калать.
– Дмитриева пĕлтĕр кĕркунне Ираида Вдовинăна халалласа йĕркеленĕ конкурса та хутшăнчĕ. Унта вăл Тăхăрьялăн халăх юррине юрласа III вырăн йышăнчĕ, – терĕ Светлана Григорьевна. – Маттур вăл. Эпир унпа мухтанатпăр.
Ентеш çинчен çакăн пек сăмахсем калани питĕ савăнтарать, паллах. Наташа Шупашкарта кăна мар, хăйĕн тăван ялĕнче иртекен мероприятисене те май килнĕ таран хутшăнма тăрăшать. Акă, пĕлтĕр август уйăхĕнче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери III «Крутушка» фестивале Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕн пултаруллă çыннисемпе пĕрле Наташа та хаваспах хутшăннă. Хитре юрласа тата ташласа вĕсем Тăхăрьял таврашне мăнаçлантарнă.
– Наташа, эсĕ училище хыççăн малалла ăçталла çул тытасшăн? – кăсăклантăм эпĕ. – Яла таврăнас шухăш пур-и е Шупашкартах юласшăн?
– Кунтан вĕренсе тухсан манăн Саратова кайса аслă пĕлӳ илес шухăш пур, – хуравлать пулас юрăç.
– Музыка енĕпех-и? Е специальноçа улăштарас тетĕн-и?
– Çавăнпах, паллах. Халăх хорĕн ертӳçи пулма ĕмĕт пур. Халăх уйрăмнех кĕрес тетĕп.
Питĕ тĕрĕс шутлать пулас артист. Саратоври Н.Г.Чернышевский ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи Искусствăсен институтĕнче тата консерваторире вĕреннĕ çынсем питĕ паллă артистсем пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Наталья Дмитриева та вĕсен шутĕнче пуласси куçкĕрет.