Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Ĕмĕт-тĕллев пур-тăк, ăнăçу пулать

Нурлат пики Олеся Кузьминан тус-тантăшĕсен хушшинче чăвашсем çук пулин те тăван чĕлхепе тап-таса калаçать. Нурлат хулинче çуралман вăл, Чиешнерен 5-ре чухне куçса килнĕ. Апла пулин те тăван чĕлхене манмасть. Тепĕр тесен манма майĕ те çук, амăшĕ Елена Николаевна Чиешне ялĕн шкулĕнче вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер (хальхи вăхăтра хулари «Камыр-батыр» ача садĕнче воспитатель), килте чăвашла калаçма хăнăхтарнă, Пĕчĕк Хăмăшлă ялĕнче пурăнакан кукамăшпе кукашшĕ патĕнче час-часах хăнара пулни те хăй витĕмне памасть мар. «Тăван чĕлхе мана питĕ пулăшать, эпĕ юрлама юрататăп, репертуарта вара чăваш юррисем нумай», – тет чăваш пики.
Олеся юрă-кĕвĕ тĕнчипе мĕн ачаран туслă, хулари музыка шкулĕнче хор уйрăмне пĕтернĕ вăл. «Аппам Алла Саврандейкина юрланине пăхса мĕн ачаранах юрлама юрататăп, музыка шкулĕнче ку пултарулăха аталантарма, тĕрĕс юрлама вĕрентрĕç», – тет хăй кун пирки. Олеся, чăн та, пултаруллă хĕр вăл, районăн çамрăк «çăлтăрĕ», фортепианăпа, гитарăпа каласа ăста юрлать. «Забава» ансамблĕн солистки пулнă. Районти культура уйрăмĕ ирттерекен мероприятисене те хастар хутшăнать, тĕслĕхрен, Çĕнĕ çула халалланă спектакльте те вылянă вăл.
Пултаруллă пикене вĕрентекенсем хальхи вăхăтра «Созвездие» республика конкурсне хатĕрлеççĕ-мĕн, унта вăл чăваш юррине юрласа хăй пултарулăхне кăтартасшăн. Çавăнпа унăн пĕр пушă вăхăчĕ те çук. Ара, хĕр хальлĕхе шкулта 10-мĕш класра кăна вĕренет-çке. Юрă-кĕвĕ тĕнчинче мĕн ачаран пулсан та пурнăçа пачах урăх профессипе çыхăнтарма шутлать, тĕрĕс наукăсене – физикăна, математикăна – ытларах юратать, вырăс чĕлхине килĕштерет. Ăста юрист пулма хатĕрленет пике. Тата тепĕр ĕмĕчĕ те пур иккен унăн, ку вăл – «Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнасси. Мĕнех, тен, Олесьăна çитес çулсенче конкурсанткăсен ретĕнче курăпăр та-ха, ара, ĕмĕт, тĕллев пулсан ытти-хытти... Нурлатăн пултаруллă пикине эпир ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
■  Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 98, Хаçат: 4 (942), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Комментарисем:

Микулай Павловский (2012-01-27 17:04:05):
Хулара та чăваш пулсах пурăнма пулать...Хамăртан çеç килет."...тус-тантăшĕсен хушшинче чăвашсем çук пулин те..."- питĕ тĕлĕнтерекен сăмахсем. Нурлат йĕри-тавра - чăваш ялĕсем,Нурлат чăвашсемпе тулнă...Ачисене вара чăвашла вĕрентмеççĕ пулас...Ачисем те "чăваш" пулнине пытараççĕ.

Валентина (2012-01-28 00:00:38):
Нурлатра чăвашла хаçатсем те вуласшăн мар чăвашсем, вырăса çаврăннă.

Микулай Павловский (2012-01-30 10:32:01):
Пуç йĕри-тавра шутлакансем хальхи чăвашсем хушшинче сахал-ши...?

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08